Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăнса пăсăлсан ӳслĕк пуçланмасăр пулмасть. Чарăнми ӳслĕк уйрăмах çĕрле аптратать, йĕркеллĕ çывăрма та памасть. Ăна çĕнтерме тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх медицинин рецепчĕсемпе усă курни пулăшĕ.
Груша
Хытă ӳсĕрсен, температура ӳссен вырăнлă. 1 стакан вĕтетнĕ типĕ грушăна çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçермелле. Савăта ăшă чĕркесе тăватă сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
Финик
Типĕ ӳслĕкрен 10 финика çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче çур сехет пĕçермелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвеке вĕрилле темиçе сăтăрккапа пĕр кунра ĕçсе ямалла.
6-7 типĕ финика 1 стакан сĕте ярса пĕçермелле. Çĕрлене хирĕç ĕçмелле.
ИÇĔм
Вăйлă ӳслĕк аптратсан усă курмалла. Тӳпелесе тултарнă 1 апат кашăкĕ иçĕме кăшт хупламалăх сивĕ шыв ямалла. 45 минутран шывне тăкмалла. Иçĕмне каçхине çывăрма выртас умĕн сĕтпе сыпса çимелле.
Какао Çупа
Бронхитăн пуçламăш тапхăрĕ-нче пулăшать. 200 грамм çемçетнĕ услам çăва, 300 грамм пыла, 200 грамм сахăра тата 100 грамм какао порошокне хутăштармалла. Шыв мунчине лартмалла, пăтратса тăрса лайăх ăшăтмалла, вĕреме кĕртмелле мар. Холодильникра упрамалла. 1 апат кашăкĕ хутăша 1 стакан вĕри сĕте ярса кунне 3-4 хут (юлашкинчен çĕрлене хирĕç) ĕçмелле.
Çăмарта
Типĕ ӳслĕкрен, манкана çемçетсе кăларма пулăшать. 2-шер апат кашăкĕ пыла, шурă эрехе, çăмарта саррине хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
 
: 479, Хаçат: 43 (1392), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: