Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мана хама çапла ят панă,
Эппин, халь эпĕ те Юман.
Ульяновск – Чĕмпĕр Ен Юманĕ,
Ку манăн та сӳнми суран.
 
Ун асапне те тӳссе куртăм
Тумхахлă ӳсĕм çулĕнче.
Çыр çӳçĕме шуратрăм курттăм
Пĕр айăпсăр Чĕмпĕр енче.
 
Малтанах япăх мар пуçланчĕ,
Самаях йышлăччĕ эпир.
Çаплах асра кашни саманчĕ,
Сипленнĕ пекчĕ кивĕ чир.
 
Алка пичче сăвва ырларĕ,
Канашлура Çемен Элкер
Пире куçран пăхса хакларĕ,
Çулпа самай шуралнăскер.
 
Шупашкарта кĕç асăрхарĕç
Стихван Шавлипеле Ухсай.
Псевдоним кирлĕ – ят суйларĕ
Чĕр классик Петĕр Хусанкай.
 
- Район хаçатĕнче ĕçлетĕп.
Псевдонимсем çинчен манман.
«А.Федин», «Федоров» пур ман.
Фельетонсем те пичетлетĕп,
Çыратăп аяла: «Юман».
 
- Аçу Юман сан пулнă тетĕн/
Чăн чăваш ячĕ. Пит аван.
Апла пулсан унпа эс çитĕн
Халь çĕнĕ, иккĕмĕш, Юман.
 
Ермилова кам палăк лартĕ/
Янравсăр, тĕссĕр хушамат.
Ĕмĕрлĕхе çĕклет çĕн ят.
Юман – чăннипелех те паттăр,
 
Йыш умĕнче çаплах каларĕ:
- Патваррăн ӳс эс, çĕн Юман.
Сан ятупа та палăк ларĕ,
Шанатăп, хăçан та пулсан.
 
Тин çеç эпир тупса парсаччĕ
Геннадий Лисин валли ят.
Литературăри ун ячĕ,
Аслашшĕ пек, Айхи пулать.
 
Мĕтри Юман – ĕнерхи çын вăл.
Юман пул иккĕмĕш, çĕнни.
Чăн чăвашла янрать ят-символ,
Янратăр çĕнĕлле çырни.
 
Кивви тек таврăнаймĕ урăх, –
Калаçрĕ классик манпалан.
Çапла касса татмашкăн кăлăх
Поэт васкарĕ пулмалла.
 
Кĕç таврăнчĕ Мĕтри, куратăр,
Чĕмпĕр Юманĕ, ват Юман.
Чăн-чăн пиччемçĕм пулчĕ ман.
Сăнарлă каласан – куратор.
 
Çапла Юман пулса эп ӳсрĕм
Пĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр хунавран.
Пичче асапĕсене те тӳсрĕм,
Ку пулчĕ пĕтĕмпех кайран.
 
Мĕтри Юманăн ячĕ, символ,
Мана йĕрлерĕ тес килет.
Те çавăнпа сиенлĕ çын вăл
Тесе аташнă пĕр поэт.
 
: 384, Хаçат: 43 (1392), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: