Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Чăн пулни)
 
- Кăравул! – янăрать урам варринче тулăхса кайнă хĕрарăм сасси. – Ырă кӳршĕ-аршă, тархасшăн, пулăшăр Ванюша хура çĕлен ытамĕнчен хăтарма! Тухатмăш Анук ман ачана пăснă та хĕрĕ çине авлантарнă. Ман ачана туйне тумасăрах киле кĕртсе хăйĕн хĕрĕпе хĕве хупнă! – кăшкăрса йĕрет хуйхăпа ăсран тайăлнă Униç аппа.
- Çав йыт кĕртти Çинук çине йĕркеллĕ арçынсем çаврăнса та пăхмаççĕ, урамра хирĕç пулсан та хулпуççи урлă сурса иртсе каяççĕ, - тарăхать хĕрарăм. - Ванюшĕ те, ăс-тăнне çухатнăскер, çав арçури Çинука кăмăлланă пулас. Амăшĕпе, тăванĕсемпе канашламасăрах Кукăр Петĕр патне пурăнма куçнă.
Кукăр Петĕр текенни Çинукăн ашшĕ пулать-ха. Кукăр тесе ăна туя çине таянса çӳренипе каланă пулас. Петĕрĕн хăрах ури анчах, теприне вăл вăрçăра çухатнă. Кукăр теме тепĕр сăлтавĕ те пур. Петĕр колхозра кладовщик пулса ĕçлет. Май пур вăхăтсенче колхоз пурлăхне килне сĕтĕрме манса каймасть. Кукăр алăллă тенĕ чăвашсем ун пек çынсене.
- Хăçан пулнă чăвашсен хушшинче арçын арăм килне пурăнма куçни/ - ниçта хураймасть тарăхăвне Униç.
Униçе ватă çын теме иртерех-ха. Иртнĕ эрнере вăл вăтăр пилĕк тултарчĕ. Юбилейлă çул пулмасан та вăл çак куна паллă тăвас терĕ. Ĕнтĕ çывăх тăванĕ-сене, кӳршĕ-арша систернĕччĕ Униç çак кун çинчен. Кирлĕ апат-çимĕçне те хатĕрлерĕ, тĕпсакайĕнчен виçĕ литр сăмакунне те илсе сĕтел çине лартрĕ. Анчах сĕтел хушшине ларса тăванĕсемпе шăкăл-шăкăл калаçса савăнни пулмарĕ килĕнче. Амăшĕн ырă ĕмĕтне веçех Ванюш пăсса хучĕ. Уява килме ĕлкĕрнĕ хăш-пĕр хăни килхуçи хĕрарăмĕн хуйхине ăнланчĕ. Сĕтел хушшине лармасăрах килнелле тухса утрĕ.
Паян вăтăр пиллĕкри Униç вилме маннă карчăк манерлех. Кăвакара пуçланă çӳçĕ саланса кайнă, çурхи çилпе вĕркĕшет. Нихăçан пулманнине Униç паян пуçне явлăк та, умне саппун та çыхма маннă. Унăн пĕр уринче çĕтĕк калуш, тепринче çăм чăлхасăр пуçне урăх нимĕн те çук. Вăрăм туналлă чăлхи ури лаппи патнех анса кайнă, çĕр çинчен сĕтĕрĕнсе пырать. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле паян Униçрен. Аякран пăхсан юмахри асапай карчăкне аса илтерет, ирĕксĕрех хăвăн çине хĕрес хывас килет.
Униçе тирпейсĕр те тулăхсăр хĕрарăм теме çук. Ытти кунсенче вăл кун пек тирпейсĕр çӳремест-ха. Паян пысăк хуйхă пулнипе кăна çапла. Киревсĕр, йӳçĕ сăмахсемшĕн те каçарăр. Ăнланма тăрăшăр Униçе. Тата мĕнле майпа тавăртăр вăл хăйĕн тĕнчере пулман усал тăшманне - Çинукпа унăн ашшĕ-амăшне/! Ан тив, лăплантартăр инкек çине синкек тӳссе ирттернĕ чĕрине. Çаврăнать-ха унăн кăмăлĕ. Каярахпа каçару та ыйтĕ çамрăксенчен.
Чĕлхе тилхепине çирĕп тытма хушнă ăслă çынсем. Эпир вара çакна часах манса каятпăр.
Тепĕр енчен илсен, Униçĕн темĕ-нле пысăк айăп çук Ванюшпа Çинук умĕнче. Çав пуçсăр ачасен Униçпе канашламаллах пулнă, пил те илмеллех пулнă. Амăшĕ ăнланнă пулĕччĕ çамрăк чунсене.
Çирĕм çул каялла Униç чипер сăн-питлĕ, çурта пек тӳрĕ кĕлеткеллĕ, пур енчен те килĕшӳллĕ хĕр пулнă. Хăй те вунулттă тултармасăрах юратнă каччине качча кайнă. Акă паян Ванюш та вунулттă тултармасăрах авланнă. Тата мĕнле авланнă-ха/! Хĕрĕ патне киле кĕнĕ!
Ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнăран Униç ачаранах ирĕклĕ ӳснĕ, ăна алă çинче йăтса çӳременни кăна пулнă. Вунпиллĕке çитеспе Униç ӳссе çитĕнсе, çирĕпленсе, таврари чи хитре хĕр пулса тăнă. Вĕсен килне таврари ялсенчен евчĕсем çӳреме пуçланă. Анчах вăл вăхăтра Униçĕн юрату текен туйăм çуралман та. Качча каяс шухăш та пуçне кĕмен. Васкаварлăн качча тухма ашшĕ-амăшĕ те хистемен. Ара, камăн пĕртен-пĕр юратнă хĕрне килĕнчен уйăрса ярас килтĕр/
Юрату туйăмĕ Униç чĕринче яла Якур таврăнсан хускалнă. Качча пĕрремĕш хут курсанах хĕр чĕри вăркăшса кайнă. Тĕлĕкĕсенче те Якура анчах кура пуçланă.
Якурпа тĕплĕнрех паллашар. Вăл çирĕм пиллĕк тултарнă яштака пӳллĕ, хура кăтра çӳçлĕ, сенкер куçлă чипер каччă. Тата таврари паллă тракторист. Çавăн пек качча тĕл пулсан юратмасăр мĕнле тӳстĕр хĕр чĕри/ Тĕрĕс те, Якур тăлăх ача пулса ӳснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ çĕршыври революци хыççăнхи выçлăх çулĕсенче шăтăка кĕнĕ.
Тăлăха юлнă ачана аякри тăванĕсем усрама илнĕ. Хăйсен ача-пăча пулманнипе Якура тăван ачи вырăнне хурса юратса ӳстернĕ.
Анчах 1930-мĕш çулсенче каллех выçлăх тапранать. Унтан Якура усрава илнĕ ашшĕпе амăшĕ те хăтăлса юлаймаççĕ. Вуниккĕри тăлăх ача темĕ-нле йывăрлăх та курать. Ялсем тăрăх ыйткаласа та çӳренĕ Якур, вăрă ĕçне те пикеннĕ. Малашне те çапла пынă пулсан мĕн пулĕччĕ-ши тăлăхпа, паллă мар. Телейĕ пулнă çамрăкăн, вырăнти влаçсем Якура Монастырски ялĕнче вырнаçнă трактористсен шкулне вырнаçтарнă. Кунта ăшă та тутă. Вĕренме юратакан ача çичĕ класлă пĕлӳ илнĕ, вăл тракторист пулса тăнă. Вĕренсе тухсан вырăнти МТСра вăй хунă. Çулсем иртсе пынă май каччă таврари паллă тракторист пулса тăнă. Нумай преми илнĕ Якур, ĕç медальне те тивĕçлĕ пулнă. Хĕсметре салтак тивĕçне пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Кун хыççăн хăйĕн тăван ялне таврăннă. Ашшĕ-амăшĕнчен юлнă çуртне йĕркене кĕртсе пурăнма куçнă. Çурчĕ Униççесеннипе юнашар пулнă вĕсен. Кӳршĕ хĕрĕ каçкаласа Якура çуртне тасатма пулăшнă. Çакăнтан çурала пуçланă та ĕнтĕ вĕсен хушшинче юрату. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне кăмăлласа пăрахнă. Ĕçне нумай тăсмасăрах пĕрлешнĕ. Мĕнех вара, иккĕшĕн те çемье çавăрма вăхăт çитнĕ.
Çичĕ çул телейлĕ пурăннă мăшăр. Кĕске вăхăтрах Униç мăшăрне пилĕк ача çуратса панă. Ачисем тата пурте амăшне хывнă: хура кăтра çӳçлĕ, сенкер куçлă. Улттăмĕшĕпе йывăрланнăччĕ ĕнтĕ Якур арăмĕ. Анчах 1941 çулта Аслă вăрçă тапранать. Якур тепĕр кунах вăрçа тухса каять. Тракторист пулнă май ăна танк шанса параççĕ. Çапла çырса пĕлтернĕччĕ çемйине Якур.
Малтанхи вăхăтра çырусем час-часах килчĕç салтакран. Хăрушă çапăçусем пирки çырса пĕлтеретчĕ. Пĕр вăхăт çырусем килме пăрахрĕç. Чĕри теме сисрĕ пулас, Униç начар тĕлĕксем кура пуçларĕ. Часах хĕрарăм начар хыпар илчĕ: унта Якур паттăрла вилни çинчен пĕлтернĕ. Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарĕ пулĕ çав тискер хыпара илнĕ хыççăн/ Çавна пулах улттăмĕш ачи те вăхăтсăр çуралчĕ пулас. Ытла йĕнипе Униçĕн куçĕ те начарланчĕ, япăх кура пуçларĕ. Ултă ачапа Униç тăлăха юлчĕ. Аслă ывăлĕ Ванюш улттă тултарнă, кĕçĕнни, Верук, тин çуралнă. Вăрçăра пуçне хунă салтакăн çемйи мĕнле йывăрлăхсем тӳссе ирттерни çинчен çырса пĕтерме çук. Çапах та Униç ачисене сыхласа хăварма вăй çитерчĕ. Пытараймăн, ялсем тăрăх çăкăр татăкĕсем пуçтарса çӳреме те тӳр килнĕ çамрăк хĕрарăмпа Ванюшăн. Мĕн тăвăн, выçлăх вăл тăван аппа мар, аллуна çăкăр тыттармасть.
Униç вăхăтсăр ватăлчĕ. Панулми пек хĕрлĕ питçăмартийĕсемпе пыл пек тутлă тутисем типсе пĕркеленчĕç. Çамки çине тарăн йĕрсем тухса выртрĕç. Сап-сарă ылтăн тĕслĕ çăра çӳçĕ кăвак кĕлпе витĕнчĕ, сайралчĕ. Тахçан ытарайми хĕре хуйхă ват карчăка çавăрчĕ.
Ĕлĕкхи тĕсне çухатнă пулсан та вăрçăран таврăннă арçынсем Униçе куç хыватчĕç, пĕрлешсе пурăнма сĕнетчĕç. Ачисемшĕн те тăван ашшĕ пулма хатĕрччĕ вĕсем. Анчах Униç пирвайхи юратăвне сутма килĕшмерĕ. Ачисене пĕчченех ура çине тăратма ĕмĕтленчĕ. Хăш-пĕр тăлăха юлнă хĕрарăмсем пек алхасса та çӳремерĕ.
Пурнăç майĕпен шуса пыратчĕ-ха. Униç те кăштах лăпланма пуçланăччĕ. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен тепĕр пысăк хуйхă пырса çапрĕ: ăсне çухатнă аслă ывăлĕ, вунултта кайнă Ванюш, юнашарти Анаткасси ялне кайса пĕр хĕр патне киле кĕчĕ. Çавăнпа кăшкăрашать-ха амăшĕ урам варринче. Çинука ахалех намăслантарать-ха вăл. Çинук йĕркеллĕ хĕрех. Ванюшрăн тульккă тăватă çул аслăрах. Çав килĕшмест амăшне. Тата киле кайса кĕни. Ял çыннисенчен намăс!
Çинук çи-пуçĕпе те кăмăллă, тĕсĕпе те çынран пĕртте кая мар. Шăпах çемье çавăрса ача-пăча çуратмалли вăхăт! Тăнне çухатнă Униçшĕн паянхи кун çут тĕнчере Çинукран киревсĕр çын та çук. Çавăнпа та тустарать вăл çамрăк кинне киревсĕр сăмахсемпе.
Ванюш – шкул ачи. Тăван ялĕнче шкул çуккипе вăл кӳршĕ яла, Анаткассине çӳрет. Унта шăпах çичĕ çул вĕренмелли шкул вырнаçнă. Вĕренме ăнтăлакан таврари ялсен ачисем çакăнта çӳреççĕ. Ача-пăчашăн кунне пилĕк-ултă çухрăм чупасси нимех те мар. Мĕнпур йывăрлăхĕ те – икĕ ял хушшипе юхса выртакан Тилçе ятлă çырма. Çуллахи вăхăтра çав çырма урлă чăхă та урине йĕпетмесĕр каçса каять. Çуркунне вара Тилçе урсах каять, тамăка çаврăнать. Шыв çырансенчен тухса вуншар çухрăма сарăлать, таврари ялсене çурхи шыв çавăрса илет. Çав вăхăтра ялсем хушшинче çыхăну татăлать. Çапла уйăх та тăсăлать. Çавăнпа çуркунне шкул ачисем Анаткассине пурăнма куçаççĕ. Хăшĕсен унта тăванĕсем пур, теприсем укçа тӳлесе вăхăтлăха хваттере кĕреççĕ.
Ванюшăн та çапла пулса тухрĕ. Анаткассинче вĕсен çывăх тăванĕсем пурăнаççĕ. Ванюш çуркунне вĕсем патĕнче пурăнать. Телее-и е инкеке-и, Ванюш тăванĕсемпе кӳршĕллĕ Çинуксем пурăнаççĕ. Çамрăксем куллен тенĕ пек пĕр-пĕрне кураççĕ, каçпа пахчана тухса шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Ара, сахал-и çамрăксен сăмах/ Пыра-киле юлташлă тĕлпулу юратăва çаврăнчĕ. Пĕр каç Çинук Ванюша хăй йывăрланни çинчен систерчĕ авланса хăйсем патне пурăнма куçма сĕнчĕ. Ашшĕпе амăшĕ те хирĕç пулмĕç терĕ. Çамрăк çыннăн ăс-тăнĕ çук-ха, вăл пĕр шухăшламасăр Çинукпа килĕшрĕ, тăванĕсемпе канашламасăрах Кукăр Петĕрĕн çуртне пурăнма куçрĕ. Çинук патне киле кĕчĕ пулчĕ ĕнтĕ.
Çинукăн ашшĕпе амăшĕ çамрăк çынна хаваспах йышăнчĕç. Малти пӳртне иккĕн выртмалли краватьне те хăйсемех лартса пачĕç. Ăнланаççĕ ватăсем, килте вăйпитти арçын кирлех. Хĕрне те йăва çавăрма вăхăт, çулĕсем иртсех пыраççĕ. Ялта каччăсем ытлашши çук. Тата пĕр-икĕ çултан кама кирлĕ пулĕ вĕсен ватта юлнă хĕрĕ/ Çапла пĕр ирхине икĕ çамрăк чун арлă-арăмлă пулса вăранчĕ.
Çинукăн ашшĕ Кукăр Петĕр вăрçă инваличĕ. Урасăр çынна хисеплесе кладовщика лартнă. Ĕçĕ темĕнле йывăр мар: накладнойсем тăрăх тавар йышăн, тавар ăсат. Ĕç кунне куншăн колхозра нумай çырмаççĕ, вăл Петĕре кирлех те мар. Кама кирлĕ хут çине çырса хунă пушă патак/ Апла пулин те кладовщик ĕçĕ – тупăшлă ĕç. Ун тавра юлташсем те, кирлĕ çынсем те ушкăнпах явăнаççĕ. Пурăнма пĕлекен çыншăн колхоз складĕнче пурлăх çителĕклĕ. Аш-какайĕ, пылпа çăвĕ, кĕрпе-çăнăхĕ, тырри-пулли те пур кладовщик аллинче. Çак пурлăха шăши пек пĕчĕкçĕн кăшлама кăна ан ӳркен. «Уссушкипе» «утруски» текен сăмахсем тата мĕнле чĕрене ăшăтаççĕ! Вĕсем урлă ху та тутă пулан, кирлĕ çынсен кăмăлне те тупма пулать. Юлташ тени пурнăçра хăçан та кирлĕ пулма пултарать. Ăна Петĕр лайăх ăнланать. Анчах ăна ури çунни пĕтерет. Хăрах урапа ытлашши чупаймăн çав. Пулăшакан кирлĕ. Ванюш кĕрӳ вăхăтлă килсе тухрĕ. Турра шĕкĕр, кĕрĕвĕ çамрăк пулсан та Петĕре пĕр сăмахранах ăнланать. Мĕн хушнине яланах савăнсах пурнăçлать.
Петĕр Çинукăн ăсталăхĕпе те савăнать. Сăн-питĕпе темĕнле чипер пулмасан та хăйĕнчен çамрăк, маттур качча çавăрса илме пултарчĕ. Малашне те пурнăç çаплах пырсан Петĕр Ванюша хăйĕн ĕçне те шанса хăварма пултарать. Мĕнех, çамрăк çын мар вĕт, кĕçех тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитет. Килте шанчăклă арçын пурри питĕ аван япала. Телейĕсем пулччăр тесе хăйне хăй шутласа çӳрет Петĕр.
Анчах çамрăк мăшăрăн пурнăçĕ урăхларах çаврăнса кайрĕ.
Çинукпа амăшĕ кил хуçалăхĕнче аппаланчĕç. Хуçалăхĕ пысăк вĕсен: хур-кăвакал, чăх-чĕп, качака-сурăх, темиçе сысна, çурисем, ĕне, пăрăвĕ. Пахча çимĕçне те çителĕклĕ ӳстереççĕ, ытлашшине хулана кайса сутаççĕ. Пысăк тупăш илеççĕ. Ванюш Петĕр вырăнне колхоз складĕнче ĕçлет. Унтан та тупăш кĕрет. Куллен тенĕ пекех Ванюш урапа çине пĕр-икĕ михĕ тырă, ытти апат-çимĕçне хурса килет. Кам асăрхатăр Ванюш кучĕ айне сарса хунă улăм ăшĕнче мĕн выртнине/ Сайра-хутра Çинукпа амăшĕ колхоз ĕçне те хутшăнаççĕ. Урăхла юрамасть, тунеядец тесе айăплама та пултараççĕ. Тухса ĕç ятне тунăшăн çурăм шăмми хуçăлмĕ. Колхозра тăрăшса ĕçлеме Петĕр çемйи ăсран тайăлман-ха.
Вăхăт малаллах шăвать. Темшĕн кил хуçисем Ванюш çине сиввĕн пăха пуçларĕç. Çамрăк арăмĕ те час-часах вырăн çинче кутăн çаврăнса выртать. Кирлĕ-кирлĕмаршăнах мăшăрне айăплать: е унта ĕçне йĕркеллĕ тумасть, е ĕçрен килне вăхăтра таврăнмасть.
Киле кĕнĕ Ванюша вĕсем чи малтан шкула пăрахтарчĕç.
- Вĕреннин усси çук, хырăма тăрантармасть вăл, - терĕç хунямăшĕпе хуняшшĕ ăс парса. – Эпир вĕренмен пулсан та çынран кая пурăнмастпăр. Килте çимелли те, çие тăхăнмалли тум-юмĕ те çителĕклĕ. Ĕçлеме, мул пуçтарма тăрăшмалла.
Çинук та вĕсем майлах юррине тăсрĕ. Пĕчĕккĕн колхоз пурлăхне те вăрлама хăнăхтарчĕç çамрăка. Апла пулин те çамрăк çын вĕсене юраймарĕ. Чăтса тăраймарĕ кĕрӳшĕ сивĕ сăмахсене. Пĕр ирхине хуньăшĕ парнеленĕ сăран аттине, çие тăхăннă тумне хывса пачĕ те ĕçе çӳрекен çăпатине, кивĕ тумтирне тăхăнса амăшĕн килне тухса кайрĕ. Пĕр сăмах та чĕнмерĕç килтисем, вăл кайнипе савăнчĕç пулмалла.
Часах Çинук ача çуратса пачĕ. Арçын ача. Вадим ят пачĕç. Мĕнле чĕнсен те пепкине курма та пымарĕ Ванюш. Амăшĕ патĕнче пĕр-икĕ эрне пурăннă хыççăн кĕсйине пашалу татăкĕ чикрĕ те чукун çул çинчи вокзала тухса утрĕ. Ванюш шухăшне килтисем пĕлмесĕ-рех юлчĕç. Кун хыççăн ăна ялта урăх курман.
Эпилог
Çулсем иртсен радиопа пыракан пĕр кăларăмра çакăн пек пĕлтерӳ пулчĕ: «Хĕвелтухăçĕнчи пĕр пысăк хулара хĕç-пăшаллă вăрă-хурахсемпе милици хушшинче перкелӳсем пулса иртнĕ. Нумай вăрă-хураха персе вĕлернĕ.»
Вĕсен хушшинче Ванюш ячĕ те пурччĕ. Çапла татăлнă унăн ĕмĕрĕ.
Ванюшăн арăмĕ Çинук виçĕ хутчен те качча кайса пăхрĕ. Анчах пĕринпе те пурăнса пĕтереймерĕ. Урăх ача та çуратаймарĕ хĕрарăм.
Ашшĕне, Кукăр Петĕре, ревизи хыççăн растрата пысăк пулнипе тĕрмене хупрĕç. Вăл çавăнтах çĕре кĕнĕ. Униçпе Анук та çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
Ванюшпа Çинукăн пĕртен-пĕр Вадим ывăлĕ ӳссе аслă пĕлӳ илчĕ, çемье çавăрчĕ, икĕ ача ӳстерчĕ. Çемйине тăрантарма услам ĕçне пикеннĕ, халăхран аш-какай пуçтарса сутать. Пуян хуçа вăл халь! Кермен пек пысăк икĕ хутлă çуртра пурăнать.
 
Майна районĕ.
 
: 526, Хаçат: 43 (1392), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: