Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Вера Вячеславовна Щербакова пек çынсем çинчен тĕрĕс те тӳрĕ кăмăллă теççĕ. Мĕн пулни-курнине вĕсем суймасăр, шăхвăртмасăр, тӳрĕрен калаççĕ. Ĕçре тӳрĕ кăмăллă, тăрăшуллă, пултаруллă.
Вера Вячеславовна 30 çул ытла Чăнлăри сахăр заводĕнче вăй хунă. Патшалăх правительствин Хисеп хучĕсене, медалĕсене тивĕçнĕ.
Вера Щербакова (Тихонова) Кунтикав ялĕнче 1950 çулта çуралнă. Çемьери пилĕк ачаран вăл асли, пĕртен-пĕр хĕрача пулнă. Кĕçĕн шăллĕсене пĕчĕкренех пăхма тивнĕ унăн. Мĕн тăвăн, ялта йĕрки çапла пулнă. Анчах та хĕрача вунă çулта чухне ашшĕ ăнсăртран Чăнлă шывĕнче путса вилнĕ. Пилĕк ачи тăлăха юлнă.
- Эп вунçиччĕрех качча кайнă. Вуннăмĕш класра вĕренеттĕм. Ăс-тăн çирĕпленсе çитмен-ха ун чухне, шăп ăс вылянă вăхăт пулнă. Пурнăç, малашлăх пирки те шутлама пĕлмен. 1967 çулхи хĕллехи сивĕ каç, февраль уйăхĕнче мана кӳршĕ Каша ялне вăрласа кайрĕç те çапла арăм пулса тăтăм. Вунă класс та пĕтереймерĕм. Мана упăшкапа хуняма шкула кайма чарман, хам намăс тесе пăрахрăм. Упăшкан йăмăкĕпе пĕр класра вĕренеттĕмĕр. Эпир вăтам пĕлӳ илме Каша шкулне çӳреттĕмĕр. Çавăнта курнă ĕнтĕ мана ун чухне тин салтакран таврăннă чипер каччă Юрий Григорьевич Щербаков, - каласа парать вăл иртнĕ вăхăта аса илсе.
Ялта çамрăк хĕрарăм колхоза ĕçлеме çӳрет. Вăл вăхăтра хуçалăх лайăх аталаннă пулин те ялта малашлăх курмаççĕ çамрăксем, 1970 çулта Чăнлă поселокне пурăнма куçаççĕ. Малтан ПМКна ĕçлеме вырнаçаççĕ. Кунта вĕсене общежитире пӳлĕм, кайран пĕр пӳлĕмлĕ хваттер параççĕ.
Хĕрарăм ялан пурнăçа малалла туртма тăрăшать. Сахăр заводĕнче ĕç вырăнĕ сĕнсен Вера Вячеславовна хаваспах килĕшет. Кĕркуннепе хĕлле вăл заводра выпарщица пулса ĕçлет, çулла, ĕç çук вăхăтра, штукатур-маляр ĕçне пурнăçлать. Кунтанах вĕсене икĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер параççĕ.
- Цехра пирĕн питĕ шăрăхчĕ. Пылак сахăр туса кăларма нумай тăварлă тар тăкмалла. Выпарщица ĕçĕ çав тери яваплă. Вĕтетсе, пĕçерсе ирнĕ чĕкĕнтĕрĕн пылак сиропĕнчен типĕ сахăр тумалли процеса тĕрĕслесе тăрасси. Ĕç вăйпа тумалли мар, анчах тимлĕх, яваплăх пысăк. Приборсен кăтартăвне пăхсах тăмалла. Енчен те вăхăтра сăнаса ĕлкĕреймесен веçех сирпĕнсе кайма пултарать, - каласа парать вăл.
Вăтăр пилĕк çул хушшинче Вера Щербакова ĕçре пĕр авари те туман. Кăтартăвĕсем пысăк пулнă. Çакна палăртаканни – паянхи кун папкăра тирпейлĕ упранакан грамотăсемпе тав çырăвĕсен, медальсемпе Хисеп паллисен удостоверенийĕсен пуххи. Вĕсенчен чи сумлисем – ВДНХан кĕмĕл медалĕ, РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕ, "Ударник 11 пятилетки" паллă, «В честь 200-летия свеклосахарного производства в России» медаль.
Сахăр завочĕн директорĕ те Вера Вячеславовнана ĕçри тăрăшулăхĕшĕн питĕ хисепленĕ. Чăваш хĕрарăмĕ пысăкрах укçа тӳлекен вырăна шыраса ĕçрен-ĕçе куçса çӳрекенни пулман-çке-ха. Темле йывăр вăхăтра та заводрах тăрăшнă. 2005 çулта тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсен директор ăна заводран ярасшăн пулмасть. Тепĕр виçĕ çул тăрăшать В.В. Щербакова йывăр ĕçре.
- 2008 çулта тивĕçлĕ канăва кайма шутларăм. Пуçлăх куншăн питĕ пăшăрханчĕ. Апла пулин те кайма чармарĕ. Ман вăл вăхăтра çемьери лару-тăру йывăрланнăччĕ: упăшка вăйлă чирленĕччĕ. Эпĕ авăнăн 1-мĕшĕнче ĕçрен тухрăм, тепĕр 23 кунран мăшăр çĕре кĕчĕ. Нумай ĕçлесен те пенси пысăках мар. Укçа çитменнипе виçĕ çул садик таврашне тирпейлесе тасатса тăтăм. Халĕ пилĕк çул ĕнтĕ килте. Пахча çимĕç лартса ӳстеретĕп, сарайĕнче чăх-чĕп, кăвакал тытатăп, кил-çурта тирпейлетĕп. Хваттерти юсав ĕçĕсене те веçех хам тăватăп. Тĕнче укçине ĕçлесе илеймĕн, сывлăха вара тавăрма çук. Кулянмалли нумай пулчĕ пурнăçра. Çавна пула чирсем те аталанчĕç, - тет сыпуллашнă май пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ.
Йывăрлăхсем тесе алă усса ларакан йышши мар Вера Вячеславовна. Йĕрсе те лармасть. Пурнăçа юратса, хисеплесе пурăнать.
 
: 530, Хаçат: 44 (1393), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: