Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сентябрь уйăхĕнче Ульяновскра историлле событи пулса иртрĕ. «Наци ялĕ» культура комплексĕнче чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ.
Çĕнĕ çурта уçма Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасски метрополичĕ Анастасий, облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕ-сен ертӳçисем тата нумай-нумай сумлă хăна килнĕччĕ.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче вара кунта пĕрремĕш экскурси иртрĕ. Шкул ачисен кĕркуннехи кану вăхăтĕнче хулари В.И.Ленин ячĕллĕ 1-мĕш гимназирен 1-мĕш «г» класс вĕренекенĕсем килчĕç. «Эпир, ашшĕ-амăшĕ, хамăр ачасем каникулта чухне чăваш кил-çурчĕн этнографилле музейне килсе чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашас терĕмĕр, - каласа парать Татьяна Федорова. – Музей çуртне авалхи чăваш йăлипе эрешленĕ. Кунта эпир чăваш халăхĕн пӳртĕн ăш-чиккипе, çемьен йăла-йĕркипе, тумтирĕпе, эрешĕпе паллашса килентĕмĕр».
Экскурсин тĕллевĕ – шкул ачисене чăвашсен авалхи йăлипе, тумтирĕпе, апат-çимĕçĕпе, кил хушшинче усă куракан япаласемпе паллаштарасси. Çавăн пекех хăв çуралса ӳснĕ Тăван çĕршыва юратма, ытти наци халăхĕсемпе туслă пурăнма вĕрентесси те, мĕн ĕлĕкрен пыракан йăласене упраса хăварни.
Экскурсие йĕркелекенсем Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш уйрăмĕн ертӳçи Ираида Гаврилова тата музей ĕçченĕ Людвиг Яковлев пулчĕç.
Ачасем экскурсовод каласа панисене питĕ интересленсе итлерĕç. Музейра тăратнă ĕлĕкхи кил хуçалăхĕнче усă курнă хатĕр-хĕтĕрĕсене тытса çавăркаласа пăхрĕç, тумĕсене хăйсем çине тăхăнчĕç, фото та ӳкерĕнчĕç.
Ачасем экскурсипе питĕ кăмăллă пулчĕç, кунтах тĕрлĕ вăйă вылярĕç, савăнчĕç, юлашкинчен сĕтел тавра ларса пурте чей ĕçрĕç.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче те чăваш кил-çурчĕн музейне облаçри Чартаклă районĕнчи Петровски шкулĕнчи ачасем пулса курчĕç. Вĕсене вырăнти чăваш автономийĕн ертӳçи Ирина Ильинична Мишина илсе килнĕ.
Кунта ĕçлекенсем этнографи музейне килсе курнăшăн ачасене, вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне тата ыттисене пурне те тав сăмахĕ калаççĕ.
Куракансем валли музей алăкĕ яланах уçă. Кунта пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Вĕсем сире яланах Ульяновск хули, Юность урамĕ, 10-мĕш çурт, 1-мĕш корпус адреспа («Çĕнтерӳ» паркĕ хыçĕнче) кĕтеççĕ. Килсе курас текенсем çак телефон номерĕпе ыйтса пĕлме пултараççĕ: 89603677992.
 
: 205, Хаçат: 44 (1393), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: