Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕ халăхсен туслăхĕпе, вĕсен хушшинчи тăнăçлăхĕпе Раççей регионĕ-семшĕн – ырă тĕслĕх. Регионта туслă çыхăнура 112 халăх çынни пурăнать тата вун-вун халăх представителĕсем хăйсене тăван килĕнчи пек хăтлă туяççĕ.
Нацисем хушшинче тăнăçлăх пултăр тесен мĕн тумалла/ Çак ыйтăвăн тупсăмне палăртма Ульяновск облаçĕнчи Халăх культурин центрĕ çумĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр филиалĕн ертӳçипе Нурия Турковапа калаçни пулăшрĕ.
- Халăхсен пĕршухăшлăхĕпе тата пĕртĕллевлĕхĕпе пирĕн область – Раççейри чи ăнăçлă регионсенчен пĕри. Ульяновскра (Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт) 1989 çулта çĕршыври ытти хутлăхсенчен чи малтан Туслăх çурчĕ уçăлчĕ. Вăл пур обществăлла юхăмсене те пĕр çĕре пĕрлештерчĕ. Çул пуçламăшĕнче чăваш, тутар, мордва халăхсен çутĕç обществисем никĕсленсе вăй илчĕç пулсан 90-мĕш çулсен вĕçĕнче тата наципе культура автономийĕсем йĕркеленчĕç. Вĕсемпе çума-çумăн эрмен, азербайджан, вьетнам, узбек, таджик, казах, вырăс, украин халăхĕсен этника ушкăнĕсем тĕвĕленчĕç. Украинсем Димитровградра наципе культура автономине йĕркелеме пултарчĕç, икĕ çултанпа – çакăн евĕр тытăм Ульяновскра та пур. Унсăр пуçне тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем пĕр çĕре пухăнса канашлаççĕ, çивĕч ыйтусене татса параççĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тухăçлă ĕçлени савăнтарать мана. Чăваш, осетин, тутар студенчĕсем хастар та малкурăмлă, ăслă та пысăк тавракурăмлă хĕрĕсемпе каччисем тĕрлĕ тăвăмсене хутшăнса халь хăйсем çинчен область тулашĕ-нче те илттереççĕ. 2009 çултанпа эпир – Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр. Ячĕ улшăнсан та тĕллевĕсем – çавсемех. Малтан наци культурисемпе чĕлхисене упраса хăварасси, аталантарасси, вăйĕсене чăмăртасси тĕп вырăнта тăнă пулсан халĕ вĕсем çумне Раççейри халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетес, пĕр-пĕрин ăс-хакăл пуянлăхĕпе туллин усă курас ыйтусем хушăнчĕç. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи Хушăвĕ-сене пурнăçа кĕртнĕ май облаçра 2025 çулчченхи патшалăх наци политикин пĕтĕмĕшле планне ĕçлесе çитернĕ. Ун тăрăх регионта мĕнпур наципе тĕн çыннисене пурăнма пĕрешкел майсем туса параççĕ. Унсăр пуçне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе 2014 çултанпа хутлăхра «Гражданла общество тата патшалăх наци политики (2014-2018 çулсем валли)» программа пурнăçланать. Унта халăхсен культурисене аталантарассипе çыхăннă ĕçсем кĕнĕ. Пирĕн ĕçе йĕркелеме пулăшакан тепĕр ăнăçуллă программа вăл – «Культура России (2018 çулччен)». Пирĕн проектсене Мускавра ырласа йышăнни çĕнĕ утăмсем тума хавхалантарать.
- Нурия Минзагитовна, центр йĕркелесе ирттерекен нумай ырă ĕç мухтава тивĕçлĕ. Сире паянхи çитĕнĕвĕрсем çинчен каласа пама ыйтасшăн.
- Çак сăмахсем ахаль маррине çирĕплетекен тĕслĕх чăннипе те чылай пирĕн. Эпир пулăшнипе облаçри наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен уявĕсене йĕркелеççĕ. Кунта тата çакна каламалла: палăртакан кашни уява, тĕлпулăва, çавра сĕтеле, маçтăр класа, курава е хăтлава эпир ку е вăл халăхăн наципе культура автономийĕсемпе, çутĕç обществисемпе е этника ушкăнĕсемпе, вĕсен хисеплĕ пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕрлĕхре – вăй тесе ахальтен каламан шурсухалсем. Пĕрле канашлатпăр, сӳтсе яватпăр, хатĕрленетпĕр. Кирлех пулсан ĕçлĕ ларусенче тавлашатпăр. Пиçсе тухсан, çынсене килĕшсен савăнатпăр.
Центрти чăваш, тутар, мордва культурисен пайĕсен пуçлăхĕсен ĕçне уйрăмах палăртса хăварас килет – Ираида Гаврилова, Рамиля Сафина тата Любовь Шибанова хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, питĕ яваплă. Чаплă уявсем (Акатуй, Сабантуй, Шумбрат, Мосторавань Морот...) ирттеретпĕр. Облаçра çеç мар, пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркелеме вăй-хăват çитертĕмĕр. Тутарсен – виçĕ хутчен (Димитровградра, Ульяновскра тата Кăлаткăпуçĕнче). Чĕмпĕрти Раççей Акатуйĕнче кунĕпе çумăр çусан та унăн хăвачĕ-илемĕ, пуян тумĕсенчи тĕрри-эрешĕ халăха (ытти наци çыннисем те çав шутра) савăнтарчĕ. Облаçри пултаруллă чăваш ачисен «Путене» фестивальне, сăмахран, вунă çул каялла çирĕм-вăтăр ачаран ытла пухăнман пулсан кăçăл, октябрĕн 22-мĕшĕнче, 200 ытла ачаччĕ. Тĕрĕссипе, пурне те çĕнтерӳçĕ тесе хаклама май пулатчĕ. Тумĕсем, юрри-ташши, сăнĕ-пичĕ ытармалла мар хитре. Вĕсемпе ĕçлекенсене пысăк тав сăмахĕ каламалла. «Чăваш ачи, сассуна пар», Çăварни, «Сарпике», "Мистер Этно", чăваш тумĕсен "Нарспи" ăмăртăвĕ тата ытти уявсем чыс-сум çĕнсе илнĕ.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Тутар культурин центрĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă чаплă концерт пулчĕ. Унта Нацисен культурисенче çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи 17 коллектив та хутшăнчĕ. Çавсен шутĕнче – «Сăрнай», «Огонек», «Илем» тата ыттисем те. Паян вара халăх юратакан уява халалланă тепĕр мероприяти – вырăс юррине шăрантаракансен "Юрлакан Раççей" ятлă пĕтĕм Раççейĕн III ăмăртăвĕ – иртет. Тупăшăва хутшăнакансем куракансене сассисемпе, юрри-кĕ-ввипе тĕлĕнтерĕç. «Губернаторский» Культура керменĕнче пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Пурне те тăнăçлă пурнăç, телей сунатăп!
-Тавах Сире калаçушăн.
 
: 574, Хаçат: 44 (1393), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: