Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçă чарăннăранпа çулсем иртсе пынă май, вăрçă ачисен шучĕ чакса пырать. Ялсенче вĕсене халĕ алă пӳрнисем çинче шутласа кăларма пулать.
 
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче те нуша кӳрса ӳснĕ вăрçă ачисем нумайăнах мар. Вĕсен хушшинче – Надежда Аксентьевна Головина. 1938 çулта çуралнăскер, çаврăнăçуллă та хастар-ха. Надя аппа питĕ шӳте юратакан çын. Çавăнпа та, тен, хăй çулĕнчен вăл çамрăкрах курăнать.
Тĕл пулсан, паллах, малтан унăн ачалăхне аса илтĕмĕр.
- Манăн тăван çĕршыв – Тутарстан Республикинчи Пăва районне кĕрекен Раккасси ялĕ. Аннепе аттен эпир иккĕн пулнă. 1942 çулта атте вăрçăра пуçне хучĕ. Анне пире пĕчченех ӳстерчĕ. Вăл 23 çултах тăлăх арăм пулса юлчĕ. Ача пăхса пĕр кун та ларман пулĕ анне. Астăватăп-ха, ĕçе каяс умĕн Юля йăмăкпа (вăл1941 çулта çуралнă) иксĕмĕре анне крыльца çине лартса хăваратчĕ. Çумма апат пĕçерсе лартатчĕ. Крыльца айĕнче пирĕн Киççа ятлă йытă пурăнатчĕ. Хырăм выçсан эпир çав апата виçсĕмĕр çиеттĕмĕр.
Йăмăк Раккассинче тĕп килте пурăнать. Унăн ултă ача. Эпир пĕр-пĕрин патне час-часах кайса çӳретпĕр,- калаçать Надя аппа.
Вăл сакăр класс пĕтерсенех колхоз путекĕсене пăхма тытăннă. Вуниккĕ-ре çеç пулнă-ха вăл ун чух. Ӳсерехпе çулла – бригадăра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, хĕлле – чукун çул çине шпалсене улăштарма çӳренĕ.
- Эпир çарран чупса ӳснĕ. Тырă вырма та çарран çӳреттĕмĕр. Хăмăлĕ урана юн тухиччен чăрмаласа пĕтеретчĕ.
-Пилĕкӳ ыратмасть-и, хĕрĕм/- тесе шеллесе ыйтатчĕç ял хĕрарăмĕсем.
-Çук, купарчаран çӳллĕреххи ыратать,- теттĕм. Эпĕ «пилĕк» мĕнне те пĕлмен вĕт-ха ун чух,- кулса каласа парать Надя аппа.
Унтан вăл дояркăра ĕçлеме пуçланă.
-Кашана мĕнле килсе лекрĕр/- тесе ыйтсан Надя аппа çапла каласа пачĕ.
-Ĕлĕк ялта çамрăксем нумайччĕ. Праçниксенче тăванĕсем патне ют яла хăнана çӳретчĕç. Пирĕн яла та манăн пулас упăшка курма пынăччĕ. Пире кам-тăр паллаштарчĕ. Володя ятлăччĕ вăл. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр ĕнтĕ. Туйпах пĕрлешрĕмĕр. 52 çул пĕрле пурăнтăмăр. Мари тăрăхĕнчен кивĕ пӳрт пăсса килтĕмĕр те ун çумне çĕннине туса лартрăмăр. 39 çулта эпĕ питĕ хытă чирлерĕм. Пăрусем пăхаттăм. Тепĕр хĕрарăм пăрулакан ĕнесене пăхатчĕ. Кирек мĕн сиксе тухсан та мана чĕнтерсе илетчĕ. Эпĕ пĕрре те хирĕçлейместĕм. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрман каçсем те пулнă. Пĕр канмасăр ир те, каç та ĕçлеме тиветчĕ. Ĕнисем чирлетчĕç, вилекенни те пулкалатчĕ. Çав тери куляннă ĕнтĕ. Çапла хам та чире кайрăм. Вăй вуçех пĕтсе ларчĕ. Аран-аран ура çине тăтăм.
Упăшкапа иксĕмĕр виçĕ ывăл çуратса ӳстертĕмĕр. Шел, кăçал мăшăрсăр тăрса юлтăм. Вăл çĕре кĕчĕ,- хурланса вĕçлерĕ сăмахне Надя аппа.
Унăн икĕ ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ. Пĕри – авланманни- амăшĕпе пурăнать. Тепри хирĕçре çемье çавăрнă, çирĕп хуçалăхпа пурăнать. Пĕри Çĕнĕ хулара тĕпленнĕ.
Кашана качча килсен те Надя аппа дояркăна вырнаçнă, тивĕçлĕ канăва кайичченех колхоз ĕнисене сунă. Пенсие кайсан та бригадăпа тĕрлĕ ĕçсене çӳреме пăрахман.
Надя аппана эпĕ сахал мар çул пĕлетĕп. Унăн паха енĕ – теприне пулăшасси. Ялта пĕри пысăк ĕçе пуçăннă тăк вăл яланах пулăшма хатĕр. Унпа яланах хаваслă: çамрăксемпе вăл – çамрăк пек, ватăсемпе – ватăлла.
Сĕтелĕ çинче «Канаш» хаçат выртнине курсан чун савăнчĕ. « Ку пирĕн çын»,- шутларăм эпĕ. Хăçантанпа çырăнса илнипе кăсăклантăм.
-Астумастăп та ĕнтĕ. Володя çулсерен почта уйрăмне кайса çырăнатчĕ. Хам та вулама хăнăхрăм. Куç аван курмасть пулин те вулама тăрăшатăп,- йăл кулать кăмăллăн Надя аппа.
 
Каша ялĕ.
 
: 150, Хаçат: 44 (1393), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: