Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр кĕпĕрнинче çуралса ӳснĕ паллă çын – Петр Васильевич Дементьев çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта, кĕнекесенче халиччен сахал мар çырнă ĕнтĕ. Вăл генерал-полковник-и нженер ятне илнĕ, нумай çул СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă, ăна икĕ хут СССР Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Çаплах ăна тăхăр хутчен Ленин орденĕпе наградăланă, унсăр пуçне вăл Ленин тата Патшалăх премийĕсене те тивĕçнĕ. Ытти наградăсем те пур унăн: Хĕрлĕ Ялав орденĕ, икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, Суворовăн 2-мĕш пусăмлă тата Кутузовăн 1-мĕш пусăмлă орденĕсем, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата нумай медаль.
 
Паян эпир çак паллă çыннăн йăх-тымарĕ пирки калаçасшăн, ун биографийĕнчи халиччен паллă пулман фактсене пĕлтересшĕн. Вĕсене архив докуменчĕсемпе çирĕплетĕпĕр.
Халиччен пур çĕрте те П.В.Дементьев Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче (малтан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕнĕ) çуралнă тесе çыраççĕ. Анчах Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче урăхларах документ тупăнчĕ. 1907 çулхи метрика кĕнекинчен çакă паллă.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Упи вулăсĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче чиркӳ прихучĕн шкулĕнче учительте ĕçлесе пурăнакан Василий Степанович Дементьевăн (вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнче çуралнă) тата унăн саккунлă арăмĕн Елена Герасимовнан (Упи вулăсĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралнă) 1907 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – январĕн 11-мĕшĕнче) пĕрремĕш ачи – Петр кун çути курнă. Ачана Упи ялĕнчи чиркӳре шыва кĕртнĕ. Хреснашшĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен тухнă Федор Герасимов (Елена Герасимовнапа пĕртăван) пулать, ку вăхăтра вăл Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск хулин мещанĕ пулнă. Хреснамăшне вара Упи хĕрне Анна Степановна Дементьевана тăваççĕ, вăл Василий Степановичпа пĕртăван. Петра январĕн 28-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Николай Фиалков священник тата Кузьма Егоров псаломщик шыва кĕртни паллă. (Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».)
Кăштах Упи ялĕ тата Дементьевсен çемйи çинчен калаçар-ха. Историксем палăртнă тăрăх, Упие 1658 çулта никĕсленĕ. 1843 çулта кунта прихут шкулĕ уçăлнă, 1847 çулта вара çулла кĕлтумалли чиркӳ хăпартса лартнă (1881 çулта иккĕмĕш чиркӳ уçнă, анчах вăл чансăр пулнă, унта хĕлле кĕлтунă). Çак çулах ялта пасар ĕçлеме пуçланă, трактир хута кайнă. Упи ялĕ вулăс центрĕ пулса тăрать, унта удел хресченĕсем пурăннă. Кунта чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăннă, темиçе теçетке çемье мордва та пулнă. Упи вулăс центрĕ пулса тăнине кура ку яла Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи ытти уессенчен те халăх пурăнма килме пуçланă. Ытларах пĕчĕк те пĕтсе пыракан ялсенче пурăнакан вырăссем килнĕ.
Степан Игнатьевич Дементьев (министрăн аслашшĕ) çемйи те Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнчен Упие çапла пырса лекет. Петровка хальхи Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Типĕ тата Йĕпе Пăкăрлă ялĕсем таврашĕнче ларнă. Степан Игнатьевичпа арăмĕн ултă ача пулнă: виçĕ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçĕ хĕр (Анна, Мария, Варвара). Упире вĕсене çĕр уйăрса панă, вĕсем ир тытăнса каçчен унта тар тăкнă.
Çапла майпа Упие 1885-1890 çулсенче 40 ытла çемье куçса килсе тĕпленнĕ, çĕр илнĕ. Каярах килекенсене вара çĕр паман, вĕсем тĕрлĕ ремеслапа аппаланнă: атă çĕленĕ, кăмака купаланă, пичке тавраш ăсталанă...
Дементьевсен ачисенчен чи хастарри Василий (20.03.1885 – 5.03.1953) пулнă, вăл ялан пĕлӳ илме ăнтăлнă. Вăл 1903 çулта Хурăнвар-Шăхалĕнчи чиркӳ прихут шкулĕнчен икĕ класс пĕтерсе тухать. Çак çулах 18 çулхи çамрăка Алешкин-Саплăк ялне тин çеç уçăлнă шкула вĕрентме яраççĕ. Ку шкулта Василий Степанович 17 çул вĕрентет, çак хушăра вĕсен çемйи Алешкин-Саплăкрах пурăнать. Малтан (1903-1905 çулсенче) Дементьевсем Андрей Бабайкин хресчен патне хваттере кĕреççĕ. 1905 çулта вара шкул çуртне туса пĕтереççĕ, унта учитель валли хваттер те пулать. Дементьевсем çав хваттере 1905 çулта куçаççĕ, унта 1920 çулччен пурăнаççĕ.
Василий Степанович 1914-1915 çулсенче патша çарĕн ретне тăрса Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. Унтан каллех Алешкин-Саплăка таврăнать.
Василий Степановичăн арăмĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи хресчен хĕрĕ – Елена Герасимовна Герасимова пулнă терĕмĕр. Çапла вара Василий Степановичпа Елена Герасимовнан ачисем пурте Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралаççĕ: Петр (1907), Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917).
Дементьевсенчен пĕри те Упире çуралман: Степан Игнатьевич тата унăн ывăлĕ Василий Степанович Петровка ялĕнче кун çути курнă, Петр Васильевич тата унăн пĕртăванĕсем Алешкин-Саплăкра тĕнчене килнĕ.
Ача чухне Петр çулĕ çитмен пулсан та хăйсен хваттер хуçин ывăлĕпе – Митрофан Бабайкинпа (1905 çулхи) шкула кайкаланă, унпа пĕрле парта хушшинче ларса учитель каласа панине итленĕ.
Çулĕ çитсен вара Петра Упи шкулне вĕренме янă, ку ялта ун аслашшĕпе асламăшĕ пурăннă. Петрăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Александра Афанасьевна пулнă.
Упире 1922 çулта 1-мĕш пусăмлă шкул пĕтерсен Петр Чĕмпĕрти Карл Либкхнет ячĕллĕ профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ (халĕ Сĕве хĕрринчи ку çуртра автомеханика техникумĕ вырнаçнă). Ун адресĕ – Сĕве хĕрри урамĕ (Набережная Свияги), 1Ӳ52-мĕш çурт. Вăл Владимир Владимирович Орлов-Давыдов графăн ремесла училищин тĕп корпусĕ пулнă. Здание 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Роберт Гедике архитектор тата Эрнест Спаннер инженер проекчĕпе революциччен хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартса лартнă. Вăл паян та хула илемĕ, хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать.
1927 çулта Петр Васильевич Чĕмпĕ-ртен тухса каять, Мускаври М. Ломоносов ячĕллĕ механика институчĕн студенчĕ пулса тăрать. Тата икĕ çултан ăна Н.Е.Жуковский ячĕллĕ сывлăш çарĕн инженери академине куçараççĕ. Ăна вăл 1931 çулта ăнăçлă пĕтерет, ун хыççăн пирĕн ентеше граждан сывлăш флочĕн наукăпа тĕпчĕв институтне ĕçлеме яраççĕ. 1934 çултанпа вăл Хусанти авиаци тата Мускаври самолет тăвакан заводсенче директор пулать. 1941 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленность наркомĕн пĕрремĕш çумĕ туса хураççĕ. Çак çулах ăна пĕрремĕш хут СССР Социализмла Ĕç Геройĕн ятне параççĕ. 1946 çултанпа вăл – министр çумĕ. 1953 çултан тытăнса мĕн виличчен вара вăл СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ вырăнне йышăннă. 1957-1965 çулсенче авиаци техникин Патшалăх комитетне ертсе пырать.1938 çултанпа – КПСС членĕ. 1954 çултанпа ăна кашни созывра СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйлаççĕ. КПСС 19-мĕш съездĕнче вара ЦК КПСС членĕн кандидачĕ пулса тăрать. 20, 22, 23,24,25-мĕш съездсенче Петр Васильевича ЦК КПСС членне суйлаççĕ.
Паян Упи те, Алешкин-Саплăк та, Çĕнĕ Йĕлмел те Тутарстанри Çĕпрел районне кĕреççĕ. Маларах вара пурте Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ.
Çĕпрел районĕнчен паллă çын сахал мар тухнă. Сăмахран, 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн пилĕк çынна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, икĕ çын – Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Мирлĕ вăхăтра Афганистанри талибсен аллине тыткăна лекнĕ хыççăн хăйсен самолетне Раççее хăвса кайма пултарнăшăн Г.Т.Хайруллин Раççей Геройĕн ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ку районта 60 ытла наука докторĕ тата 90 ытла наука кандидачĕ çуралса ӳснĕ. Тĕрлĕ хисеплĕ ят илнисем те нумай. П.В.Дементьев ячĕ вĕсен хушшинче çăлтăр пек çутатса тăрать, уйрăм вырăн йышăнать.
Çĕпрел районĕн хальхи пуçлăхĕ А.В.Шадриков (хăй те Алешкин-Саплăкра çуралса ӳснĕскер) Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивне П.В.Дементьевăн Чĕмпĕрти училищĕ-ре вĕреннĕ тапхăрне пĕлесшĕн пулса ыйтса çыру çырать. Ун ячĕпе 2016 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче патшалăх архивĕ справка (номерĕ – 04-14Ӳ259) ярса панă.
Ку справка тăрăх çапла тухать. П.В.Дементьев Чĕмпĕрти Карл Либкнехт ячĕллĕ трактор уйрăмĕллĕ индустри профессипе техника шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Акă 1924 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ вĕренекенсен списокне пăхатпăр. «Список воспитанников Ульяновского профучилища мастеров-техников по состоянию на 15 декабря 1924 года» тенĕ унта. Списокра 126-мĕш номерпе «Дементьев Петр Васильевич» тесе çырнă. Анкетăра ун пирки 1907 çулхи, 1-мĕш пусăмлă шкул пĕтернĕ, РЛКСМ членĕ, хресчен йăхĕнчен тухнă тенĕ. Ăçта пурăннине «интернатик» тесе палăртнă. 2-мĕш Б ушкăнра пурĕ 262 ача вĕренни паллă.
1927 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче çырнă списокра Петр Васильевич Дементьев 79-мĕш номерпе тăрать. Унта «национальность» графара «не указан» тенĕ, ашшĕ-амăшне учитель тесе палăртнă.
Çак çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче «В приемную комиссию по отсрочкам. Именной список учащихся Ульяновской профшколы имени Карла Либкнехта» документра Петр Васильевич Дементьев 172-мĕш номерпе тăрать.
1927 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнчи документран çакă паллă: кунта ултă ача стипенди илсе тăнă, вĕсем хушшинче Дементьев хушамачĕ те пур. Çакна тепĕр документ та çирĕплетет, акă вăл:
«Удостоверение
Дана настоящая тов. Дементьеву Петру Васильевичу в том, что он действительно за время своего обучения с 1922 г. по 1927 год в Ульяновской Проф-школе имени Карла Либкнехта был все время на Гос-стипендии, как сильно нуждающийся в материальной поддержке и жил в общежитии школы, что и удостоверяется.
Зав. школой
Делопроизводитель».
Ку документа 1927 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çырнă. (УОПА, Р-512 фонд, 2-мĕш опись, 4-мĕш ĕç, 322-мĕш лист.)
Тепĕр справка.
«Настоящая справка дана Дементьеву Петру Вас. в том, что он действительно в 1926-27 уч. году окончил Ульяновскую Индустриально-проф- техническую школу, по механическому отделению и после представления отчета трех месячной практике получает звание техника механика в проработке учебного материала. Дементьев был активным.
Школа по общеобразовательным предметам дает знания наравне со школой 2- ступени.
Выдана настоящая для представления в ВЗ.
ВРИД зав. школой
Делопроизводитель».
(УОПА, Р-512 фонд, 2-мĕш опись, 4-мĕш ĕç, 123-мĕш лист.)
 
Паян Ульяновскра самолетсем тăвакан пысăк завод пур – «Авиастар-СП». Ун çумĕнче 100 пин çын пурăнакан микрорайон ӳссе ларчĕ, эпир ăна Çĕнĕ хула тетпĕр. Анчах нумайăшĕ халĕ те пĕлмест: çак завода тума тытăнма пирĕн ентеш, ун чухнехи авиаци промышленноçĕн министрĕ П.В.Дементьев алă пусса çирĕплетнĕ. СССР Министрсен Совечĕн Распоряженийĕ тăрăх 1975 çулта Дементьев министр «Ульяновскра авиаци промышленноçĕн комплексне тăвасси çинчен» ятлă приказа алă пусать. Пирĕн шутпа, çак завода Ульяновскра туса лартас ĕçре Петр Васильевич сăмахĕ витĕмлĕ пулнă пулмалла. Вăл хăй пилĕк çул вĕренсе пĕлӳ илнĕ, çитĕнсе çын пулнă хулана çапла майпа тав тăвасшăн пулнă пек туйăнать.
Дементьев Хусанти авиазавод директорĕ пулнă вăхăтра та пĕчĕк тăван çĕршывĕ пирки манман, çавăнпа Çĕпрел районĕнче завод филиалĕ туса лартма шухăшлать. Тăван районне геологсене ярать. Анчах лешсем вырăна килсе тĕпченĕ хыççăн унта пысăк юханшыв çуккине, пĕр-пĕр производсто хута яма май килменнине палăртаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ-нче совет авиаци техникине аталантарнă, çĕнетнĕ çĕрте Петр Васильевичăн тӳпи питĕ пысăк. Вăрçăн юлашки виçĕ çулĕнче пирĕн çĕршывра кашнинче 40 пин самолет туса кăларнă. Вĕсем нимĕçсен авиацине фронтра тивĕçлипе хирĕç тăнă. Германи вăрçăн юлашки виçĕ çулĕнче 80 пин самолет туса кăларнă, вĕсенчен 75 пинне пирĕн авиаци фронтра аркатнă, çапса антарнă. Вăрçă хыççăн Дементьев вертолетсем тăвассине, сасăран хăвăртрах вĕçекен реактивлă самолетсене хута ярассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Шăпах Дементьев ертсе пынипе, пысăк тăрăшулăх хунипе 1960-1970 çулсенче авиаци промышленноçĕ пирĕн çĕршывра малтисен ретне тăрать.
1950-мĕш çулсен вĕçĕнче пирĕн çĕршывра космонавтсен отрядне пуçтарма пуçласан унта Андриян Николаев чăваша кĕртни те ăнсăртран мар ĕнтĕ, кунта авиаци министрĕн сăмахĕ сулмаклă пулни курăнать. Хăй хăш халăхран тухнине манса кайман вăл, чăвашсене пулăшма тăрăшнă. Апла пулсан чăваш тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнинче те Петр Васильевичăн тӳпи пур.
Пĕрле ĕçлесе курнисем кĕнекесенче çакна палăртаççĕ: П.В.Дементьев питĕ çирĕп кăмăллă çын пулнă, хăй шухăшне хуть кама та калама пултарнă. Ун сăмахне хирĕçлекенсем вара сахаллăн пулнă, мĕншĕн тесен вĕсем пĕлнĕ: вăл хăй шухăшланине тăватех. Ĕçтешĕсем ăна хăйсем хушшинче ахальтен мар «Петр Великий» тесе ят панă.
Каларăмăр ĕнтĕ, Петр Васильевичăн ашшĕ – Василий Степанович Алешкин-Саплăк ялĕнче пĕрремĕш учитель пулнă. Çавăнпа 1970-мĕш çулсенче çынсем ку ялти шкула В.С.Дементьев ятне парас тесе ĕç пуçарнă, документсем хатĕрлесе районти влаçсене леçсе панă. Митрофан Бабайкин Мускава кайсан хăйĕн ачалăхри юлташĕ – Петр Васильевич Дементьев патне кĕрсе ăна çак ырă хыпара пĕлтерет. Министр ку шухăшпа килĕшет. «Шкула атте ятне парсан патшалăх шучĕпе çĕнĕ çурт тутарма пулăшатăп»,- тет вăл. Анчах районти пуçлăхсем ку пуçаруран шикленсе ӳкеççĕ, ун пек тусан района пысăк çынсем, министрсем килме тытăнаççĕ теççĕ. Вĕсене вара тивĕçлĕ кĕтсе илмелле, пăхмалла, ăсатса ямалла... Вĕсем ку япаларан хăраса ӳкеççĕ, çавăнпа документсене пăрахăçлаççĕ.
Петр Васильевичăн амăшĕ ракпа чирлесе ӳксен вăл ăна сыватма тесе Мускава илсе каять. Анчах чир шала кайнипе врачсем нимĕн те тăваймаççĕ. Вара ывăлĕ амăшне ятарлă самолетпа килне леçме ярать. Сывлăшра Елена Герасимовна йывăр аптраса ӳкет, çавăнпа самолет Чулхулана васкавлăн анса ларать. Ку хулара Елена Герасимовнан хĕрĕ пурăннă. Амăшĕ çакăнтах вилет, ăна Чулхулара пытараççĕ.
Петр Васильевич Дементьевăн чĕри вара йывăр чире пула 1977 çулхи майăн 14-мĕшĕнче тапма чарăнать. Ăна Мускаври Новодевичье масарне пытарнă.
1977 çулта хăй вилсен ун ятне Мускаври авиаци производство пĕрлешĕ-вне (малтанхи «Знамя труда» завод) параççĕ. Хусанта тата Кивĕ Çĕпрелĕнче ăна асăнса бронзăран бюст туса лартнă. Хусанта тата Шупашкарта Дементьев урамĕсем пур.
 
: 192, Хаçат: 44 (1393), Категори: Паллa cынсем

Комментарисем:

тупата (2017-02-14 18:44:06):
Упире тĕне кĕртнĕĕ Çавăнпа метрика кĕнекисенче те çуралнă вырăнне Упи тесе çырса хунă пульĕ Халь тин çак япалана мĕнле улăштарма пулать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: