Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1840 çулхи кĕркунне, пĕр çул маларах туса лартнă шкул çуртне пирвайхи вĕренекенсем пуçтарăннă. Чи кĕçĕнни 6 çулта, чи асли 15-ре пулнă. Вĕрентекенĕ, шкул пуçлăхĕ – вырăнти чиркӳре ĕçлекен пачăшкă Прозоров.
Хĕрачасене вăл вăхăтра шкула илмен. Кун çинчен Чĕмпĕрти удел ведомстви тата Ирçелĕнче вырнаçнă вулăс кантурĕн приказĕсем çирĕплетнĕ. Удел шкулĕнче хистесе Турă саккунне вĕрентнĕ, кĕлĕсем вуланă. Ачасен пĕр сиктермесĕр шкула çӳремелле пулнă. Вырăсла ăнланман чăваш ачисене шкул питех илĕртмен. Кунсăр пуçне вĕрентекен ачасене хăлхаран, çӳçрен туртма, чĕркуççи çине лартма та пултарнă. Çапах та виçĕ-тăватă çул çӳресе ачасем вулама, çырма, шутлама хăнăхнă.
Çулсем иртнĕ. Хресченсене ирĕке кăларнă хыççăн удел шкулне земство шкулне куçарнă. 1896 çулта Кивĕ Улхашра хĕрачасем валли прихут шкулĕ уçнă. Хĕрачасене Турă саккунне вĕрентсе православи тĕнне çемьере сарасшăн пулнă.
1903 çулта И.Яковлев тата Н.Ильминский пуçарăвĕпе чиркӳрен çĕр утăм çурçĕрелле ултă пӳлĕмлĕ (класлă) йывăç шкул çурчĕ ӳссе ларать. Икĕ класлă шкул тенĕ ăна. Пĕрремĕш класра тăватă çул, иккĕмĕшĕнче виçĕ çул вĕреннĕ. Шкул хальхи çичĕ класлă шкулпа танлашнă. Учительсем – ятарлă пĕлӳ илнисем – вĕренӳ ĕçне кирлĕ шайра илсе пынă. Кивĕ Улхаш шкулне таврари ялтан пултăклă, малĕмĕтлĕ çамрăксем пуçтарăннă. 1904 çул пуçламăшĕнче пирĕн шкулта тăватă уйăх пулас пĕрремĕш чăваш поэтесси Ваççа Аниççи вĕреннĕ. 1913 çулта пулас Совет Союзĕн Геройĕ Николай Соколов, 1917 çулта – пулас профессор Сталин премийĕн лауреачĕ Иван Корнилов вĕренсе тухнă.
1904 çулта икĕ класс пĕтернĕ аван вĕренекен хĕрачасенчен ятарлă курс программипе малалла учитель пулма хатĕрлеме тытăннă.
1918 çулта шкул хупăннă. Пăлханусем лăплансан халăхран кирлĕ чухлĕ укçа пухса шкула каллех хута янă. 1919 çултан ачасене туллин вĕрентме пуçланă.
1923 çул. Иккĕмĕш пусăмлă шкула çичĕ çул вĕренмелли ят панă. Шкулăн заведующийĕ А.И. Сидоров пулнă. Таврари ял ачисем Кивĕ Улхашра вĕренме тĕмселнĕ. Пурне те илмен. Ятарлă тĕрĕслев витĕр те пурте тухайман. 1926 çулта Кивĕ Улхашра 14 çамрăк вĕреннĕ, вĕсенчен пĕри кăна – Çемен Фролов – 7 класлă шкул пĕтерни çинчен машинкăпа çапнă удостоверени илнĕ. Ăна Миронов заведующи алă пусса пичет çапса çирĕплетнĕ.
Çак çулсенче ялта хастар комсомолец Кĕркури Горбунов ĕçленĕ. Вăлах шкулта Вулав çуртне, пионер, комсомол организацисене йĕркеленĕ. Хресченсене çĕр çинче ĕçлемелли çĕнĕ мелсепе паллаштарнă.
1927 çулта шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартнă. Шкулта пурĕ 12 класс пулса тăнă. Унта учительсемпе директор валли те пӳлĕмсем уйăрнă.
1930 çулта шкула ШКМ (школа колхозной молодежи) ят панă. Шкула колхоз шучĕпе тунине шута илсе унти программа та улшăннă. Ачасем хăйсем çĕре сухаласа, акса, культурăсене пăхса устерсе пухса илнĕ, выльăх-чĕ-рлĕх ӳстернĕ. Хăйсем ӳстерсе илнине веçех шкул столовăйне панă.
Кĕçех «Труд», «Ударник» колхозсен вăйĕпе кĕçĕн классем валли уйрăм шкул çурчĕ тунă. Пысăк шкулта (икĕ хутли) парти, совет, колхоз пуçлăхĕсем валли каçхи университет уçăлнă. Унта районтан, Ульяновскран килнĕ пысăк çынсем лекцисем вуланă.
1941-1945 çулхи вăрçă çулĕсем шкул ĕçне амантса хăварнă. Арçын учительсем фронтра. Хутма вутă çук. Ачасен вĕренме çӳреме тумĕ çук, выçлăх. 1945 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче А.П. Иванов директор вилет. Тăрăшуллă ачасем шкула пăрахмаççĕ. Дмитрий Сандркин, Ольга Мулянова, Клавдия Русскова, Константин Симулин, Люция Иванова «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренеççĕ.
1952 çулта çичĕ класлă всеобуч кĕртеççĕ. 1962 çулта пурин те сакăр класс вĕренмелли саккун тухать. 1948-1953 çулсенче шкул директорĕ Г.Ф.Осипов тăрăшнипе ялти шкул çурчĕсене тĕпрен юсаççĕ, вăтам шкул уçма хатĕрленеççĕ.
1953 çулта шкулăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланать. А.В. Салмин директор тăрăшнипе вăтам шкул уçăлать. 1956 çулта, 60 çул каялла, 46 çамрăк В.Г. Ильин директор аллинчен вунă класс пĕтернине çирĕплетекен аттестат илет.
1965 çулта ĕçлекен çамрăксем валли каçхи вăтам шкул уçăлать. Çав çултах пĕр харăс тăватă класс 10 класс программипе вăтам шкулшăн экзамен тытать. Тепĕр икĕ класс 11 класс пĕтерет. Çамрăксем механизатор тата товаровед специальноçĕсене илеççĕ. 1975 çулта пурин те вунă класс пĕтермелли пирки всеобуч саккунĕ тухать. Пухтел, Орловка, Çĕнĕ Улхаш, Чăвашкасси çамрăкĕсен тăван ялĕсенчех вăтам пĕлӳ илме май пулать. Кивĕ Улхашри вăтам шкулăн интерначĕ хупăнать.
1975 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче ялта виçĕ хутлă, типлă проектпа ăсталанă çĕнĕ шкул çуртчĕ уçăлать (шкул директорĕ Г.А. Саландаев). Кабинет тытăмĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. 1978 çулта «Алгаши» колхоз шкул ачисем валли вăрманлă, шывлă вырăнта ĕçпе кану лагерĕ уçалать. Н.Г.Князькин ячĕпе хисепленекен Çар Мухтавĕн музейĕ çĕнĕ пӳлĕме куçать. 1998 çултанпа шкула çутçанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Информатика кабинетне кирлĕ чухлĕ компьютерпа тивĕçтереççĕ.
Кивĕ Улхаш шкулĕ çĕршывпа, халăхпа пĕрле пысăк та мухтавлă çул утса тухрĕ. Унăн вĕренекенĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ: океанра та ишеççĕ, çăлтăр çулĕпе тӳпере вĕçеççĕ, тыр-пул ӳстереççĕ, наукăра çĕнĕ утăмсем тăваççĕ, медицинăра, çарта, педагогикăра çанă тавăрса ĕçлеççĕ.
Пирĕн мухтавсем: Совет Союзĕн Геройĕсем – Н. Князькин, Н. Соколов* наука ĕçченĕсем – И.И. Корнилов, Н.И. Карсаков, Н.А. Шуреков, П.Н. Эндюськин, П.Н. Аюгин, П.П. Головин, Е.С. Нагорнова, В.Ф. Падиаров, В.А. Узиков, Н. И. Калаков, А. Н. Яргункин* вĕçевçĕ – Н.Ф. Шуреков* тинĕс карапĕн капитанĕ – В.И. Бабаев* архитектор – Г.П. Маля* тĕнче шайлă спорт маçтăрĕ – Н.В. Керимов, композитор – Г.А. Анчиков, юрăçă – З.М. Афанасьева, художник – П.С. Картюков тата ыттисем.
Кивĕ Улхаш шкулĕн историйĕ пуян, унпа тивĕçлипе мухтанма пулать. Паянхи шкул коллективĕ пултаруллă, пуян опытлă. Çамрăксем сахал пулни кăна кăшт пăшăрхантарать. Шахинсен, Чекушкинсен, Ледюковсен педагогика династийĕсем паллă йĕр хăварнă, хăвараççĕ те. Н.К. Шахина директор та шкулшăн ырми-канми тăрăшать, икĕ çулта пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ.
 
: 504, Хаçат: 44 (1393), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: