Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кавăн уйрăмах кĕркунне тата хĕлле питĕ усăллă. Тасатса тăварлă шывра пĕçерсен вăл спаржăна аса илтерет. Кавăнран икерчĕ, пăтă, яшка, варени, повидло пĕçереççĕ, салат хатĕрлеççĕ.
Кавăн пăтти
Хуппинчен тата вăррисенчен тасатнă кавăна вĕттĕн турамалла, сĕт тата çу ярса пĕçермелле, унтан вир е манна кĕрпи хушмалла, сахăр тата тăвар калаттармалла та вăйсăр çунакан вут çинче пиçсе çитиччен вĕретмелле.
Кавăн пăттине çиеле услам çу хурса памалла.
Пĕр порци хатĕрлеме 200 г кавăн, 25 г вир кĕрпи, 25 г çу, 30 г сĕт, 10 г сахăр каять.
Кавăн запеканки
Тасатса туранă кавăна çупа пĕçермелле, унтан ăна çăра пĕçернĕ манна пăттипе тата ала витĕр кăларнă тăпăрчăпа хутăштармалла, чĕрĕ çăмарта тата сахăр, тăвар, тмин хушмалла та пăтратмалла.
Лайăх хутăштарсан çакна услам çăвĕ сĕрнĕ пысăк çатма çине сармалла, тикĕслемелле, лăканă чĕрĕ çăмартапа сĕрмелле те духовкăра е кăмакара пĕçермелле.
Запеканкăна порцин касса хăймапа памалла.
Пĕр порци çине (грампа) кавăн 150, тăпăрчă 80, манна кĕрпи 20, сĕт 40, çур çăмарта, сахăр 15, хăйма 40, услам çу 20, тмин каять.
Кавăн кукăлĕ
Ăна çĕпре ярса хунă йӳçĕ чустаран хатĕрлемелле. Малтан кавăна шуратса тасатмалла, çӳхе касăксем çине вакламалла. Кукăле вир кĕрпипе пĕçересшĕн пулсан ăна малтан çурма пиçиччен пĕçерес пулать. Унсăрăн вăл пиçсе, сарăлса ĕлкĕреймĕ.
Хатĕр чустана противень çине сарса хумалла, ун çине – кавăнпа вир хутăшне. Çиеле сахăр песукĕ сапсан тата услам çăвне çӳхен касса хурсан кукăль тутлăрах пулĕ. Çиеле чустан тепĕр çуррине витсе хĕррисене илемлĕн чĕпĕтсе çыпăçтармалла, темиçе тĕлтен шăтăк туса вĕри кăмакана латрмалла. Кăларсан çиелтен услам е тип çупа сĕрмелле.
Икерчĕ – панулмипе
Турăха е кефира савăта ямалла та ун çине çăмарта, сахăр, тăвар, апат соди тата çăнăх хушса çăра хăйма пек чуста лăкамалла. Панулми шуратмалла, вăррисене кăлармалла та вĕттĕн тураса е тёркăпа хырса чустана хушмалла. Çатма çине çу ярса хĕртмелле, ун çинче икерчĕсем ăшаламалла.
Ăна хатĕрлеме 1 стакан турăх е кефир, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песукĕ, тăвар, кăшт апат соди, 1 стакан çăнăх, 1 панулми, тип çу кирлĕ.
Винегрет – фасольпе тата кăмпапа
Хĕрлĕ кăшмана, фасоле тата çĕр улмине уйрăмшарăн пĕçермелле. Сивĕнсен пахча çимĕçе турамалла, кăмпа, хăяр, лимон сĕткенĕ тата тип çу хушса хутăштармалла.
Ăна хатĕрлеме 2-3 хĕрлĕ кăшман, 200 г фасоль, 4-5 çĕр улми, 200 г тăварланă кăмпа, 2-3 тăварланă хăяр, лимон сĕткенĕ кирлĕ.
Груша мармелачĕ
Ăна пĕçерме 1 кг груша, 0,5 стакан сахăр, 1 апат кашăкĕ апат соди, 0,5 чей кашăкĕ лимон кислоти кирлĕ.
Симĕс грушăна хуппинчен тата вăрринчен тасатмалла, турамалла, кастрюле вырнаçтармалла. Апат содине ирĕлтернĕ шыва çимĕçе хупламалăх ямалла. Пĕчĕк çулăм çинче груша саланиччен пĕçермелле. Çулăма чарас умĕн сахăрпа лимон кислотине хушмалла. Вĕри мармелада пăшăхланă банкăсене тултармалла.
Вăрманта – кăмпара
Кĕркунне – кăмпа вăхăчĕ. Анчах кăмапана пĕлмесĕр пуçтарсан, тĕрĕс мар хатĕрлесен наркăмăшланасси куçкĕретех. Тĕслĕхсем сахал мар. Кăмпа инкеке ан çаврăнтăр тесен çапла тума сĕнетпĕр.
Вĕретмесĕр тăварланă кăмпа
Кăрăç йышши (юман кăрăçĕ, шурă кăрăç, хурăн кăрăçĕ, хĕрлĕ кăрăç, хура кăрăç, яка кăмпа) кăмпасене çӳп-çапран тасатмалла, йӳçекне кăларма 5-6 сехет хушши сивĕ шывра тытмалла, лайăх çумалла. Хĕрлĕ кăрăçсене – хыр кăрăçне – шывра тытмалла мар (вăл шывра симĕсленет), ăна çумалла та тӳрех тăварламалла, чăрăш кăрăçне вара çусан тӳрех вĕретсе тăварламалла. Чăрăш кăрăçĕ шывра тытсан тата вĕретмесĕр тăварласан симĕсленет, хăйĕн тĕсне çухатать.
Вĕретсе тăварланă кăмпа
Ку майпа çиме юрăхлă кăмпасене пурне те тăварлама пулать. Кашни йышши кăмпана хăйне уйрăм тăварлаççĕ. Килти условисенче кăмпасене пĕрле те тăварлама юрать. Уншăн кăмпа пахалăхĕ чакмасть.
Хутăш тăварланă чух кăрăçсене тата ытти йӳçекрех кăмпасене тăвар шывĕнче ислетме кирлĕ мар.
Пысăкрах кастрюльте е хуранра шыв вĕреме кĕртмелле, 5-8 минут вĕресен дуршлак çине илсе сăрăхтармалла. Таса шывра тепĕр хут вĕретсен унта тăвар, пăрçа пăрăç, хура хурлăхан, лавр, юман çулçисем, вĕттĕн туранă ыхра тата корицăпа гвоздика ямалла та 5-8 минут вĕретмелле. Шывне дуршлаг витĕр сăрăхтарнă хыççăн кăмпана таса савăтсене тултармалла. Çиелтен вĕреме кĕнĕ тип çу ярсан кăмпа аван упранать.
Маринадланă кăмпа
Ытларах чĕрĕ те вĕтĕ, хуртланман шурă, ăвсай, хурăнай, уплюнкка, масла кăмписене кашнине уйрăмшар маринадлаççĕ.
10 кг кăмпа маринадлама 1,5 л шыв илмелле, пысăк кастрюле ямалла, тăвар хушса вĕреме кĕртмелле. Унта тасатнă кăмпана чăмтармалла, тĕпне çунса ларасран йывăç калакпа пăтратмалла. Çиеле тухнă кăпăкне илсе пăрахмалла. Пиçсе çитес умĕн çӳлте асăннă тутă кĕртекен çимĕçсене хушмалла. Тăварпа уксус кислоти кăмпана пăсăласран сыхлаççĕ, лимон кислоти тĕсне лайăхлатать, ыттисем ырă шăршă, тутă параççĕ. Кăмпана маринадланă чух 25-30 минут вĕретмелле.
Шывне сăрăхтарсан 1 е 0,5 литрлă банкăсене тултармалла. Шăвăç виткĕчпе хупламалла. Сивĕ çĕрте усрамалла.
 
: 995, Хаçат: 44 (1136), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: