Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕн кăна пулмасть пурнăçра. Хăш чух шутламасăр персе янă сăмах хăвнах тепĕр вĕçĕпе пырса тивме пултарать.
Пĕрре çапла çамрăк чух хам чараксăр чĕлхене пула аттепе аннен чĕрине çунтарнăччĕ.
Эпĕ çамрăк пулнă çулсенче кану кунĕсем сахалтарахчĕ. Эрнере ултă кун ĕçлесе пĕр кун çеç канаттăмăр. Пĕр куна пулин те чун яла– атте-анне патне туртатчĕ. Вĕсем те пире хытă кĕтетчĕç. Хуçалăхра ĕçĕ сахал мар-çке, пулăшмаллаччĕ. Çул çывăх пулмасан та кашни эрнере тенĕ пекех кайса çӳренĕ. Мĕн вăл çамрăкшăн Ульяновскран Чăваш Енри Елчĕк çумĕнчи пысăках мар яла кайса килесси/ Чукун çул вокзалне çитме – çур сехет, Пăвари станцăна çитме – виçĕ сехет. Унтан тата 25 çухрăм çуран утмалла. Çула май машина лартрĕ пулсан вара – чăн-чăн телей. Анчах ун пекки сайра пулкаланă. Вăл вăхăтра автобуссем, çăмăл машинасем хальхи пек нумай пулман. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче чĕр нушаччĕ. Çапах та çӳренĕ. Хамăрпа кучченеç таврашĕ те йăтса кайнă.
Пĕрре çапла эпĕ яла çывхарса пыраттăм ĕнтĕ. Мана хирĕç хамран пĕр 3-4 çул аслă Алюш мотоциклĕпе пырса чарăнчĕ. Алă тытнă хыççăн ăнсăртран:
-Мĕн туса çӳретĕн/- тесе ыйтрĕ. «Кăсăклă çын та ку Алюш...»,- шутларăм эпĕ.
- Эрех ĕçме,- тесе хутăм шӳтлесе.
-Мĕнле эрех/- хăпмарĕ Алюш манран.
-Сăмакун ĕнтĕ... - персе ятăм каллех Алюш хăптăр тесе. Хам, мана ларма вырăн çук-ши тесе мотоцикл ларкăчĕ çине пăха-пăха илетĕп.
- Аван,- терĕ те Алюш мотоциклне хускатса малалла вирхĕнчĕ. Ним калама та ĕлкĕреймерĕм.
Тăватă çухрăма хăвăрт утса тухрăм. Пӳрте кĕтĕм. Аттепе анне сĕтел хушшинче лараççĕ, мана та чĕнчĕç. Атте çумне лартăм. Вĕсем эпĕ мĕнле çитнипе кăсăкланчĕç. Çул çинче кампа тĕл пулса калаçнине ыйтса пĕлчĕç. Хаш сывласа илчĕç те калаçу пуçларĕç.
-Пирĕн патăмăртан ял совет секретарĕпе милиционер тухнине курмарăн-и/- ыйтрĕç куçран пăхса.
-Килтен тухнине курмарăм, урам вĕçĕнче 3-4 çын утатчĕç пулмалла,- терĕм мĕн пирки калаçу пынине ăнланмасăр. –Мĕн туса çӳреççĕ вара вĕсем кунта/
- Ăнланса та ĕлкĕреймерĕмĕр... Кĕчĕç те ухтарма тытăнчĕç. Айлĕн-çийĕн çавăрса хăварчĕç... Юлашкинчен кăна: «Сăмакуна ăçта пытарса хутăр/-тесе тĕпчеме пуçларĕç,- каласа параççĕ аттепе анне.
Сăмакун юхтармалли аппарачĕ пирĕн вăл вăхăталла пулман-ха. Ку вăрттăн ĕçе вĕсем чашăк-тирĕкпех туса пыратчĕç. Телее, ку тĕле килте эрех пулман, сăраран вара татăлман ĕнтĕ. Ăна тутарсем те кĕрсе ĕçсе киленетчĕç. Анчах мĕн сăлтавпа кунта шырама кĕнине пĕри те ăнкарса илейместпĕр-ха. Аттепе анне ман çине пăхаççĕ, эпĕ – вĕсем çине. Анне каланă тăрăх, вĕсем тата тепĕр киле кĕме палăртнă. Çак ухтаруçăсем мĕншĕн пирĕн патăмăра кĕнипе пуçĕ-сене çĕмĕрсе ларнă иккен атте-анне эпĕ пырса кĕнĕ чух.
Эпĕ кайран тин ăнкăрса илтĕм кампа тĕл пулса сăмакун пирки калаçнине. Ку мыскара ăçтан пуçланнине ăнлантарса парсан мана аттепе анне вăрçмарĕç. Малашне астусарах калаçма сĕнчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 151, Хаçат: 44 (1393), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: