Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Професси уявĕсем пирĕн çĕршывра нумай. Анчах хăшĕ-пĕри хăçан пулнине те пĕлместпĕр. Теприсен професси уявĕ вара пĕтĕм халăхăн пулса тăрать. Çавăн пеккисенчен пĕр – Полици кунĕ.
 
Саккуна, йĕркене сыхласси сăваплă ĕç. Çак тивĕçе патвар арçынсемпе пĕрлех черчен хĕр-хĕрарăмсем те пурнăçлаççĕ. Пĕри вĕсенчен – Ульяновск облаçĕ-нчи шалти ĕçсен управленийĕн Ульяновск хулин полици пайĕнче çула çитмен ачасен ĕçĕсен инспекторĕнче вăй хуракан чăваш хĕрĕ, полицин аслă лейтенанчĕ Марина Юрьевна Сайгушева.
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ хĕр хăйĕн ĕçне питĕ юратать. Хушнине итлеме, пур ĕçе те пахалăхлă пурнăçлама юратаканскер полицире ĕçленĕ кĕске вăхăтрах пысăк çитĕнӳсем тунă. Унăн тивĕçлĕ ĕçне пуçлăхсем пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе хакланă.
Марина çемьери тăватă ачаран иккĕмĕш. Пĕчĕклех вĕренӳ патне туртăннă вăл. Шухă ача пулнă тесе калаймасть хăй пирки, яланах лăпкă та сăпайлă пулнă. Пĕр çул аслăрах аппăшĕ шкула кайсан вăл килти ĕçĕсене пурнăçланă чухне Марина ялан ун çумĕнче ларнă. Çапла хăй тĕллĕн вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Пĕрремĕш класа кайиччен аппăшĕпе пĕрле пĕтĕм программăна иртнĕ. Çапла малтанхи çул ачан шкулта вĕренме интересĕ те пĕтнĕ. Веçех пĕлет вĕт! Пĕрремĕш вĕрентекен Оксана Александровна Мещанинова ăна тӳрех иккĕмĕш класа куçарасшăн пулать.
- Шкулта эпĕ тăрăшса вĕреннĕ. Пур предметпа та «пиллĕк» паллăпа ĕлкĕрсе пыраттăм. Районти, облаçри олимпиадăсене мĕнле предметпа кăна хутшăнман-ши/ Чăваш чĕлхипе тата литературипе те темиçе хутчен олимпиадăра пулнă (вĕрентекенĕ Н.М.Сайгушева), облаçра иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Математикăна питĕ юрататтăм. Аттестатра ман «пиллĕк» паллăсем кăна. Хамăр шкула, вĕрентекенсене эпĕ питĕ юрататăп, хисеплетĕп. Вĕсем пире тарăн пĕлӳ панă, пурнăçра чăн-чăн çын пулма вĕрентнĕ. Çавăнпа шкулпа çыхăну хальччен çирĕп. Унта иртекен уявсене, тĕлпулусене хаваспах çӳретĕп. Пирĕн класс яланах туслă пулнă, халĕ те тĕл пулсан тăвансем пек. Тепĕр хут ачалăха таврăнатпăр, - каласа парать вăл.
Алла аттестат илсен Марина Ульяновскри педуниверситетăн педагогикăпа психологи факультетне вĕренме кĕрет. Учитель ĕçне тата ачасене юратнипе кăна мар, ашшĕ-амăшĕ – Валентина Сергеевнапа Юрий Николаевич – сĕннипе çак профессие суйлать.
- Университетран вĕренсе тухрăм. Атте мана полицие ĕçлеме вырнаç тет. Мана ку шухăш питĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн унта кĕме хăтланса пăхас мар/ Çынсем ĕçлеççĕ вĕт-ха. Нивушлĕ эпĕ ĕçлейместĕп/ Ĕçлееп тесе хама хам ĕнентертĕм те заявлени кайса патăм. Тĕрĕслевсем, вĕренӳ çулталăк тăсăлчĕç. 2011çулта вара мана полицие илчĕç, - каласа парать вăл.
Çула çитмен ачасен инспекторĕн ĕçĕ нумай. Тĕп тĕллевĕ – çамрăксене преступлени çулĕ çине тăрасран, килĕсенчен тухса каясран сыхласси, йĕркесĕр çемьесенчи лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрасси, вĕсенче ачасене кӳрентересрен асăрхаттарасси. Марина Сайгушеван пăхса тĕрĕслесе тăмалли вырăнĕ – хулан çурçĕр пайĕ, унти 28, 29, 56-мĕш шкулсем. Паяна ун патĕнче 24 çемье тата 16 ача учетра тăрать, вĕсенчен иккĕшĕ унччен судпа айăпланнă ĕнтĕ. Çула çитмен ачасен уйрăмĕнче ĕçлекенсем çитменнипе унăн 1, 21 тата 57-мĕш шкулсене те тĕрĕслесе тăма тивет. Наркологпа, социаллă хӳтлĕх тата опека органĕсемпе пĕрле вĕсем уйăхра пĕрре рейда тухаççĕ, çемьесене тĕрĕслеççĕ, çула çитмен ачасемпе калаçусем ирттереççĕ. Кашни уйăхра мĕнле те пулин тăвăм йĕркелеççĕ – «Паттăрлăх сехечĕ», «Ăçта вилĕм сутаççĕ – пĕлтер», «Ыркăмăллăх кунĕ» тата ыттисем. Учетра тăракан çемьесенчи ачасене канмалли кунсене усăллă ирттерме спорт учрежденийĕсене, аквапарка тӳлевсĕр билетсем параççĕ, психологсемпе, наркологсемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Шел, хальлĕхе çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕрки çине тăратмаллине кашни çемьере ăнланмаççĕ. Ку çеç те мар, ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнчех эрех-сăра ĕçет, хирĕçет, преступлени тăвать. Çавна пулах ачасене çемьесенчен туртса илеççĕ. Кăçалхи вунă уйăхра кăна Ульяновскри Ленин районĕнче 20 ачана çемьерен уйăрма тивнĕ.
- Вăтамран илсен пирĕн облаçра преступленилĕх чакса пырать. Официаллă кăтартусемпе хулара çамрăксен пĕр преступлени ушкăнĕ те çук. Ульяновскра йĕрке хуçаланнинче, çынсем урамсем тăрăх хăрамасăр çӳренинче пирĕн тӳпе те пысăк. Эпĕ çакăншăн питĕ савăнатăп, хамăр ĕçпе мăнаçланатăп. Манăн ĕмĕт – хулара, облаçра, çĕршывра саккуна пăсакансен, айăплă ĕçсем тăвакансен шутне вуçех чакарса лартасси. Эпир, инспекторсем, каласа ăнлантарни кашни ачан ăс-тăнне ĕмĕрлĕхех кĕрсе лартăрччĕ. Вăл нихăçан та преступлени çулĕ çине ан тăтăрччĕ. Вара пирĕн общество таса та телейлĕ пулĕччĕ, - каласа парать Марина Сайгушева.
Марина Юрьевна ĕçне пысăк тимлĕх тата нумай вăхăт уйăрать пулин те канма, спорт енчен аталанма та ĕлкĕрет. Эрнере икĕ хутчен тренажер залне, бассейна çӳрет, чăваш концерчĕсемпе спектаклĕсене нихăçан та сиктермест, ашшĕ-амăшĕ патне çитсе хуçалăх ĕçĕсенче пулăшать.
Хăй чăваш пулнине нихăçан та пытармасть Марина, хамăрăн наци çыннисен çитĕнĕвĕсемпе, ӳсĕмĕсемпе яланах мухтанать.
 
: 558, Хаçат: 45 (1394), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: