Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи таврапĕлӳçĕсем регионсен хушшинчи съезд ирттерме хатĕрленеççĕ. Вăл декабрĕн 7-мĕшĕнче «Волжские земли в истории Государства Российского» ятпа иртмелле. Съезда Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалланă.
Тăван тăрăхăн историйĕпе культурине тĕпчекенсен съезчĕ Ульяновск облаçĕнче иккĕмĕш хут иртмелле. Унăн тĕп тĕллевĕ – общество тата ăслăлăх пĕрлешĕвĕпе пĕрле таврапĕлӳ юхăмне аталантарасси.
-Таврапĕлӳ проекчĕсене аталантарас ĕçре тĕрлĕ специалистсемпе хастарсен пуçарăвĕ тата пулăшĕвĕ кирлĕ, уйрăмах ачасемпе ĕçленĕ чух. Кăçалхи съезда Атăлçи тăрăхĕнчи Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ халăхсен историне тĕпчекенсем хутшăнасса кĕтетпĕр,- тенĕ НИИ историпе культура пайĕн директорĕн çумĕ Надежда Липатова.
Съезд тĕлне ăслăлăх проекчĕсен, çĕнĕ кĕнекесен тата Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан Сергей Юрьев фотографăн ĕçĕсен анлă куравне хатĕрлеме палăртаççĕ.
Съезда хутшăнма кăмăл тăвакансен ыйтăвĕсене: (8422) 21-44-07 – номерпе хуравлаççĕ.
 
: 181, Хаçат: 45 (1394), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: