Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр тăрăхĕнчи милици тытăмĕнче вăй хурса чыспа сум, хисеп çĕнсе илнĕ çынсенчен пĕри вăл – милици полковникĕ П.И. Петров. Паян Петр Иванович облаçри чăвашсене пĕрлештерсе тăракан обществăлла юхăм хастарĕ, тăван халăх шăпишĕн, унăн аталанăвĕшĕн пăшăрханакан, ырă ĕçсемпе палăракан çын, УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи.
 
«Ман служба ăнăçлă иртрĕ – картлашкапа шав çӳлелле хăпарса пынă, ӳпкелешмелли сăлтав пулман. Хирĕçтăруллă лару-тăрăва нихăçан та юратман, вĕсене вăхăтра татса пама е пăрăнма тăрăшнă. Кун йĕркине иртен пуçласа çĕрлеччен хут çинче палăртса пынă. Планланă пур тивĕçе те пурнăçламалла пулнă», - терĕ вăл.
Петр Петров Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче (Тутарстан) çуралнă. Çемьере асли. 9-10-мĕш классене Элшел шкулĕнче вĕреннĕ. Моряк пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та вăл кĕрес тенĕ çĕре, Ленинградри аслă шкула, конкурс ытла пысăк пулнă – пĕр вырăна 25 çын. Яш вара Ульяновскри политехника институтне (халь патшалăх техника университечĕ) кĕрет. Икĕ çул хĕсметре пулать. Унтан таврăнсан ĕçе ниçта та мар, Патшалăх хăрушсăрлăх комитетне вырнаçма тĕв тăвать. Документсене ăнăçлăнах йышăнаççĕ кадрсен пайĕнче. «Халь шăнкăравласса кĕтĕр», - теççĕ. Анчах та Раккасси йĕкĕчĕн кĕтме вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулман, вăл милицин чи кăткăс пайне – уголовлă шырава – çул тытать. Милицие службăна ăслă та патвар çамрăка тӳрех илеççĕ. Анчах та хулан Ленин районĕнче те, Сĕве леш енче те участокри милиционер ĕçне сĕнеççĕ. Чăваш каччин вара ĕмĕчĕ урăх – вăрă-хураха, йĕркене пăсакансене, çын вĕлерекенсене шырасси. Ун телейне, Чукун çул районĕ-нчи шалти ĕçсен пайĕнче Петр Петров вырнаçас тенĕ çĕрте 16-мĕш хастар кирлĕ пулнă. Июльте салтакран таврăннă пулсан август уйăхĕнче ĕçе йышăнма ыйтса заявлени çырнă. Чĕнессе кĕтсе илейменнипе Ульяновскри автомобильсем кăларакан завод лабораторине вырнаçать. Тунсăх пуснине ирттерсе ярас тесе аслă лаборант сентябрьте тăван ялне çĕрулми кăларма каять. Килте ун ячĕпе çыру выртать. «Сире уголовлă шырав пайне ĕçе вырнаçма йыхравлатпăр, кăмăлăр улшăнман пулсан – тархасшăн, вăхăта ан тăсăр», - тенĕ унта.
- Эпĕ, хыпарпа хавхаланнăскер, ĕçсене епле вĕçленине те астумастăп. Хулана çилçунатла хăвăртлăхпа таврăнтăм. 1982 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче, тунтикун (ăна паянхи пек астăватăп), ĕçе тухрăм, - аса илет Петр Иванович. – Кунран-кун тĕрлĕ сăтăрлă ĕçсене, тĕрлĕ шайлă преступленисене татса пама тиветчĕ. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен хĕрӳ ĕçсем кĕтетчĕç пире. Эпĕ вĕсене хатĕр пулнă, йывăрлăхсем, ăнсăртлăхсем хăратман. Спортпа туслашнă. Милици ĕçченĕсем хушшинче юлташлăх, тăванлăх туйăмĕ хуть хăçан та çирĕп. Пĕр-пĕрне хавхалантарнă, йывăрлăхра пулăшу аллине тăснă. Телее, килте те тыл шанчăклă пулнă. Пуçлăх ӳкĕтлесех ыйтнипе виçĕ çултан кадрсен пайне куçрăм. Ун чухне эпир çемьепе общежитире пурăнаттăмăр. Çав вăхăт тĕлне пирĕн икĕ ачаччĕ. Пысăк йыша хваттер кирли кунран-кун палăратчĕ. Манра кулленхи пурнăç ыйтăвĕсем капланнине туйнă пĕр аван пĕлĕш мана Карсуна кайма сĕнчĕ, унта çурт параççĕ терĕ. Ноябрь уйăхĕнче Карсун районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ пулса тăтăм. 1988 çулта Катюша хĕрĕм çуралчĕ. 1989 çулта Мускаври академие вĕренме кĕтĕм. 1990 çултанпа – Вешкайма районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ. Йышпа яланах пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Никама та кӳрентермен. «Эсир тăрăшса ĕçлĕр çеç, эпĕ вара сирĕншĕн кашниншĕн явап тытăп», - теттĕм. Коллективра ăнланулăх тени пуç пулса тăратчĕ.
Çав çулах милицири ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Петр Иванович Петровăн сăнӳкерчĕ-кне Ульяновскри шалти ĕçсен управленийĕн Хисеп хăми çине çирĕплетнĕ.
1996 çулхи март уйăхĕнче ентеше Ульяновска чĕнсе илеççĕ. «Мана ШĔУ вĕренӳ центрĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне лартрĕç. 1993-1997 çулсенче Раççей ШĔМĕн тĕп управленийĕн академийĕнче вĕрентĕм. Унта генералсем аслă пĕлӳ илетчĕç. 1997 çултанпа ШĔУ пĕр пысăк подразделенийĕн пуçлăхĕ. Унта 10 çул ĕçлерĕм», - терĕ вăл.
2007 çулта, 50 çул тултарсан, милицире ĕçлеме тытăннăранпа 25 çул çитнĕ кун П.И.Петров полковник рапорт çырать.
- Вăхăт пĕр шелсĕр малалла ыткăнать. Паян эп вĕрентнĕ, полицире вăй хуракан çамрăксем хушшинче пысăк тӳресем, пуçлăхсем сахал мар. Хулари, облаçри йĕркене хураллакан харсăр, хăйсен ĕçне парăннă çынсем нумай. Вĕсен ăнăçăвĕ-семпе мухтанатăп. Май килсенех тĕл пулса канашлатпăр. Шăнкăравласа калаçатпăр. Çĕр çинчи чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ тытăм вăл çав-çавах – çемье. Юратнă мăшăр хавхалантарăвĕ пулмасан кун пек çĕрте ĕçлейместĕн. Упăшки генерал пулнинче тӳ-рремĕнех арăмĕн тивĕçĕ пур тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Манăн мăшăр Зоя Николаевна – тĕлĕнмелле пултаруллă та шанчăклă юлташ. Вăл нумай çул хушши ĕнтĕ Ульяновск хули администрацийĕнчи опека пайĕ-нче вăй хурать. Эпир унпа икĕ хĕр, пĕр ывăл çитĕнтертĕмĕр. Виççĕшĕ те ашшĕ çулĕпе кайнă темелле. Паяна пирĕн виçĕ мăнук. Асли вунвиççĕре. Иккĕшĕ кĕçĕнрех-ха. Аттепе аннене тав! Вĕсем ачисем (эпĕ – асли) Тăван çĕршыва юрăхлă, тӳрĕ кăмăллă çынсем пулса ӳсчĕр тесе нумай вăй хунă. Атте, Иван Сергеевич, учитель, шкул директорĕ, анне, Екатерина Алексеевна, хуçалăхра вăй хунă. Шел, иккĕшĕ те çак çĕр çинче çук халь. Манпа юнашар çемье, шанчăклă юлташсем. Тивĕçлĕ канура пулсан та килте ларас килмест. Хама çамрăк, вăйпитти туятăп. Çавăнпа тивĕçлĕ канăва кайнăранпа ĕçлеме пĕрре те пăрахман тесен те йăнăш мар. 2016 çулхи март уйăхĕччен «Строительсен корпорацийĕн» генеральнăй директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçларăм. Халь – урăх çĕрте, - терĕ Петр Иванович.
Милици полковникĕн Петр Петровăн ĕçне тимлĕхсĕр хăварман патшалăх – яваплă та кăткăс ĕçре хăйне хĕрхенмесĕр пысăк ӳсĕмсем тунă мухтавлă ывăлне сумлă наградăсем парса хавхалантарнă. Вĕсен хушшинче чи хаклисем пур – Раççей ШĔМĕн «За безупречную службу» (1,2,3 степеньсем), «За боевое содружество» медалĕсем, «200 лет МВД» юбилей медалĕ тата ыттисем те.
- Чунтан юратнă ĕçсем тесен – эпĕ кĕнеке вулама юрататăп. Антăхса кайса: пĕрре чăвашла, тепре вырăсла черетлесе. Раççей, тăван халăх историйĕпе кăсăкланатăп. Хĕлле юр тасатма кăмăллатăп. «Еткер» юбилейĕ хыççăн мана управленире пĕр генерал тытса чарнăччĕ. «Еплерех илемлĕ калаçатăн эс чăвашла», - терĕ вăл. «Чăваш чĕлхине манран аван никам та пĕлмест пуль тăрăхра», - терĕм хам чăваш йăхĕнчен тухнипе савăннине пытармасăр. Малтан милицире, халĕ полицире – ăçта йывăр, çавăнта – вăй хуракан хастарсем хушшинче чăваш йĕкĕчĕсем нумай пулни чăннипех те мăнаçлантарать мана. Çакă хамăр халăхпа мухтанмалли сăлтав мар-и/- ыйтăва ыйтупа хуравласа сывпуллашрĕ хисеплĕ çыннăмăр.
 
: 494, Хаçат: 45 (1394), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: