Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Михаил Романовпа эпир телефон урлă темиçе çул каяллах паллашнăччĕ. Вăрçă ачи мана хăйĕн йăх-несĕлĕпе паллаштарма, çемье вăрттăнлăхне уçса пама пулнăччĕ. Октябрь уйăхĕн пĕр уяр кун эпĕ вĕсем патĕнче пултăм.
Михаил Егорович калаçăвне аякран тытăнчĕ, аслашшĕнчен пуçларĕ.
- Асаттен ашшĕне Çемен тесе чĕннĕ. Унăн ултă ача пулнă. Анчах пĕри вилнĕ. Пиллĕкĕшĕ Кашаран Кунтикава куçса тĕпленнĕ. Асаттен те пысăк çемье пулнă. Ăна Егор Михайлович тесе чĕннĕ. Эпĕ çуралсан мана Мишша ят панă та эпĕ Михаил Егорович пулса тăнă. Хам та кĕçĕн ывăла Егор ят патăм, вăл асатте ячĕпе çӳрет.
Ман умĕн тата икĕ Володя пулнă, шел, иккĕшĕ те вилнĕ. Анне сăмахĕпе, эпĕ Раштав каçĕ çуралнă. Çут тĕнчене килсенех вилнĕ. Çăлтăрлă, сивĕ каç аттепе анне мана тата кĕтесри турăша йăтса урама чупса тухнă, Турă Амăшĕнчен мана чĕртме тархасласа ыйтнă. Тĕлĕнмелле, эпĕ чăнах та чĕрĕлнĕ. Турă хăвачĕ пурах пулĕ çав.... Çемьере эпир йăмăкпа иксĕмĕр ӳснĕ. 62 çула çитсен ăна операци турĕç, тухтăрсен йăнăшне пула вăл ура çине тăраймарĕ,- кулянса калаçать Михаил Егорович.
Пĕчĕк Мишша шкула вĕренме улттăрах кайнă пулнă. Урине тăхăнмалли пулманнипе çарран кайнă. Ăна шкул завучĕ çамрăк-ха тесе киле ярать. Çапла вăл пĕрремĕш класа 1944 çулта хăйĕн тантăшĕсемпе каять.
-Эпир пит нушаллă ӳсрĕмĕр: çиме те, урана тăхăнмалли çукчĕ... Тавах Турра, пирĕн ĕне пурччĕ.
Анне пире мĕн пĕчĕкренех ĕçлеттеретчĕ. Вир çумлама илсе тухни халĕ те асрах. Кунтикавра ун чух вир нумай акатчĕç. Ӳссе авăниччен ăна икĕ хут çумлама ĕлкĕрмеллеччĕ. Пĕр çул пирĕн колхоз çак культурăна пĕр гектартан 27 центнер туса илчĕ. Бригадир ВДНХна та çитнĕ. Пире вара çавăнта ĕçленĕшĕн çуршар стакан çăнăх паратчĕç. Унсăрăн çимелли пулман,- хаш сывласа аса илет Михаил Егорович.
Унтан вăл шкулта вĕреннĕ çулсенчи кăсăклă япаласем çинче чарăнса тăчĕ.
-Эпĕ сăвă вĕренейместтĕм, ниепле те асăмра юлмастчĕ – хуть вĕлер. Пĕрре пире учитель «Икĕ тĕнче, икĕ юрă» ятлă сăвă вĕренсе килме хушрĕ. Эпĕ ниепле те вĕренеймерĕм. «2» паллă илтĕм. Тепĕр кунне вăл каллех çак сăвва каласа пама ыйтрĕ. Каллех «2» паллă илтĕм. Çапла 14 хут. Ун чух кашни вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн экзамен памаллаччĕ. Тĕлĕнмелле, анчах экзаменра мана каллех çак сăвă лекрĕ. Эпĕ ку тĕле вĕреннĕччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа пĕр хатĕрленмесĕр, пĕр такăнмасăр каласа патăм. Мана çапах та «3» паллă лартрĕ. Мĕншĕн капла тесе ыйтсан сан «2» нумай терĕ,- кула-кула аса илет ентеш.
-1952 çулта Çирĕклĕ Кӳлĕре (Елховое Озеро) шкул уçăлчĕ. Унта вĕренес пулсан çулталăкра 150 тенкĕ тӳлемеллеччĕ. Укçа çук. Ĕçлесе илнĕ укçа анкарти сухаланăшăн пама çеç çитетчĕ. Эпĕ вара Покровскине трактористсен курсне вĕренме кайрăм. Мана çара илмерĕç - чĕре чирлĕ терĕç. Яла таврăнсан мана кивĕ комбайн пачĕç, анчах косилки çукчĕ. Ăна туянма Унтăра кайрăмăр. Эпĕ таврăннă çĕре манăн комбайна илсе кайса теприне панă. Питĕ кӳрентĕм çавăншăн. Ялтан тухса каяс тесе паспорт тума Нагаткина кайрăм. Тăватă сехетре туса пачĕç. Кĕтмен çĕртен салтака кайма повестка килчĕ. Комисси иртмесĕрех илсе кайрĕç. Медсанбатра водительте тăтăм. Унтан подполковника турттартăм, кайран – Павлодар облаçĕнче – тырă. Виçĕ çул службăра тăтăм,- каласа парать Михаил Егорович.
Ульяновска таврăнсан вăл автозавода слесарь-дефектчика ĕçлеме вырнаçать. Икĕ çул çурăран – военторга, çулталăкран – ДСКна. Кунта хваттер кĕтсе 4 çул вăй хурать – кĕтсе илеймест. Ăна Чăнлăри сахăр заводĕнче ĕçлеме тытăнсан тин 12 тăваткал метр пӳлĕм уйăраççĕ. Унччен çемье Ульяновскра вăхăтлăх тунă пĕчĕк çуртра пурăнать. Вăл тĕле Михаил Егорович авланнă пулнă. Мăшăрĕ Галина Федоровна (Сяпукова) крановщицăра ĕçленĕ. Унччен – трамвай водителĕнче.
Çемье çинчен каласа пĕтерсен Михаил Егорович самантлăха шăпланчĕ.
- Халĕ сире хамăрăн йăх-тымарăн вăрттăнлăхне уçса парасшăн, - терĕ мана куçран пăхса. – Манăн анне – Татьяна Захаровна Чернова. Унăн ашшĕ – Захар Иванович – Иван Яковлевич Яковлевăн мăшăрланмасăр тунă ачи. Çапла, çапла. Иван Яковлев аннен аслашшĕ пулать. Ун пирки Иван Яковлевич хăй те аван пĕлнĕ. Анчах çак вăрттăн çыхăну пирки ачан амăшне манма хушнă. Хăй вара май килнĕ таран пулăшнă: арман лартнă, сакăр лаша, молотилка, веялка туянса панă. Вăл вăхăтра Иван Яковлев çĕр виçекенре ĕçленĕ. Ахăртнех Ескӳлĕнче пурăнакан аннен асламăшне куç хывнă. Аслă кукка манăн ветеринара вĕреннĕ пулнă. Пуянсенчен йăлт туртса илсе Çĕпĕре ăсатасси пирки илтсен вăл мĕнпур пурлăха коммунăна леçсе пама хушать. Çапла тăваççĕ те. Вара аслă асаннен çемйине тĕкĕнмеççĕ. Ескӳлĕнче вĕсен çурчĕ халĕ те ларать-ха. Захар Иванович ĕмĕрĕпех Чернов хушаматпа çӳренĕ. Яковлев хушамат пирки ĕмĕтленме те юраман. Мĕншĕн Чернов-ха/ Захар хурарах ӳтлĕ çуралнă, çавăнпа ачана Чернов хушамат панă. Черновсем ку тăрăхра халĕ те пурăнаççĕ-ха.
Чăннипех те тĕлĕнмелле япала. Чăнлă поселокĕнче пурăнакан Михаил Романов – Иван Яковлевăн мăнукĕн ывăлĕ!
Романовсем виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ, мăшăрлантарнă. Каларăм ĕнтĕ, йăх-тымарăн ятне тăсаканни - кĕçĕн ывăлĕ Егор. Виçĕ ывăлĕ ашшĕ-амăшне пĕрер хĕр парнеленĕ. Михаил Егорович пĕр мăнукĕ те пулин ывăл çуратса Мишша ят парасса ĕмĕтленет. Романовсен килĕнче кĕçех пĕр харăс икĕ юбилей пулмалла: çемье пуçĕ 80 çул, Галина Федоровна 75 çул тултармалла.
 
Чăнлă поселокĕ.
 
: 545, Хаçат: 45 (1394), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: