Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Семеновка ялĕнче пурăнакан Юля Старкина ĕçе куллен тенĕ пек Чăнлă поселокне çӳрет. Хĕрача – фармацевт. Вăл аптекăра вăй хурать.
- Манăн анне Татьяна Васильевна Семеновкăрах çуралса ӳснĕ. Атте Геннадий Геннадьевич Николаевка районĕнчен. Вĕсем атте ку тăрăха ĕçлеме килсен паллашнă. Кунтах тĕпленнĕ. Пирĕн çемьере виçĕ ача. Манăн тетесем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Эпĕ хальлĕхе çемье çавăрман-ха, - кĕскен паллаштарать Юля çемйипе.
Хĕрача икĕ класс юнашар Шумовка ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Виççĕмĕш класран вара Чăнлă шкулне куçнă. Куллен кунта ăна ашшĕ леçнĕ. Çӳреме йывăр пулнипе Юля тăхăр класс хыççăн шкултан кайса професси илме шутлать. Малтан Ульяновскри фармакологи колледжĕнчи «Сестринское дело» уйрăмне заявлени парать. Кайран фармацевт уйрăмне куçать.
- Эп медсестра пулас тенĕччĕ. Ĕмĕтĕм çапларахчĕ. Анчах профессие улăштарма тиврĕ. Фармацевта вĕренсен ĕçе кĕме те çăмăлтарах, ĕçĕ таса тата уншăн лайăх тӳлеççĕ терĕ колледж директорĕ заявление урăх çĕре пама сĕнсе. Килĕшрĕм. Халь куншăн пĕртте ӳкĕнместĕп. Паллах, фармаци уйрăмĕнче вĕренме питĕ йывăрччĕ. Пин ытла эмел тĕсне-ятне кăна мар, ăна мĕнрен тунине, вăл мĕнрен сипленине, унпа камăн сипленме юранипе юраманнине пĕлмелле. Çĕрĕ-çĕрĕпе пăхмасăр вĕренеттĕмĕр. Латин чĕлхине, рецептсем вулама лайăх пĕлмелле. Унсăрăн пысăк йăнăш тума пултаратăн, - каласа парать Юля.
Ю.Старкина колледжа «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Кăçалхи çĕртмен 27-мĕшĕнче аллине диплом илет те, директор каланă пекех, тепĕр кун ĕçе те вырнаçать.
Чăнлă аптекинче ăна тепĕр чăваш хĕрĕ, Настя Оброкова, кĕтсе илет. Ăçта мĕнле эмел вырнаçнине, программăпа мĕнле ĕçлемеллине кăтартать. «Ĕçлеме – вĕреннинчен çăмăлтарах, ан хăра», - ăс парать ăна ĕçтешĕ. Халь Юля хăй те çакна çирĕплетет.
- Пĕлмесен эмелсен аннотацине илсе вулатăн. Мĕн çырнине ăнлансан ĕçлеме çăмăл. Аптекăна çынсем тухтăр патне пулăшу ыйтма кайнă пек килеççĕ вĕт-ха. Мĕн-мĕн ыратнине каласа параççĕ, ӳсĕрсе кăтартаççĕ, ăçтан тата мĕнле ыратнине пĕлтереççĕ. Эпир эмелсем тупса паратпăр. Нумайăшĕ эпир, фармацевтсем, пулăшасса шанса аптекăна килеççĕ. Вĕсене кӳрентерес килмест. Теприсем тăванĕсем валли эмел ыйтаççĕ. Телефон урлă пире хăйсен мĕн ыратнине, унччен мĕнпе сипленнине каласа параççĕ. Тухтăр патне нумайăшĕ каясшăн мар халь. Телевизор çинчи рекламăсем тăрăх сипленекенсем, хăйсене хăйсем диагноз лартакансем нумайланчĕç. Ку, паллах, тĕрĕс мар. Анчах çынсене пирĕн аптекăран хăваласа кăларса яма ирĕк çук, - чунрине каласа парать фармацевт.
Юльăн манпа калаçма та вăхăчĕ сахал пулчĕ. Аптекăран çын татăлмарĕ. Чăваш хĕрĕ пуринпе те сăпайлă та çепĕç калаçрĕ, ыйтусене хуравларĕ, сĕнӳсем пачĕ. Кирлĕ эмелсене туххăмрах тупса пачĕ.
 
Чăнлă поселокĕ.
 
: 554, Хаçат: 45 (1394), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: