Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валериан Никанорович Назарьев Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Карсун уесне кĕрекен Аникеевка ялĕнче 1831 çулта дворян çемйинче çуралнă. Обществăлла деятель, драматург, публицист.
 
1838-1842 çулсенче А.Тропинин казакăн харпăр пансионĕнче вĕреннĕ. 1848 çулта Хусан университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. 1849 çулта çар службине кĕнĕ. Императорăн Драгун полкĕнче унтер-офицерта тăнă. 1851 çулта – Ригăри, 1853 çулта – Псковри, 1854 – Литвари 14-мĕш гусар полкĕ-сенче. Вăл Венгри çулçӳревне, Крым вăрçине (1853-1856 çç) хутшăннă. «Современникра» «Бакенбарды. Очерки полковой жизни» тиркесе çырнă хайлавне пичетлесен ăна кăларса яраççĕ. Ку повеçе Н.А.Некрасов ырланă. Вăл чĕннипе Назарьев Петербурга çитет, «Современник» редакцин ĕçченĕсемпе: П.В. Анненковпа, Н.Г.Чернышевскийпе, Н.А.Добролюбовпа – паллашать. Кунта вăл ӳнер академине кĕме хатĕрленет. 1859 çулта ашшĕ чирлесе ӳкни ăна тăван çĕршывне таврăнма хистет.
Çав çулах вăл авланать. Часах мăшăрĕ çĕре кĕрет. Çинкĕл уесĕнчи Михайловкăра пурăннă хыççăн Çĕнĕ Микулин ялне килсе вырнаçать. 1865 çулта çывăхри Назарьевка ялне пурăнма куçать. Кунта тепре авланать, К.В.Манкошевана качча илет. Вăл литература ĕçне парăннă çын пулнă.
В.Назарьев педагогика ĕçне пуçăнать. Учитель профессине вăл Петербургра илет. Ĕçлесе илнĕ укçипе Çĕнĕ Микулинра шкул туса лартать, ăна пăхса тăрать. Крестникаври ял училищинче халăх вулавĕсем ирттерет. Тагайри, Çĕнĕ Микулинри тата Крестникаври халăх училищисен попечителĕ, Чĕмпĕр уес училищин канашĕн членĕ. Вăл уесри шкулсем тăрăх нумай çӳрет, çĕнĕ шкулсем уçма хистет, учебниксемпе тивĕçтерет.
Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищин инспекторĕ И.Н.Ульянов ун пирки çапла çырать: «Вĕренӳ ĕçне В.Назарьев юратса пурнăçлать, вăл тăрăшнипе хресченсен ачисем шкула çӳреççĕ, вĕсем валли çĕнĕ шкулсем уçăлаççĕ». Илья Николаевич Ульянов Назарьевсем патĕнче пĕрре кăна пулман. 1875 çулта çулла Ульяновсен çемйи унта ултă эрнене яхăн хăналаннă.
В.Назарьев чăваш халăх просветителĕн И.Я.Яковлевăн пуçарăвĕсене ырланă. Вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, судсене хутшăнса хисеплĕ миравай судья ятне тивĕçнĕ, архив комиссийĕнче те тăнă.
1860 çултан вăл повеçсемпе калавсем çырнă, «Симбирские губернские ведомости», «Самарская газета», «Волжский вестник», «Городской и сельский учитель» тата вырăнти нумай хаçат-журналта пичетленнĕ. Вăл пьесăсен авторĕ те. Унăн «Золотые сердца» комедине, «Метель» пьесине Мускаври Кĕçĕн театр тата Чĕмпĕрти харпăр театрĕн сценисем çинче лартнă.
Назарьев Чĕмпĕрте 1902 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Назарьевка ялĕнче пытарнă. Ун вилтăпри çине часавай лартнă. Ульяновскри Ленин районĕнчи пĕр урама Назарьев ятне панă.
 
: 465, Хаçат: 45 (1394), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: