Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку ят пирĕн вулакансемшĕн çĕнĕ мар. Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте чăмăртаннă «Хавас» юрă ушкăнĕпе эпир «Канаш» хаçат вулаканĕсене паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Ăна йĕркелекенĕ, ертсе пыраканĕ – Татьяна Надиванова.
Вăл çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен Ульяновскри педуниверситетра пуçламăш класс учительне вĕренсе тухнă. Тăван яла таврăнсан çулталăк çурă шкулта завучра ĕçленĕ. Унтан вăл ача садне ĕçлеме куçать. Ачасене юратакан, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан вĕрентекене тӳ-рех заведующи тилхепине шанса параççĕ. 15 çул илсе пырать вăл çак ĕçе.
Ял пурнăçне хăнăхнăскер çемье чăмăртаса ялтах тымар ярать. Мăшăрĕ-пе икĕ хĕр çуратса ӳстереççĕ. Асли 10-мĕш класра вĕренет. Кĕçĕнни ача садне çӳрет. Ялта ĕç çуккипе мăшăрĕ Мускава ĕçлеме каять.
Ача садĕнчен кайсан Татьяна Валерьевна ялти клуба ĕçлеме куçать. Ялта юрлама юратакан хĕрарăмсем ăна ушкăн чăмăртама ыйтаççĕ. Нумай шухăшласа çӳрет ун пирки Татьяна Валерьевна.
- Çынсене пуçтарма пулать-ха. Вĕсене тĕрĕс юрлама вĕрентмелле-çке тата... Ун валли ятарлă пĕлӳллĕ çын кирлĕ, репертуар йĕркелемелле. Çын умне тухма капăр тум-юмне ăçтан илмелле/ Ыйту çине ыйту. Ушкăнсем йĕркелесе курнă çынсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн çак ĕçе пуçăнма шутларăм. 2015 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче пĕрремĕш хут пуçтарăнтăмăр,- каласа парать Татьяна Валерьевна.
Пухăннисем çанă тавăрсах репертуар йĕркелеççĕ. 5-6 юрăран тытăнаççĕ. Купăсçă çуккипе дискри юрăсене вĕренеççĕ. Пĕр юрăçăн ывăлĕ вĕсене минусовкăсем хатĕрлесе парать. Шыракан тупать тенĕшкел, чăваш кĕписем те тупăнаççĕ. Чăваш тĕрриллĕ вăрăм кĕпесем тахçанхи ял хорĕнченех упранса юлнă пулнă. Пуçа тăхăнмалли масмаксене репетицие пуçтарăнсан хăйсем ăсталаççĕ. Ял халăхĕ умне тухас туртăм умри мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Çапла вĕсем ялти Амăшсен кунĕнче ентешĕ-сен умне тухса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
- Эпир юрлани ял халăхне çав тери кăмăла каясса шанманччĕ. Пире сцена çинчен ямаççĕ: юрă хыççăн юрă ыйтаççĕ. Çакă пире тата хавхалантарчĕ. Эпĕ хам та ертӳçĕ пĕлĕвне ӳстерес терĕм: Шупашкара кайса пĕр эрне вĕрентĕм. Тракторсем кăларакансен Культура керменĕнче, музыка училищинче практика иртрĕм. Чăвашсен тĕп хулинчен вĕренме тесе юрă кĕнекисем тата дисксем нумай илсе килтĕм,- тет ертӳçĕ. Вăл ушкăн йĕркелесе аталанма пулăшакансенчен район пуçлăхне Ханяфи Рамазанова, Павел Узиков фермера, репетицисем ирттерме пӳлĕм уйăрнăшăн ял администрацин пуçлăхне Иван Мартынова тата хăйĕн артисчĕсене пĕр вĕçĕм тав тăвать:
- Артистсене пысăк тав. Килти ĕçĕсене пăхмасăрах юрлама пĕр сиктермесĕр çӳреççĕ. Репетицисем пирĕн интереслĕ иртеççĕ. Анчах купăсçă çукки питĕ начар. Ĕлĕк ялта ăста купăсçăсем пурччĕ. Пĕри халĕ те пурăнать-ха, анчах çулĕсем нумай пулнипе килсе çӳреймест,- пăшăрханса калаçать Татьяна Валерьевна.
«Хавас» ушкăн йĕркеленнĕренпе ял уявĕсем илемлĕрех иртеççĕ. Ялти мероприятисене илемлетме халĕ анаттимĕрçенсем аякри артистсене кĕтсе лармаççĕ, хăйсен вăйĕпех савăнаççĕ. Татьяна Надиванована чĕререн тав тăваççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 147, Хаçат: 45 (1394), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: