Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(К.В. Элле çуралнăранпа 115 çул çитнĕ тĕле)
 
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă этнограф, педагог, истори наукисен кандидачĕ, чăваш халăх историне, этнографипе фольклорне аталантарас ĕçре сулмаклă ĕçсем тунă Кузьма Васильевич Элле 115 çул тултарать.
Пулас тĕпчевçĕ 1896 çулта Хусан кĕпĕрнине (халĕ Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕ) кĕрекен Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Шăхаль ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăхăр çулта ашшĕсĕр тăрса юлнăскер пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Тăвайри икĕ класлă шкула пĕтерсен вăл Хусанти учительсен семинарине вĕренме кĕнĕ. Унтан Хĕрлĕ çарта хĕсметре тăнă, шурă чехсене хирĕç çапăçнă. Малалла çар служби Хусанта иртнĕ: караул полкне ертсе пынă, полк шкулĕн инспекторĕнче тăнă. Çар службинчен тухсан Кузьма Элле Канаш станцăри 11 ступеньлĕ шкула ертсе пыма пуçлать, çĕнĕ шкулсем уçас ĕçе хутшăнать.
1926 çулта республикăри Халăх комиссариачĕ чĕннипе вăл Шупашкара куçса килет, тĕп педагогика техникумĕнче вĕрентме тытăнать. Çакăнта ăна таврапĕлӳ обществин секретарьне суйлаççĕ. Элле хаваспах таврапĕлӳ, топонимика, фольклор, этнографи, археологи ĕçĕсемпе материалсем пухма тытăнать. Унăн малтанхи тĕпчев ĕçĕ «Чăваш йалĕсем çĕршывĕнчи паллă вырăнсен йачĕсене пухасси» 1929 çулта «Халăха вĕрентес ĕç» (Народное просвещение) журналăн 1-мĕш номерĕнче пичетленет. Çав çулах вăл уйрăм брошюрăпа 1000 экземпляр пичетленсе тухать.
1933-1935 çулсенче К.В. Элле учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра тата наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлеме тытăнать. Ку çулсенче унăн «Акатуй» кĕнеки кун çути курать.Унта вăл çурхи ĕçсем хыççăн иртекен Акатуй тата Сабантуй, тыр-пул шăркана ларнипе çыхăннă Çинçе уявĕсем ăçтан пулса кайнине, мĕнпе çыхăннине çырса кăтартать. «Акапуç» сăмаха тĕпчесе вăл асăннă уявсем матриархат саманинче, хĕрарăм тĕп вырăнта пулнă вăхăтсенче пуçланса кайнине çирĕплетет. Чăваш наци музейĕн сотрудникĕ И.Т. Тихонов хăй рецензийĕнче К.В. Элле халăх йăли-йĕркине тĕпчес ĕçре пĕрремĕш пулнине палăртнă.
1937 çулта çулла Кузьма Элле Украинăна пурăнма куçать. 1944 çулччен Одессăри патшалăх пединситутĕнче авалхи тĕнче истори кафедрин доценчĕнче вăй хурать. Часах ăна «Древняя история» специальноçпа доцент ятне параççĕ. Çав çулах вăл Чăваш Ене таврăнса Чăваш патшалăх пединститутĕнче вĕрентме тытăнать. Пуçĕпех «Прошлое чувашского народа эпохи феодализма (по археологическим, устным и письменным источникам)» темăпа диссертаци ĕçне «кĕрсе ӳкет». 1947-1948 çулсенче Чăваш Енĕн археологи тата этнографи карттине тăвать, унта мĕнпурĕ 4000 истори палăкĕ кĕнĕ.
К.В. Элле 1974 çулта Гомельте тивĕçлĕ канăва кайсан вилнĕ. Унăн ĕçĕсем, ун çинчен çырнă кĕнекесем ЧР Патшалăх Кĕнеке палатин фончĕсенче упранаççĕ.
 
: 871, Хаçат: 44 (1136), Категори: Паллa cынсем

Комментарисем:

Jamin (2014-05-08 18:33:01):
Free info like this is an apple from the tree of knlgdeoweĕ Sinful.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: