Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чирсем, пĕлетпĕр, тĕрлĕрен пулаççĕ: ерекеннисем те, ерменнисем те. Мухмăр чирĕ, паллах, ют çынран куçмасть, анчах та чăтса ирттерме питĕ йывăр ăна: хăстарать, лĕклентерет, пуçа çавăрать, вăя пĕтерет.
Мухмăрпа аптăранă пĕр çын мĕнле сывални çинчен каласа парасшăн-ха сире. Ванюк ятлăскер, ветеринарта ĕçлетчĕ. Лайăх тав тăватчĕç ăна, какăричченех хăналаса яратчĕç.
Пĕррехинче хайхи ирхине мухмăрпа чирлесе ӳкнĕ. Мĕн тумалла, мĕнле сывалмалла/ Ĕнер ĕне хуçи патĕнче мĕн пуррине ĕçсе янине астăвать-ха вăл. Унта çитес тесен те çухрăм çурă утмалла. Аптранипе хапхаран тухать, унталла-кунталла пăхкалать: хăйсенчен инçех мар пурăнакан Хветуç лаççинчен тĕтĕм тухнине курах каять. Пĕлет вăл: Хветуç хĕрне качча парать.
Часах кӳрши патне çитсе лаç алăкне шаккамасăрах уçса ярать.
-Хветуç! Мĕн хăтланатăн эсĕ/! Сăмакун юхтарма юраманнине пĕлместĕн-им/!- кăтăра пуçлать вăл хĕрарăма. – Куншăн сана тĕрмене те хупма пултараççĕ вĕт е пысăк штраф хураççĕ... Ман пата халь участокри милиционер Винокуров кĕрсе тухрĕ, хăйĕн Раккассине васкамалла терĕ. Вăл каланипе килтĕм. Сан пирки милицие сăмакун юхтарать тесе шалăп панă–мĕн. Мана акă тĕрĕслеме хушса хăварчĕ.
-Ах, Ванюк! Ан пĕтерсем мана. Каçар, тархасшăн. Кӳршĕ пек пулсам... – хыпăнса ӳкет Хветуç. – Хĕре качча паратăп вĕт. Эрех илме укçа çук. Упăшка пурăннă пулсан сăмакунпа аппаланмăттăм. Ăнлансамччĕ, каçарсамччĕ.
-Хветуç, эпĕ сана ăнланатăп-ха, хĕрхенетĕп те... Анчах хам курнине мĕнле курмăш пулам-ха... Служба, нимĕн тума та çук, акт çырмах тивет, – сумккинчен хут кăларнă май калаçать Ванюк.
Хветуç чĕтрене ерет, тархаслать. Куççульне шăла-шăла илет. Ванюк çырать те çырать.
Çырнипе пуçĕ тӳрленме шутланмасть те, йывăрлансах пырать. Курать, хăраса ӳкнĕ Хветуç ярса пама хăяймасть. Аптранипе хăйĕннех калама тивет.
-Хветуç, юрĕ ĕнтĕ, юхтарнине кура эрехĕ йĕркеллех пулать-и/ Пар-ха кăштах тутанса пăхам.
Хветуç пĕр пысăк куркапа туллиех тултарса парать чĕтрекен аллисемпе.
Ванюк та чĕтрекен аллисемпех куркана аран-аран илсе сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçсе ярать. Хветуç ыйтмасăрах тепре тултарса парать.
Ванюк хăйне самаях ырă пек туя пуçлать.
-Хветуç, сăмакунне питĕ чаплă тăватăн-çке, – мухтать ветеринар-«милиционер». – Юрĕ, пĕррелĕхе каçарăп. Юхтарах. Тĕрĕслерĕм, сăра çеç тăвать-мĕн тесе пĕлтерĕп милицие.
-Вăт, ырă çын, чăн-чăн тивĕçлĕ этем. Татах килсе çӳре, кӳршĕ пек пул, – ăсатать кил хуçи «юсаннă» çынна.
 
: 485, Хаçат: 45 (1394), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: