Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юратнă, савнă ачамсем,
Сире сăмах каласшăн эпĕ.
Каçарăр, ӳснĕ чĕппĕмсем,
Эсир хитре тĕнче илемĕ.
 
Каçарăр чирлĕ аçăра,
Эп упрама хама пĕлмерĕм.
Эсир ялан чунра, юнра,
Тур аллинче шăпаçăм терĕм.
 
Тĕнче пĕтмест эп вилнипе,
Ман чун çаплах-ха сывă пулĕ.
Шур хурăнсем çуркуннепе,
Тен, тăкĕç-çке таса куççулĕ.
 
Эп кĕрĕп сывлăм сулхăнне,
Унта вĕçейĕ сарă кайăк.
Эп килĕп улăх варрине
Ун чунĕпе пĕрлешнĕ майăн.
 
Тĕнче пĕтмест вăл нихăçан,
Эпир вилсен те пурнăç юлĕ.
Хĕвел хăпарĕ тухăçран,
Каçсем, ирсем татах та пулĕç.
 
: 522, Хаçат: 45 (1394), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: