Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн облаçра 2006 çулта вĕрентӳçĕсен Мухтав аллейи уçăлнă. Стендсем çинче 346 сăнӳкерчĕк вырнаçнă. Унта – Социализмла Ĕç Геройĕ, «Халăх учителĕ», «РФ тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вĕрентӳçĕ-сем, облаçри «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурсăн çĕнтерӳçисем.
 
Кашни çулах Мухтав аллейин Хисеп хăми çине иртнĕ вĕренӳ çулне чи лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ учительсен сăнӳкерчĕкне вырнаçтараççĕ. Кăçал çак пысăк чыса – учительсен Мухтав аллейин Хисеп хăми çинче пулма - пирĕн ентеш, Ульяновскри сывлăх енчен хавшакраххисен 26-мĕш интернат шкулти математика вĕрентӳçи Тамара Петровна Ярускина тивĕçнĕ.
Çакна çирĕплетекен ятарлă сертификат панă.
Тамара Петровна Ярускина (хĕр хушамачĕ Стюкова) Чăнлă районĕ-нчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. Çемьери виçĕ ачаран икĕ хĕрĕ пурнăçне педагогикăпа, шăпах математика предмечĕпе çыхăнтарнă. Аппăшĕ И.П. Ятманова Анат Тимĕ-рçен шкулĕнче ĕçлет. Çапла вĕсем амăшĕн çамрăк чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă пуль тесе шутлать Тамара Петровна.
- Анне шкул пĕтерсен Мелекесри пединститута физикăпа математика факультетне заявлени панă. Экзаменсене ăнăçлă тытсан та конкурспа иртеймен. Яла таврăнсан пурĕпĕр шкулта ĕçленĕ - малтан лаборанткăра, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн - библиотекăра. Пире, ачисене, пурнăçланайман ĕмĕчĕ пирки каласа парса хăй сисмесĕ-рех математика учителĕ пулма çул панă. Хам астăвассах эп математика вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтерсен пĕр иккĕленӳ те пулман ман, тӳрех пединститутри физикăпа математика факультетне çул тытнă. 1990-1995 çулсем – вĕренӳри чи телейлĕ вăхăт, - каласа парать педагог.
Дипломлă çамрăк педагога Ульяновск районĕнчи Полдомасово шкулне ĕçлеме яраççĕ. Пĕрремĕш шкул. Пĕрремĕш вĕренекенсем. Пĕрремĕш кун. Пĕрремĕш шухăш: «Ĕçлесси пулмасть пуль!» Çамрăк учителе 5, 7 тата 8-мĕш классене итлеттерме малтанах йывăр пек туйăннă. Анчах ку туйăм вăрăма тăсăлман, цифрăсен вăрттăнлăхĕ, вĕрентӳçĕн хăйнеевĕрлĕ ăнлантарăвĕ вĕренекенсене тыткăнланă. Шел, çулталăк кăна ĕçлет унта Тамара Петровна. Çемье çавăрсан шкултан каять. Хĕр ӳстерет.
- 2001 çулта хамăр пурăнакан вырăнпа чи çывăх шкула суйласа илтĕм. Интернат шкулта чĕлхи, калаçăвĕ аталанман ачасем вĕренеççĕ. Малтан унăн ячĕ те урăхлаччĕ - логопеди шкулĕччĕ. Классенче 12-шер ача, вĕсем шкулти 9 çул программине вунă çул вĕренеççĕ. Ахаль шкулпа танлаштарма йывăр. Тĕллев – ачасене шутлама вĕрентессипе пĕрлех тĕрĕс калаçма хăнăхтарасси. Эп методикăпа педагогика мелĕсене шырама пуçларăм: ачасене тулли хурав пама, ыйтусене тӳрремĕн те, каялла та хуравлама хăнăхтаратăп, ăсра шутлаттаратăп, примерсемпе задачăсене шутланă чухне сăмахпа калаттаратăп. Халь директор çамрăксене ман пата вĕренме ярать. Юлашки сакăр çул шкулти математикăпа естествăлла наукăпа çыхăннă предметсен учителĕсен методика пĕрлĕхне ертсе пынă май хаваспах хам опытпа паллаштаратăп, - каласа парать вăл ĕçĕ пирки.
Т.П. Ярускина вĕрентекен ачасем патшалăх экаменне математикăпа вăтамран «4,5» паллăпа тытаççĕ. Вăл районти, облаçри педагогсемпе директорсем умĕнче паракан уçă уроксем ахаль шкулсенче вĕрентекенсене тĕлĕнтереççĕ. Пĕрремĕш уçă урок хыççăн (ун чухне вăл иккĕмĕш çул кăна, 2-мĕш категорипе ĕçленĕ-ха) ун патне пĕр директор пырать те: «Нивушлĕ эсир 2-мĕш категориллĕ специалист кăна/ Сирĕн ачасем хăвăрт шутлама пĕлеççĕ, кунсăр пуçне мĕнле ĕçленине ăнлантарса пыраççĕ, пĕтĕм правилăна пĕлеççĕ», - тесе тĕлĕнет.
Шел, ахаль шкулсенче ачасенчен правилăсем ыйтмаççĕ, тетрадьсене куллен тĕрĕслемеççĕ, йăнăшсемпе ĕçлемеççĕ. Ятарлă интернат шкулта вара учитель аслă классенче те килти ĕçе, класрине куллен тĕрĕслесе паллă лартать. Йăнăшсене тӳрлеттерет. Çак ачасене тарăн пĕлӳ илме пулăшать.
- Эпир ачасемпе питĕ нумай мероприяти йĕркелетпĕр. Кашни уява – концерт. Ачасем шкултах тĕрлĕ кружоксене çӳреççĕ, кĕçĕн классем шкултах пурăнаççĕ. Вĕсемпе уйрăмшарăн логопед ĕçлет. Ачасем шкула питĕ юратаççĕ, вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те шкула туртăнать. Учительсен кунĕ тĕлне унччен хам класс ертӳçи пулса кăларнă ачасем пухăнаççĕ, чечек çыххисем парнелеççĕ, - тăсăлать калаçу.
Татьяна Петровнан алли те ăста. Дмитрий Егорович мăшăрĕпе уйрăм çуртра пурăнаççĕ. Вăл хĕрăрăм ĕçне кăна мар, арçын ĕçне те лайăх пĕлет: кирпĕч те хума пултарать, пуртă та аллинче вылять. Алĕçне те пултарать вăл – çыхать, çĕлет.
 
: 657, Хаçат: 46 (1395), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: