Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, ăна йĕркелесе яракансенчен пĕрин, халĕ УлПУ президенчĕн ĕçĕнче вăй хуракан техника ăслăлăхĕсен докторĕн Юрий Вячеславович Полянсков профессорăн ятне пĕлменни çук та пулĕ пирĕн тăрăхра.
Чăнлă районĕнче пурăнакан аслă ăрури ветарансем унăн ашшĕне те лайăх астăваççĕ-ха. Çапла, Вячеслав Алексеевич Полянсков иртнĕ ĕмĕрти аллăмĕш çулсен вĕçĕнче Пухтел районĕн КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Районăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи экономика аталанăвĕ унăн ячĕпе тӳрремĕнех çыхăннă. Каярах унăн халăхпа ĕçлес пултарулăхне шута илсе ăна КПСС обкомĕн иккĕмĕш секретарĕн вырăнне шанса панă.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула хăй вăхăтĕнче ăна çилĕ тытса пурăнакансем те тупăннă. Çавна май унăн таса ячĕ пĕр хушă тивĕçсĕр манăçа тухма пуçланă.
Телее, тĕрĕслĕх епле пулсан та сиксе тухать. Халĕ пуçарулăх ушкăнĕ патшалăх шайлă ертӳçĕн таса ятне тавăрас тĕллевпе ĕçлеме тытăннă. Вĕсем асилӳ кĕнеки çырса В.А.Полянсковăн таса ятне тавăрас тĕллев лартнă. Пулас кĕнеке авторĕсем хăй хыççăн йĕр хăварнă çынна астăвакан ветерансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Çак тĕлпулу чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти музей çуртĕнче иртрĕ.
Калаçусене В.А. Полянсковăн ятлă-сумлă ывăлĕ Юрий Вячеславович профессор тӳ-рремĕн хутшăнни тĕлпулу пĕлтерĕшне уйрăмах ӳстерчĕ.
УлПУ президенчĕ, техника ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Полянсков профессор Анатолий Юман поэта А.С.Пушкинăн «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи сăнарсене калăпласа кăларнă сувенир парнелерĕ. Ку вăл – аякри Цейлонра çитĕнтернĕ хура чей. Сăмах май каласан 85 çула кайнă чăваш поэчĕ халĕ профессорăн ашшĕ В.А. Полянсков ĕçлесе пурăннă хваттерте пурăнать.
 
: 131, Хаçат: 46 (1395), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: