Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Этемлĕх историйĕнче вышкайсăр ĕçсем тунă улăпсене асăнасси – чĕррисемшĕн сăваплăран та сăваплă тивĕç.
Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн пĕтĕм пурнăçне халалланă Аслă Вĕрентекенĕмĕре И.Я.Яковлева чысласа юлашки вунăçуллăхра икĕ палăк – Чĕмпĕрте тата Тутарстанри тăван ялĕнче – çĕкленĕ. Астăватăп-ха 2006 çулта юпа уйăхĕ-нче Чĕмпĕрти чи илемлĕ урамсенче пĕринче Патриарх палăкне чаплăн уçнине. Пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн пысăк пулăмпа кĕрсе юлчĕ вăл. Çур ĕмĕр ытла ĕçлесе пурăннă хулара ĕмĕрлĕх канлĕх тупма ĕмĕтленнĕ Иван Яковлевич, анчах та шăпа ăна Раççейĕн тĕп хулине ачисемпе мăнукĕсем патне çул тытма пӳрнĕ. 1921 çулта яланлăхах сывпуллашнă вăл хăй чун панă сăпкапа – Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе. Мускавра Аслă Вĕрентекенĕмĕр 9 çул пурăннă, ун патне нумай-нумай чăваш пырса çӳренĕ. 1930 çулхи юпан 23-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă Иван Яковлевич. Ăна Ваганьково масарне пытарнă. Унăн вилтăпри çине эпир час-часах пуçтарăнатпăр, вăл çуралнă кунхине тĕп хулара Чăваш чĕлхи кунне чаплăн уявласси ырă йăлана кĕнĕ. Улăпа чысласа палăк пирки тахçанах калаçу, сас-хура çӳретчĕ, тинех пăр тапранчĕ. Мускаври чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертӳçи А.И.Григорьев хаваспах çĕнĕ хыпарпа паллаштарать.
- Раççей тĕп хулинче И.Я.Яковлев палăкне уçма тахçанах ĕмĕтленеттĕмĕр, тивĕçлĕ органсене пĕрре çеç мар çырупа тухнă. Тинех ентешĕмĕрсемшĕн паха хыпар: Мускав хула Думи пирĕн сĕнĕве ырларĕ, Раççей тĕп чĕринче пирĕн Патриарх палăкĕ çĕкленĕ. Палăк И.Я.Яковлев ячĕллĕ скверта пулать. Тивĕçлĕ органсем хăйсем сквер уçма сĕнчĕç, ку пирĕншĕн икĕ хут çĕнтерӳ. Проект хатĕр, палăк авторĕ – В.Нагорнов скульптор, архитекторĕ – В.Филатов. Палăк хула варринче, Раççей Президенчĕн Чăваш Республикин представительствинч ен (Большая Ордынка урамĕ, 46-мĕш çурт) инçе мар, юнашарах темелле. Тĕп хулара пурăнакансем кăна мар, Мускава килекенсем те Патриарх палăкĕ патне пуç тайма килĕç. Укçа-тенкĕ ыйтăвне те татса парăпăр, халăх нимипе те усă курма тиветех. Кашни чăваш хăйĕн тӳпине хывтăр. Чи пахи – тĕнчери чи илемлĕ хуласенчен пĕринче – Мускавра чăваш çыннин палăкĕ уçăлать. Çакна И.Я.Яковлев тивĕçлех! – тет Анатолий Иванович.
Çапла, ырă хыпар утпа çӳресе чуна хăпартлантарать, уйрăмах чĕмпĕрсемшĕн. Аслă Вĕрентекенĕмĕр пĕтĕм пурнăçне хăй уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулне халалланă-çке.
 
Мускав хули.
 
: 226, Хаçат: 46 (1395), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: