Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра вунă çул ытла чăвашсен авалхи Кĕрсăри уявне ирттереççĕ. Унччен ăна «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев йĕркелетчĕ. Иртнĕ çул Кĕрсăри регионсен шайне те çитнĕччĕ, сăра вĕретсе килсе конкурса хутшăнакансем Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшелĕ-нчен те пурччĕ.
 
Кăçал пĕрремĕш хут уяв облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вăйĕпе пулчĕ.
Кĕрсăрие илем кӳме Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи «Валинкке» халăх ушкăнĕ килсе çитрĕ. Çаплах вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем – Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Укăлча» тата Ульяновскри «Палнай», Шупашкартан килнĕ эстрада артисчĕсем Людмила Семеновапа Михаил Ăраскал чăваш уявне пуçтарăннă халăха савăнтарчĕç.
Кĕрсăри «Губернаторский» Культура керменĕн фойинче пуçланчĕ. Ентешĕмĕрсене вырăнти ансамбльсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Купăс сассине илтсен нумайăшĕ вырăнта чăтса тăраймарĕ, ташша çаптарчĕ.
Сăра вĕретсе килсе конкурса хутшăнакансем çиччĕн пулчĕç: виççĕшĕ Чăнлă районĕнчен - Елена Трофимовна Парамонова (Кунтикав), Елизавета Григорьевна Улюкина (Садки), Зинаида Михайловна Моисеева (Садки), Ульяновск хулинчен – Елена Леонтьевна Уресметова, Моисей Семенович Гордеев, Ульяновск районĕнчен - Инесса Юрьевна Лапшина (Тимирязевка), Галина Николаевна Галкина (Ишевке). Вĕсем сăрапа пĕрлех хаклă хăна-вĕ-рлене кĕтнĕ пекех сĕтелсене майларĕç, чăваш тумне тăхăннă хуçасем пынисене тĕрлĕ апат-çимĕçпе хăналарĕç. Чăваш уявне пынă ентешĕмĕрсене çаплах Чăваш Республикинчи «Букет Чувашии» фирма та хăйĕн сăрипе сăйларĕ.
Конкурса хутшăннисен пултарулăхне жюри членĕсем хакларĕç – УОЧНКА председателĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Бабайкин, облаçри нарколог Анатолий Садюхин, халăхсен культурисене аталантарса çĕнетекен центрăн чăваш культури пайĕн пуçлăхĕ Ираида Гаврилова, УОЧНКАн Засвияжски тата Чукун çул районĕсен уйрăмĕсен председателĕсем Анатолий Сайдяшевпа Владимир Буяндуков, Виссарион Грибов усламçă.
Уява йĕркелекенсем сăра ăстисене вырăнсем парса хакламарĕç, мĕншĕн тесен кашни хăйне майлă тăрăшнă. Хăшĕсене уйрăммăн палăртас килет: Зинаида Моисеевапа Елизавета Улюкина чăваш тĕррин тата чăвашсен авалхи тумĕн куравĕсене йĕркелерĕç* Инесса Лапшина сăра вĕретме ятарлă сортлă урпа туяннă, ăна хăй шӳтерсе шăтарнă, типĕтсе авăртнă, кайран сăра вĕретнĕ. Кукамăшĕпе асламăшĕн ăсталăхне амăшĕ вĕрентнипе малалла тăсать. Сăра вĕретес ĕçе - малтан пуçласа вĕçне çитиччен – хăй аллипе тăвать.
Жюри чăваш хĕрарăмĕсемпе чăн-чăн арăн ăсталăхне номинацисемпе палăртрĕ - чи кăпăклă, чи хăмлаллă, чи пылак, чи техĕмлĕ, чи çăра сăра. Çаплах жюри хакланă чухне сĕтел пуянлăхне, илемлĕхне тата хуçин тараватлăхне шута илчĕ.
Кашни конкурсант УОЧНКА хатĕрленĕ хаклă парнене, «Букет Чувашии» фирма япалисене тата номинаципе палăртнă диплома тивĕçрĕ.
Концерт программин тĕп шăнăрĕ «Валинкке» халăх ушкăнĕн пултарулăхĕ пулчĕ. Вирьял чăвашĕсем хăйсен культурине туллин кăтартса пачĕç: ташшин хăйнеевĕрлĕхне, туй, хăна кĕтсе илмелли йăли-йĕркине, вырăнти халăх юррине. Фольклоршăн тунсăхланă куракансем элĕксен кашни номерне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
- Вирьял чăвашĕсем анатри чăвашсем патне килсе çакăн пек пысăк керменте хăйсен культурипе паллаштарни хальччен историре пулман. Эпир, Ульяновск облаçĕн делегацийĕ, вĕсен пултарулăхĕпе пĕрремĕш хут Крымри Акатуйра паллашрăмăр, Элĕк район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕпе пĕр-пĕринпе çыхăнусем йĕркелесси пирки калаçса татăлтăмăр. Пĕрремĕш утăма эпир, чĕмпĕрсем, турăмăр – Садки ялĕнчи Е.Н. Лянкина ертсе пыракан «Укăлча» ансамбль Элĕке çитсе концерт пачĕ. Çыхăнăва халĕ «Валинкке» çирĕплетрĕ, - терĕ УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев.
Вăл элĕксене Чĕмпĕр чăвашĕсенчен парнесем пачĕ, ушкăнăн пултарулăх ертӳçине Светлана Соколована, Элĕкри Культура керменĕн директорне Иван Никифорова – Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Тав çырăвĕсене «Укăлчапа» «Палнай» ансамбльсен ертӳçисем те тивĕçрĕç.
Хăнасем те парнесĕр килмен. Вĕсем Наци ялĕнчи чăвашсен кил-çурт таврашĕнчи музее хăйсен тăрăхĕнчи чăваш кĕпипе саппунне тата сăмавар парнелерĕç.
УОЧНКА йĕркеленипе Кĕрсăри Наци ялĕнчи хăна пуçтармалли залра тăсăлчĕ.
 
: 136, Хаçат: 46 (1395), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: