Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Мĕнле вăхăтлă çитрĕн, ывăлăм, паян ирех газ баллонĕ пушанчĕ. Чей те вĕретсе ĕçейместĕп. Ĕлĕк мĕнле пурăннă-ши/ – сывлăх суннă-сунман хăйĕн нушине каласа пама тытăнчĕ амăшĕ ывăлне.
- Витя тетӳсем умĕнче лаша тăрать, кайса калаçса пăх-ха, тен, тулли газ баллонне илсе килме хăй те пулăшĕ. Хальччен итлекенччĕ-ха вăл мана, - малалла калаçрĕ вăл.
Ывăлне, инçе çултан килсе çитнĕскере, тӳрех вĕри чейпе кукăль çитерме май пулманнишĕн кулянчĕ.
Хăçан итлемен вăл амăшĕн сăмахне/ Тумне хывмасăрах Витя тетĕш патне çул тытрĕ вăл. Лешĕ хăйне мĕншĕн чăрмантарнине ăнланчĕ çеç мар, амăшĕ каланă пекех, пĕр сăмахсăрах пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ – баллон паракан пункта пĕрле пыма килĕшрĕ.
Икĕ арçын тăвалла çул тытрĕ. Çумăр çуса кайнă пулсан та вĕсем кирлĕ çĕре хăвăрт çитрĕç.
Мĕн чул халăх кунта! Калăн, кашнин пĕр кунта газĕ пĕтсе кайнă! Черет çитсен пĕр баллонне хутăмăр та кил енне хускаласшăн тăраттăмăр çеç:
- Витя тете, тархасшăн, çула май манăнне те киле кӳртсе хăвар-ха - иртенпех паян кунта тăратăп вĕт, - тархасларĕ пенсие кайнă пĕр хĕрарăм.
- Сирĕн пеккисене пула ман кунта килес те килмест çав. Яланах кама та пулин пулăшмалла. Курмастăр-и, çул начар/ Лашана питĕ йывăр. Юрĕ ĕнтĕ, эппин, анчах та эсир çуран анатăр. Эпир çитнĕ тĕле хапхуна уçса хур. Пирĕн вăхăт питĕ сахал, - çак сăмахсене каласа килĕшрĕ вăл.
Хускалтăмăр. Хĕрарăм маларах утрĕ, эпир ун хыççăн. Çула кĕскетнĕ хушăра мĕн кăна каласа вăрçмарĕ-ши Витя тете хăйне «чăрмантаракана»/ Урамри йытăсем те шикленсе вĕрме хăймарĕç çав хушăра, чăх-чĕп таçта тарса пытанчĕ, лашан хăлхи хĕрелсе усăнса анчĕ.
- Мĕншĕн эсир кун пек хытă вăрçăнатăр/ Пирĕншĕн çула май кăна вĕт, - сăмах хушрăм эп хытă тĕлĕннипе. Çапла майпа арçынла мар хăтланнин тупсăмне пĕлесшĕн пултăм.
- Э-э, эсир пĕлместĕр, çамрăксем! Çула майшăн сана тепĕр чухне тавтапуç тесе те каламаççĕ. Сăмах хушсан хирĕç усал чĕлхепе кастарнине те илтме тӳр килет тепĕр чух. Вăхăт та иртет, ĕçĕ те хушăнать. «Пысăк тавтапуçшăн» тумалла-и çакна/
Çитес çĕре туххăмрах çитрĕмĕр. Чăнах та хапхине те уçса хунă. Каланине веçех итленĕ.
Газ баллонне кĕртсе хутăмăр кăна хапхаран – пулăшу ыйтакан хĕрарăм саппун айĕнчен пĕр кĕленче çутă шĕвек кăларса та тыттарчĕ.
Çулташăн кăмăлĕ тулчĕ пулин те савăнăçне мана систересшĕн пулмарĕ вăл. Унăн хăйĕн саккунĕ. Çавăнпа пурăнать вăл – «пысăк тавтапуç!» тенипех çырлахасшăн мар. Ăна куншăн вăрçма та, ятлама та ирĕкĕм çук манăн. Лаши – унăн. Ялта вара пулăшушăн тĕмсĕлекен çынсем самай. Хăшĕсем йывăр тиеве, чăнласах та, çула май çитерме ыйтаççĕ пулас.
...Анне те хытă савăннипе Витя тетене тутлă чей ĕçтермесĕр ямарĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 575, Хаçат: 46 (1395), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: