Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1-мĕш вариант
Чикрен чике юртать шурă пурсуй
Шурă кайăк йĕрне йĕрлесе.
Ялтан яла çӳрет сарă каччă,
Савнă сарă хĕрне шыраса.
Манăн минтер çемçе пуç хума,
Çинçе тута аван чуптума.
 
Аслă çул хĕринчи чĕп курăкне
Пичеври лашисем таптаççĕ.
Йăмăкçăм-йăмăкçăм, хаклă йăмăк,
Сана таври ялсем мухтаççĕ.
Уртăш йывăçран пулать кăранташ,
Çичĕ ютран пулать хурăнташ.
 
Вуник урапаллă, ай, капанне
Кăçалхи çул çапас теменччĕ.
Выçлăх çулсем килчĕç, ай, çапрăмăр,
Выçлăх çулсем килчĕç çапрăмăр.
 
Йăмăкçăм-йăмăкçăм, хаклă йăмăк,
Кăçалхи çул парас теменччĕ.
Турă çырни тухрĕ,ай, патăмăр.
Турă çырни тухрĕ патăмăр.
Ах, миленька, люблю эп сана,
Ĕмĕр ирттересчĕ санпала.
 
Тăп-тăваткăл пахча, улма пахчи,
Йĕсĕм çырли ăçта ӳсет-ши?
Куç харшисем хура, куçсем çăлтăр,
Кам телейне пăхса ӳсет-ши?
Ан ӳк, Ванькка, йĕнерлĕ ут çинчен,
Суйласа ил ушкăн хĕр çинчен.
 
2-мĕш вариант
Касаççĕ, касаççĕ шурă хурăн,
Касаççĕ те шыва ,ай, яраççĕ.
Саваççĕ, саваççĕ сарă хĕрне,
Саваççĕ те юта ,ай, яраççĕ.
Ай-хай, савнă тусăм,
Мăкăнь чечек.
Тăваттăн ларса транттас авăнмасан
Тăранттас та тесе, ай, калас мар.
Куçран куçа пăхса йăл кулмасан,
Савнă тус та тесе, ай, калас мар.
Ай-хай, савнă тусăм,
Мăкăнь чечек.
 
Йăранĕ-йăранĕ ешĕл сухан
Хăш вăхăтра шурса, ай, кайрĕ-ши?
Ай-хай вылянисем, ай, кулнисем,
Хăш вăхăтра иртсе, ай, кайрĕç ши?
Вăрманти çăканăн хăвăлĕ пур,
Юрлакансен ташлас кăмăлĕ пур.
 
Туй такмакĕсем
Юман-и сирĕн урай,
Çăка-и сирĕн урай?
Эп ташлама тухсассăн
Чăтаять-и сирĕн урай?
 
Вăйçă, сан купăсу çине
Лента хума юрать-и?
Эс каланă кĕвĕпе
Ман ташлама юрать-и?
 
Шап-шурă купăста
Эпир ташша пит ăста.
Ташламасан, юрламасан
Пире кунта намăс та.
 
Шурă тутăр паттис мар,
Паттисран та кая мар.
Эпир ташша тухсассăн
Артистран та кая мар.
 
Хăтан йытти пур иккен,
Сăнчăрта вĕрет иккен.
Кĕрĕвĕн тусĕ пулнă иккен,
Пăлтăрта йĕрет иккен.
 
Купăс кĕвĕ кăларать
Купăс пĕрми саланать.
Кĕçĕр савни авланать,
Мана пĕччен хăварать.
 
Тăпăр-тăпăр ташлар-и?
Урай хăмине хуçар-и?
Эпир тепре килнĕ çĕре
Çĕнĕ туса хуччăр-и?
 
Мана савни тиркерĕ,
Тирĕк мунчали терĕ.
Хайхи савни авланчĕ те
Урай мунчали илчĕ.
 
Хирте тăман пит вăйлă,
Ял хушшинче мĕнле-ши?
Эпир кунта пит аван,
Хăвăр килĕрте епле-ши?
 
Чăнлă районĕ,
Аслă Нагаткин.
 
: 1767, Хаçат: 44 (1136), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: