Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çулхи чӳк уйăхĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей уçăлнăранпа 25 çул çитет. И.Я. Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштаракан музей «Родина В.И. Ленина» музей-заповедник йышне кĕрет.
 
Иван Яковлевич Яковлев (1848 – 1930) – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пултаруллă педагог, чăваш алфавитне çыраканĕ, пĕрремĕш букварь кăлараканĕ, халăх йăли-йĕркипе юрри-кĕ-ввине пуçтараканĕ, историкĕ, этнографĕ, чăваш чĕлхипе тухнă пĕрремĕш учебниксен авторĕ, вырăс произведенийĕ-сене чăвашла куçараканĕ. И.Я. Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулне – чăваш халăх историйĕнчи пĕрремĕш наци шкулне, халăха вĕрентекенсене хатĕрлекен заведение - йĕркелесе яраканĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче чăвашсем кăна мар, вырăссем, тутарсем, мордвасем, марисем пĕлӳ илнĕ. 1917 çул тĕлне ку вĕренӳ заведени 1200 учитель хатĕрлесе кăларнă. Вĕсем вырăс мар халăхсене çутта кăларас ĕçре пысăк тӳпе хывнă. Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернисен хушшинче çакăн пек паллă çынсем: К.В. Иванов, Ф.П. Павлов, С.М. Максимов, И.С. Максимов-Кошкинский тата ыттисем.
1985 çулта «Родина В.И. Ленина» патшалăх историпе мемориал заповедникне йĕркеленĕ хыççăн И.Я. Яковлев музейĕ пирки те ыйту çивĕч тухса тăрать.
Ульяновскри КПСС обкомĕн тата облаçри Халăх депутачĕ-сен ĕçтăвкомĕн 1985 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Чĕмпĕр чăваш шкулĕн «çӳлти» – хĕрарăмсен уйрăмĕ вырнаçнă, И.Я. Яковлевсен çемйи 1885-1922 çулсенче пурăннă – çуртĕнче музей уçма палăртаççĕ. Çемьен мемориал хваттерĕпе пĕрлех иккĕмĕш хутра учительсен шкулĕпе çыхăннă документсен экспозицине вырнаçтарма палăртаççĕ. Çав тĕллевпе В.И. Ленин музей-заповедникăн ĕçченĕсем пысăк шыравпа тĕпчев ĕçĕ туса ирттереççĕ.
1986-1988 çулсенче музей фончĕ валли Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историне çутатакан 500 ытла материал тупаççĕ. Вĕсем хушшинче – вĕренӳ пособийĕсем, учебниксем, преподавательсемпе вĕренекенсен сăнӳкерчĕкĕсем, çав шутра И.Я. Яковлевăн харпăр хăй архивĕнчи материалсем, чăн документсемпе вĕсен копийĕсем.
И.Я. Яковлев хваттер-музейĕ валли материалсем пуçтарнипе пĕрлех «çӳлти» çуртра юсав ĕçĕсем те пынă. Реставраци ĕçĕсене архив докуменчĕсене тĕпе хурса, сăнӳкерчĕксем тăрăх тунă. Çак пысăк ĕçе хутшăннă мĕнпур организацисен тăрăшуллă ĕçне пула 1985-1991 çулсенче комплексри çуртсене юсаса пĕтернĕ, çав шутра музей çуртне те.
Историпе культура палăкне сыхласа хăварас тĕлĕшпе тата унăн историллĕ пĕлтерĕшне çухатас мар тесе Чĕмпĕр чăваш шкулĕн хăш-пĕр çуртне Ульяновскри культура училищине вырнаçтарма шутлаççĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕнче вырнаçнă чиркĕве 1992 çулта Ульяновск епархине куçараççĕ. Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă храм паянччен ĕçлет.
Чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри – комплексăн «çӳлти» корпусĕнчи Яковлевсем пурăннă хваттерне шалтан унчченхи пек тăвасси пулнă. Çакна пурнăçлама сыхланса юлнă çырусемпе сăнӳ-керчĕксене нумай тишкернĕ. И.Я.Яковлевăн мăнукĕсемпе – Е.А. Некрасовапа тата И.А.Яковлевпа – çӳретнĕ çырăвĕсемпе калаçăвĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вĕсене тĕпчесе тата документсенчи кăтартусемпе танлаштарса пӳлĕм мĕнле вырнаçнине, сĕтел-пукан епле ларнине пĕлнĕ. Музея пуян та чăн экспозицисемпе пуянлатма Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Н.Г.Краснов нумай пулăшнă. Çапла 1993 çул тĕлне виççĕмĕш хутри ултă пӳлĕмрен виççĕшне йĕркене кĕртнĕ – апатланмалли, хăнасен тата И.Я. Яковлевăн ĕç пӳлĕмĕсене.
Малашнехи çулсенче патриархăмăрăн мăшăрĕн, шкулти хĕрачасен уйрăмĕн заведующийĕн Екатерина Алексеевнан, çывăрмалли тата хăнасене кĕтсе илмелли пӳлĕмĕсемпе ĕçленĕ. Ача-пăча пӳлĕмĕсенче Яковлевсен ачисем çинчен калакан тата патриархăмăрăн юлашки кунĕ-семпе çыхăннă документсен экспозицине вырнаçтарнă.
Яковлевсен хваттерĕ виççĕмĕш хутăн пĕр пайне кăна йышăннă. Тепĕр пайĕнче хĕрачасен уйрăмĕ – вĕренмелли классем, çывăрмалли пӳлĕ-мсем тата наставницăн пурăнмалли вырăнĕ – пулнă. Кайран музей сотрудникĕсем ку пайĕнче вĕренӳ класĕ тунă. Унта шкулта вĕренекенсем хăйсем тунă партăсем лараççĕ, вĕренӳ пособийĕсемпе учебниксем, таблицăсем тата вĕренмелли ытти хатĕр-хĕтĕр пур.
2003 çулта «Культура и быт чувашей Симбирского края конца XIX – начала XX века» этнографи экспозицийĕ уçăлнă. Вăл Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен пурнăçне пур енĕпе те кăтартса парать. Çав вăхăтра Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренекенсен пурнăçне те. Çаплах экспозици И.Я Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕнчи пĕр енне, шкулта этнографи музейне епле йĕркеленнине кăтартса парать.
Этнографи экспозицийĕ икĕ пайран тăрать, икĕ пӳлĕмре вырнаçнă. Пĕрремĕшĕнче чăваш халăхĕн историне уçать, тĕп алĕçĕсене, тумне, капăрлăхне кăтартса парать. Музей ĕçченĕсем ХIХ ĕмĕрти чăвашсен çурт-таврашне пуçтарнă.
2009-2010 çулсенче çĕнĕ документлă экспозици уçассипе ĕçсем пынă. Вăл Яковлевсен тăхăмĕпе çыхăннă, ачисен тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен малашнехи пурнăçĕпе паллаштарать.
2015 çулта музейра «История Симбирской чувашской школы» экспозици уçăлать. Тĕрĕссипе, ăна 1991 çултах уçма палăртнă пулнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – Чĕмпĕр чăваш шкулне йĕркеленин историне кăтартасси. Вăл иккĕмĕш хутăн пĕр пайне йышăнать. Унччен кунта вĕренмелли классем пулнă. Экспозицие хатĕрленĕ май музей сотрудникĕсем Чăваш тата Тутар Республикисен, Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕсенчи документсемпе усă курнă.
Эпир экскурсисем кăна ирттерместпĕр, куравсем, уявсем, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр, конференцисене хутшăнатпăр, ăслăлăх командировкисене тухса çӳретпĕр. Музейра ĕçленĕ тата паян вăй хуракан çынсем пирки каласа хăварас килет: пĕрремĕш заведующийĕ А.А. Пономарева, ăслăлăх ĕçченĕсем – Е.В. Садовник, И.Н. Павлова, Г.И. Лепешкина, Р.В. Макарова, О.Ф. Краснова, Е.Е. Солдатенкова, С.А. Борисова, О.М. Арагилян.
«Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев хваттерĕ» музей Ульяновскри музейсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Пирĕн сотрудниксемпе туссен 25 çул хушшинчи кулленхи ĕçĕ И.Я. Яковлевăн ятне ĕмĕрлĕхе упрас тата Раççей историнчи чи паллă страницисене сыхласа хăварас çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ.
 
: 93, Хаçат: 46 (1395), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: