Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри шывсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетме ыйтнă.
Регионти пушар хăрушлăхĕнчен, инкекрен сыхлассипе тата хăтарассипе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче мĕнле мероприятисем ирттерессине палăртнă.
-Часах шывсем пăрпа витĕнмелле. Кĕпĕрнаттăр пирĕн ума тĕллев лартрĕ: регионта пурăнакансене (уйрăмах ачасене) пăр çине тухма чарасси. Ку ĕçе ятарлă тытăмра ĕçлекенсене çеç мар, общественноçа тата ашшĕ-амăшне явăçтармалла,- тенĕ кĕпĕрнаттăр администрацин обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕ Александр Мурашов.
Ку тĕллевпе канмалли тата уяв кунĕсенче шыв хĕррине хурал çирĕплетес пулать. Ку ĕçе пĕчĕк кимĕсем çинче ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсене тата çăлавçăсене шанса памалла. Çаплах облаçри районсенче те шыв урлă каçма юраман вырăнсене палăртмалла,- тенĕ кĕпĕрнаттăр администрацин хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Евгений Платов.
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал шыври инкексен шучĕ 7 процент чакнă, вилекенсен – 3 процент.
Инкек сиксе тухсан шăнкăравламалли телефонсем:
-112, 102 – оперативлă службăсем*
- 01- пушар сӳнтерекенсем тата çăлавçăсем*
- (8422) 42-29-60* 42-29-80* 02 – полицин дежурнăй пайĕ*
- 03 – васкавлă пулăшу.
 
: 643, Хаçат: 46 (1395), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: