Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Александровна Щербакова (Казакова) учительсен йăхĕнчен. Хăй те нумай çул Каша шкулĕнче ачасене пуçламăш класра пĕлӳ панă.
Ашшĕ, Александр Федорович Казаков, 1939 çулта Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван шкулĕнче вăй хунă. Амăшĕ те, Надежда Михайловна, Буденновкăри шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Щербаковсен аслă хĕрĕ те педагог.
- Анне пирĕн ир çĕре кĕчĕ, 48 çултах. Эпир, пилĕк ачи, тăлăха юлтăмăр – виçĕ студент. Эпĕ 17 çулта, Çинкĕл педучилищинче 2-мĕш курсра вĕренетĕп. Икĕ тете – политехника университетĕнче, пĕри 2-мĕш, тепри 4-мĕш курсра. Кĕçĕн шăллăм аннерен 13 çулта юлчĕ. Асли кăна Ульяновскра ĕçлетчĕ. Çав тери йывăр самантсем. Чирлекен аннене пульницара пăхма атте икĕ эрнелĕхе мана вĕреннĕ çĕртенех чĕнсе ячĕ. Çĕнĕ çул умĕн хăйĕн ĕçĕ нумайччĕ. Атте январĕн пĕрремĕшĕнче ирпе мана пульницара улăштарчĕ, анне кăнтăрла тĕлĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç вĕсем. Вилес умĕн те анне аттене курмасăр çут тĕнчерен уйрăлман, - халĕ те шывланать Лидия Александровнан куçĕ.
Амăшĕсĕр юлнă ачана хăр тăлăх тенĕ ĕлĕкрен чăвашсем. Аннесĕр юлсан çынна пулăшса, хăват парса тăракан темле курăнман çип татăлнăн туйăнать, чун пушанать. Мĕнле йывăр пулсан та Лидия професси илет. Политехника институтĕ-нче иккĕмĕш курсри тетĕшĕ кăна вĕренме пăрахса салтака каять. Кайран карьерине çар ăсталăхĕ-нче туптать.
Диплом илсен Лидия Александровнана Чăнлăра вырнаçнă облаçри суккăрсемпе начар куракан ачасен ятарлă интернат шкулне ĕçлеме яраççĕ. Воспитателĕн ĕç кунĕ вăрăм пулнă: ирпе ачасене вăратса, çăвăнтарса, çитерсе, кăнтăрла уроксем тутарса каçпа 22.00 сехетре çывăрма вырттаричченех интернатра пурăнакансемшĕн явап тытнă. Ачасемшĕн амăшĕ те, ашшĕ те пулнă.
- Ĕçлеме вырнаçсанах пире, çамрăк специалистсене, чи малтан темиçе эрне Брайль шрифчĕпе вулама вĕрентрĕç. Унсăрăн ачасене урок тума пулăшаймастăн вĕт, мĕн çырнине те тĕрĕслейместĕн. Пурăнмалли вырăн та пурччĕ, интернат çумĕнчи учительсен икĕ пӳлĕ-млĕ хваттерне вырнаçтарчĕç. Икĕ çул ĕçлерĕм унта. Ĕçĕ йывăрччĕ, укçи пĕчĕкчĕ. Çамрăкăн вара тумланас та килет, хырăмĕ те выçать. Хулана кайма шутларăм. Ун чухне заводсенче пысăк укçа илеççĕ. Механика заводĕнче 5 çул тăрăшрăм. Ачасемсĕр тунсăхлаттăм, - аса илет вăл çамрăклăха.
Çак вăхăтра Лидия Казакова пулас мăшăрĕпе, Алексей Владимирович Щербаковпа, паллашать. Кашара пурăнса вырăнти хуçалăхра водительте ĕçлекен каччăпа часах çемье çавăраççĕ. Декрета тухсан вара çамрăк хĕрарăм та Ульяновскран мăшăрĕн ялне куçса килет. Çулталăк ытларах декретра ларсан ялти ача садĕнче вырăн тупăнать. Лидия Александровна воспитатель ĕçне пуçăнать. Вăл вăхăтра ушкăнсенче 28-шар ача пулнă, пĕр сменăпа – ирпе саккăрта тытăнса каçпа улттăччен – вăй хунă. Пĕр кун кăна каннă. Кашни шăпăрлана тимлĕх уйăрнă. Чи йывăрри вара воспитательшĕн ĕç мар, тутар чĕлхине пĕлменни пулнă. Заведующий та, ытти ĕçлекенсем те, ачисем те пурте тутарла калаçнă. Пухусене те тутарла ирттернĕ. Ачасемпе ĕçлеме Лидия Александровнана ушкăнри вырăсла пĕлекен учительсен ачисем пулăшнă, чăн-чăн тăлмачăсем пулнă. Вĕсем ыттисем мĕн каланине воспитателе вырăсла куçарса панă, аслин сăмахне ачасене тутарла пĕлтернĕ. Кайран Лидия Александровна хăй те тутарла вĕреннĕ.
Вăл вăхăтри пурнăçĕ çăмăл пулман çамрăк хĕрарăмăн. Иккĕмĕш ача, ывăл, çуралсан вăл вунă уйăхранах ĕçе тухнă. Пĕр вăхăтра икĕ ачине пĕрле садика илсе çӳренĕ. Çулĕ çывăх мар, асфальт çук, пылчăк. Пĕрне çавăтнă, теприне ĕнсе çине лартнă.
Çамрăксем хунямăшĕ хуняшшĕ-пе пĕрле пурăннă пулин те вĕсем пурте ĕçленĕ. Мăшăрĕ килне çывăрма кăна килнĕ – ялан ĕçре.
- Кайран Тутар Каши шкулĕнче вырăн пушанчĕ. Хамăн юратнă ĕçе куçрăм, пуçламăш классене вĕрентме пуçларăм. 2011 çулччен питĕ туслă та интереслĕ коллективра ĕçлерĕм. Шутсăр юрататтăм хам ĕçе, ачасене. Юлашкинчен тăваттăмĕш класран кăларнă ачасем халĕ те киле килсе çӳреççĕ. Кун сиктерсе тенĕ пек кĕрсе тухаççĕ. Çакăншăн питĕ савăнатăп. Те юлашки çул ĕçленипе – хам та вĕсене çав тери çывăха хураттăм. Интереслĕ, манăн чи пĕрремĕш класра вĕреннисен ачисем юлашкинчен кăларнă класа лекрĕç. Тĕслĕхрен, Татьяна Николаевна Альшейкина эп пĕрремĕш çул вĕрентнĕ класраччĕ. Халь хăй те шкулта ĕçлет. Унăн ывăлĕ – эп кăларнă юлашки класран. Кун пеккисем темиçе. Хам çырма, вулама, шутлама хăнăхтарнă ачасем аслă пĕлӳ илсе паян пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тунипе, лайăх ĕçре ĕçленипе савăнатăп, вĕсемпе мухтанатăп. Эпĕ яланах ачасемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе туслă пулнă. Халĕ те тĕл пулсан аслисем ачисен çитĕнĕвĕсем пирки каласа параççĕ, - тет вĕрентекен савăнса.
Щербаковсем икĕ ача çитĕ-нтернĕ. Аслă хĕрĕ Светлана амăшĕ çулĕпе кайнă, педуниверситетра вĕренсе тухнă, филолог, Ульяновскра пурăнать.
Алексей ывăлĕ Мускавра пурăнать. Менеджерта ĕçлекен каччă мĕнпур пушă вăхăтне спорта парать. Вăл марафон, çурма марафон чупассипе нумай хутчен чемпион ятне илнĕ. Раллисене те хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Кăçал Хусанта профессиллĕ спортсменсемпе те ăмăртса пăхнă. Алексей халĕ триатлонпа та тренировкăсем ирттерет. Пĕлтĕр триатлон ăмăртăвĕнче лайăх результатсем кăтартнă. Щербаковсен килĕнче ывăлĕн нумай награди çакăнса тăрать.
Çакна та каламалла, Щербаковсем тухма тытăннăранпах «Канаш» хаçат çырăнса илеççĕ. Вăхăтра хаçат илеймесен вара килте тем çитмен пек канăçне çухатаççĕ. Чăваш хаçатне пĕр материала сиктермесĕр тĕплĕн вулаççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 496, Хаçат: 47 (1396), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: