Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш библиотекăра çавра сĕтел иртрĕ. Теми – наци кĕнекисене халăх хушшинче сарасси тата вĕсене вулама хăнăхтарасси. Унта обществăлла ĕçченсем, вулавăшра ĕçлекенсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, журналистсем, çыравçăсем хутшăнчĕç.
 
Тĕлпулăва библиотека заведующийĕ О.Г.Юрлова ертсе пычĕ. Вăл кун пек тĕлпулусем «Наци кĕнекисен марафонĕ» ятлă программа тăрăх Ульяновск облаçĕнчи тĕп халăхсен хушшинче иртнине пĕлтерчĕ.
Чăвашсен тĕлпулăвĕ валли ятарласа Чăваш наци музейĕнчен курав илсе килнĕ. Чăваш литератури Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен пуçланса кайнине асра тытса курава К.В.Ивановпа пĕр вăхăтра пурăннă çынсем çинчен каласа паракан материалсене кĕртнĕ. Курава уçнă вăхăтра Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ А.А.Мордовкин, журналистика ветеранĕ А.М.Богатов çыравçă, Аслă Нагаткинтан килнĕ сумлă çыннăмăр – А.Ф.Юман поэт сăмах каларĕç. Александр Михайлович «Воспитанники Яковлевской школы» кĕнекине мĕнле çырса хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ, Анатолий Федорович хăйĕн сонечĕсене вуласа пачĕ.
Ульяновск облаçĕнчи "В.И.Ленин ячĕллĕ наука библиотеки – Кĕнеке керменĕ» учрежденири культура хутшăнăвĕсен центрĕн заведующийĕ М.А.Месяцева халăхсен хутшăнăвĕсене аталантармалли çинчен калаçрĕ, çак тĕллевпе кĕнеке фондне пуянлатмалли çинчен пĕлтерчĕ.
Ульяновскри суккăрсен тата начар куракансен библиотекин директорĕ А.В.Егорова хăйсен фондĕнче чăваш кĕнекисем çуккипе пăшăрханчĕ. Ун пек кĕнекесем чăвашсем валли ниçта та кăлармаççĕ. Вулама кăмăл тăвакансем вара пур – ыйтаççĕ. Çак ыйтăва çывăх вăхăтра татса памалла пулать. Çаплах суккăррисем валли кĕнеке вуласа диск çине çыртарма волонтерсем те шыраççĕ вĕсем. Сăмах май Хусанта тутарсем валли кун пек кĕнекесем кăлараççĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов çак темăна малалла тăсса суккăррисене пулăшас шутпа вĕсемпе тĕлпулу ирттерме хатĕррине пĕлтерчĕ. Çаплах вăл 17-мĕш библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ.
Облаçри патшалăх архивĕнчи информаци тата шырав пайĕн пуçлăхĕ Р.В.Макарова хăйсем патĕнчи чăваш çыравçисен фончĕсемпе паллаштарчĕ, электрон хăтлавĕ ирттерчĕ.
Аслă Нагаткинта пурăнакан çыравçă А.Сидоров вара çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çыравçăн, поэтăн – А.Чебановăн сăввисене вырăсла нумай куçарнă, вăл кунта хăш-пĕрне вуласа пачĕ.
Хулари 65-мĕш шкулта вĕренекен ирçе ачисен ушкăнĕ (вĕрентекенĕ Т.П.Аблясова) тăван чĕлхепе юрăсем юрласа кăтартрĕ. Татьяна Петровна çапла мелпе ачасене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе явăçтарать.
Çак ыйтупах Ульяновскри 21-мĕш шкулти технологи учителĕ, çав вăхăтрах «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата калаçăвĕ» кружока ертсе пыракан Ю.А.Серебрякова калаçрĕ. Паллах, чăвашла калаçма пĕлмеççĕ вĕсем, кăштах чăвашла ăнланаканнисене тупсан та савăнатпăр терĕ вăл.
 
: 142, Хаçат: 47 (1396), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: