Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче облаçри «Печатный двор» типографире вырăнти паллă художникăн Николай Паймушкинăн «Николай Паймушкин. Живопись» ятпа иккĕмĕш кĕнеки 300 экземплярпа пичетленсе тухрĕ.
 
Пĕрремĕш кĕнеки унăн «Русская зима» ятлăччĕ. Унта автор тĕрлĕ çулсенче ӳкернĕ пейзажсем çеç кĕртнĕ пулсан иккĕмĕш кĕнекинче пейзажсăр пуçне натюрмортсем, сюжетлă композицисем пайтах. Кĕнеке кăларас ĕçре ăна хĕрĕ Ольга (вăл та художник) нумай пулăшнă.
Николай Паймушкин – пирĕн ентеш. Вăл 1952 çулта Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă. Амăшĕ Ульяновск районĕнчи Семеновка ялĕнчен пулнă. Коля ача чухнех çемье Ульяновска куçса килет. Пулас художник пĕрремĕш класа 41-мĕш шкула каять. Вăтам шкула 22-мĕш шкулта пĕтерет. Ӳкерес ăсталăхпа палăраканскер облаçри ӳнер шкулне çӳреме пуçлать. Шкул пĕтерсенех вĕренĕве Пензăри художество училищинче тăсать. Вĕренсе тухсан Ульяновска таврăнать, СССР Художниксен союзĕн вырăнти филиалĕн мастерскойĕнче ĕçлеме пуçлать. Нумай ӳкерет, облаçри художниксен куравĕсене хутшăнать. Вăл çулсенче художниксем комсомол путевкисемпе нумай çӳренĕ. Николай Иванович та Тюмень, Магадан облаçĕсенчи хуласене, БАМа, Таймыр çурутравне çитсе нумай пейзаж ӳкерет. Ĕçĕсене VI – XI «Большая Волга» (Хусан, Чулхула, Шупашкар), «Молодость России» (Мускав), пĕтĕм Раççейри «Имени твоему», «Россия-11», «Победа», «Вставай, страна огромная» (Мускав), «Образ Родины» (Вологда), «Ялгат» (Саранск) куравсенче кăтартать. «Сосновка» ĕçĕ Италири виçĕ хулара пулать. Вăл мĕнпурĕ 21 курава хутшăннă. Унсăр пуçне художник Раççейри нумай ял-хулара иртекен пленерсене çӳрет.
Пленер тенĕрен, Николай Иванович çутçанталăка питĕ юратать. Çавăнпа та Тереньга районĕнчи Сосновка ялĕнче çурт туяннă. Çуллахи кунсене вăл кунта ирттерет. Çутçанталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсене, вырăнти тавралăха сăнарлать.
Нумаях пулмасть Раççей Художниксен союзĕн вырăнти уйрăмĕ 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов союзра тăракансене мемцентра пуçтарса хаваслă лару-тăрура саламланă. Нумай çул ӳнер ĕçĕнче вăй хунăшăн Николай Паймушкина Тав хучĕ парса чысланă.
Художник пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать: килес çул – 65 çул тултарнă тĕле – вăл хăйĕн куравне уçма хатĕрленет. Вăл облаçри художество галерейинче иртмелле.
 
: 148, Хаçат: 47 (1396), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: