Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван халăхăн пултаруллă ывăлĕ Çеçпĕл Мишши поэт кашнин асĕнчех упранать. Çирĕм икĕ çул кăна пурăннă пулин те вăл историри хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Халăхăн ĕмĕрлĕх хăватне илемлĕ сăмах урлă уçса панă.
 
Чăваш поэзийĕнче ăна никампа та пăтраштараймастăн тата никампа та танлаштараймастăн. Вăл – Çеçпĕл! Вăл – пĕрре! Унăн чун хастарлăхĕ хăвăрт юхакан шыв пек мăнаçлă, сасси паянхи кунччен янрать. Çеçпĕл чăннипех вилĕмсĕр!
Чăваш Енре 1966 çултанпа Çеçпĕл премине параççĕ, поэт фончĕ пур, унăн ячĕпе Чăваш Енри çичĕ хулапа районти урамсем, Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнчи вăтам шкул, Çеçпĕлти музей, Шупашкарти кинотеатр, Украинăри Остер хулинчи 1-мĕш вăтам шкул хисепленеççĕ. Вăл çуралнă кун кашни çул Шупашкарта Çеçпĕл Мишшин палăкĕ умĕнче митинг иртет.
Кăвар чĕреллĕ поэт – Çеçпĕл Мишши - çуралнăранпа чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 117 çул çитрĕ. Унăн тăван ялĕнче – Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Çеçпĕлте (унччен Касаккасси пулнă) – 2002 çултанпа çак поэт поэзине юратакансен фестивальне йĕркелеççĕ, Çеçпĕл премине параççĕ.
Кăçал та йăлана пăсман. Поэт çуралнă кун Канаш районне çĕршыври тĕрлĕ регионтан хăнасем килсе çитнĕ, çав шутра Ульяновск облаçĕнчен те.
Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне халалланă уявра яланхи пекех шкул ачисен «Çеçпĕл кăвайчĕсем» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ, вĕсем вилĕмсĕр поэтăн хастар сăввисене каласа парассипе ăмăртнă.
Кăçалхи уяв пушшех те пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен Чăваш Республикинчи çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине пама тытăнни 50 çул çитнĕ. Çавăнпа фестивале преми лауреачĕ-сем те пуçтарăннă: Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Арсений Тарасов çыравçăсем, Ульяновск облаçĕнчи пĕртен-пĕр лауреат, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата ыттисем. Çаплах Çеçпĕл Мишшши ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсен ячĕсене палăртнă – Олег Цыпленков тата Ольга Туркай журналистсем хисепе тивĕçнĕ. Лауреатсем салам сăмахĕсем каланă.
Канаш районĕ кăçал пирĕн область Акатуйĕнче куратор пулчĕ. Вĕсем Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра кĕтсе илчĕç, илемлĕ те анлă концерт пачĕç. Çеçпĕл уявĕнче УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев Акатуя ирттерме пулăшнă Канаш районĕн администрацин хастарĕ-сене Тав çырăвĕсем парса чысланă.
- Чăваш халăхĕшĕн Çеçпĕл – Турă пек. Кашни халăхăн ун пек поэт çук. И.Я. Яковлев чăваш халăхне: «Эпир туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр» тесе халалласа хăварнă пулсан, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши: «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!» - тенĕ. Пире мĕскĕн те йăваш пулмалла мар тесе вĕрентнĕ. Çеçпĕл ĕçне малалла тăсса, унăн ятне çӳлерех çĕклесе пирĕн «Çеçпĕл кăвайчĕсем» конкурса тĕрлĕ регионта ирттермелле. Унăн вырăнне кашни çул улăштарса пымалла. Калăпăр, тепĕр çул Тутарстанри Пăлхарта. Ачасем хамăр историе лайăхрах пĕлĕç, кайран Çеçпĕл ĕçленĕ Теччĕре, Чĕмпĕрте... Чăваш Енри пĕр районта кăна унăн ячĕпе уяв йĕркелени çителĕксĕр, - тенĕ Олег Мустаев.
«Çеçпĕл йыхравĕ» регионсем хушшинчи поэзи фестивальне кăçал пĕрремĕш хут Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи Лянкинсем ертсе пыракан ачасен пултарулăх «Хĕвел» ушкăнĕ те хутшăннă. Вĕсем шăрантарнă «Эпир Яковлев мăнукĕсем» юрра пурте тăвăллăн алă çупса йышăннă. Вĕсене диплом, хаклă парнесем парса чысланă.
 
: 96, Хаçат: 47 (1396), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: