Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Раççей çар флочĕн генерал-фельдмаршал ĕ Иван Григорьевич Чернышев (1726 çулта çуралнă) çуралнăранпа 190 çул пулать.
 
Иван Чернышев – граф, генерал-фельдмаршал , 28 çул Адмиралтейство коллегин пуçлăхĕнче вăй хунă.
Пуçламăш пĕлӳ вăл килте илнĕ. Унтан Шлехтри пехота çарĕсен кадет корпусĕнче вĕреннĕ. 1741 çулта ăна посольствăпа пĕрле Дание яраççĕ. Унта шăпах унăн тетĕшĕ Петр Чернышев камергер черезвычайлă посолта тăнă. Дипломати службинче тăнă май вăл тетĕшĕ йĕрлесе тăнипе вĕренĕвне вĕçлет, унпа пĕрлех Пруссири тата Англири дипломати ĕçĕсене хутшăнать. Патша хĕрне качча илнĕ хыççăн ăна камер-юнкер званине параççĕ.
Раççее вăл вунтăватă çултан тин таврăнать. 1755 çулта камергер звание тивĕçет. 1761 çулта Иван Чернышев черезвычайлă посолпа пĕрле Кейзерлингра тата Аугсбургра пулать. Пруссипе калаçу пулайманнипе ăна Санкт-Петербурга чĕнсе илеççĕ.
Патша престолĕ çине 2-мĕш Кĕтерне ларсан вăл Иван Чернышевăн тетĕшне Захара хăй хӳттине илет. Ивана та патшан хӳтлĕхĕ пырса тивет, ăна генерал-поручик звани параççĕ, çарпа тинĕс службин дипломачĕ туса хураççĕ. 1763 çулта Адмиралтейство коллегин тата Раççей флочĕн комиссин членне суйлаççĕ. 1764 çулта галер флочĕн командирне çирĕплетеççĕ.
1767 çул пуçламăшĕнче Иван Григорьевич каллех дипломати ĕçне кӳлĕнет. Патша ăна черезвычайлă посол туса Англие ярать.
1769 çулта Кĕтерне патша Иван Чернышева тулли генерал чинне парать тата Адмиралтейство коллегин вице-президенчĕ туса хурать. Чернышев унчченхи патша вăхăтĕнче юхăннă Раççей çар флотне çĕнетме пуçлать. Темиçе çултан отпускра каннă тата сипленнĕ хыççăн Иван Чернышева Турципе килĕшӳ тунине паллă тума Мускава чĕнсе илеççĕ. 1776 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче ăна çар флотне йĕркене кĕртнĕшĕн çветтуй Александр Невский тата Андрей Первозванный ячĕллĕ орденсем парса чыслаççĕ.
Иван Чернышев патша çумĕнчи чи çывăх çынсен йышĕнче тăнă пулин те патша ăна выговорсем паркаланă. Ăна вăл «барин» тесе чĕннĕ. Швеципе килĕшӳ тунине паллă тунă чух та ăна çар флотне йĕркене кĕртнĕшĕн çвяттуй Андрей Первозваннăйăн алмаз паллиллĕ орденĕпе наградăлаççĕ.
Иван Григорьевич 1-мĕш Павăлпа патшана ларичченех тĕл пулнă.1796 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче ăна çар флочĕн генерал-фельдмаршал не тата адмиралтейство коллегин президентне çирĕплетеççĕ.
Чире пула Иван Чернышев чикĕ леш енне – Рима – сипленме каять. Нумай нушаланнă хыççăн вăл 1797 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче вилет. Унăн ӳтне Санкт-Петербурга илсе килеççĕ, Александр Невский лаврĕн Благовещени чиркĕвĕнче пытараççĕ.
 
: 190, Хаçат: 47 (1396), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: