Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Ивановна Уба (Ванюшкина) 1942 çулта Кивĕ Улхашра çуралнă. Ашшĕ – Кукша Иванĕ купăспа чаплă каланă, колхозра ĕçленĕ. Амăшĕ те ĕмĕрне вырăнти хуçалăхра вăй хурса ирттернĕ.
 
- Пирĕн çемьере виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Эпĕ асли. 1949 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Пире Агреппина Николаевна Милюдина вĕрентетчĕ. Мана вăл ялан хăйне пулăшма чĕнетчĕ: пахча çимĕç пуçтарма, çĕрулми кăларма, урай çума. Те питĕ юрататчĕ, те хам питĕ ĕçчен пулнă – калаймастăп. Анне те пĕчĕклех ал ĕçне хăнăхтарнă. Пирĕн вăхăтра тĕрлеме, çыхма, тĕртме, авăрлама пĕлмен хĕрача пулман. Вăрçă хыççăн хирти йывăр ĕçсем те пирĕн çине тиеннĕ: çурлапа вырнă, çавапа çулнă, жнейка хыççăн кĕлте сĕтĕрнĕ. Вунçичĕ çула çитсен шкулта 7 класс пĕтертĕм. Вара 1960 çулта Кемерово облаçĕнчи Ленинск-Кузнецк хулине тухса кайрăм. Унта аттен пĕртăванĕ пурăнатчĕ. Лампăчкăсем кăларакан завода ĕçе вырнаçрăм, унта шурă халатпа ĕçлеттĕмĕр. Тăватă çул тăрăшрăм заводра, ĕçĕ аван, таса, ăшă çĕрте. Икĕ хутчен 80-шар тенкĕ преми пачĕç. Анчах аттепе анне яла чĕнеççĕ. Мĕн тĕнче тăрăх çӳретĕн теççĕ. Çапла каялла илсе килчĕç. 1964 çулта ялти садикра нянькăна тата урай çăвакана вырнаçрăм. Çулталăкран Петр Александрович Убана качча кайрăм. Вăл платник пулнă. Эпир мăшăрпа виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратрăмăр. Халь Николай ывăлăмăн çемйипе – Ирина кинпе, мăнуксемпе – пĕрле пурăнатпăр, - каласа парать Елена Ивановна.
Çемье çавăрсан чăваш хĕрарăмĕ колхоза ĕçлеме куçать. Тĕрлĕ йывăр ĕçсенче пилĕкне авать: 4-5-шер гектар чĕкĕнтĕр çумлать. Ултă ачапа 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухать. Халь Елена Убан 11 мăнук, 3 кĕçĕн мăнук.
Елена Ивановна нумай çул «Канаш» хаçат çырăнать. Пушă вăхăт тупсанах çĕнĕ номере пĕрремĕш страницăран пуçласа саккăрмăшне çитиччен шĕкĕлчет. Хăйсем патне час-часах çӳрекен мăнукĕсем чăвашла калаçнишĕн питĕ хĕпĕртет вăл.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 163, Хаçат: 47 (1396), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: