Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кондратий Федорович Рылеев поэт-декабрист 1795 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Петербург кĕпĕрнинчи Батов ялĕнче чухăн дворян çемйинче çуралнă.
Ашшĕ питĕ кăра çын пулнă. Амăшĕ ывăлне ашшĕн хаярлăхĕнчен хăтарас тесе 1801 çулта 1-мĕш Кадет корпусне вĕренме парать. 1814 çулта вĕренсе тухсан офицер вырăс çарĕпе пĕрле чикĕ леш енне нумай тухса çӳрет. 1818 çулта подпоручик чинĕпе отставкăна тухать.
1819 çулта Рылеев Петербурга пурăнма куçать. Кунта вĕреннĕ, пысăк çынсемпе паллашать, масонсен «Пламенеющая звезда» ятлă юхăмĕн членĕ пулса тăрать. 1821 çулта уголовлă судăн службине ĕçлеме кĕрет. Часах сутăнман ят-сумлă çынсен шутне кĕрет. 1824 çулта Раççейпе Америкăн пĕрлехи компанин канцелярине ĕçлеме куçать.
Петербургра ĕçленĕ çулсенче Рылеев литература ĕçне тытăнать: журналсенче хăйĕн сăввисене тата хайлавĕсене пичетлет. Патшан юратнă çыннине А.А. Аракчеева питлесе çырнă «К временщику» сăвă хыççăн ăна пĕлме тытăнаççĕ.
1821-1823 çулсенче Рылеев «Думы» ятпа историллĕ юрăсен ярăмне çырать. Унта «Олег Вещий», «Мстислав Удалый», «Смерть Ермака», «Иван Сусанин» тата ытти юрăсем кĕнĕ. 1823-1825 çулсенче вăл «Полярная звезда» ятпа литература альманахĕ çырса кăларать.
Хăйне вăл ниçта та мухтамасть, хăй пирки çапла çырать: «Я – не поэт, я – гражданин».
1823 çулта Рылеева Çурçĕр вăрттăн обществине йышăнаççĕ. Çулталăкран вăл обществăн ертӳçи пулса тăрать. Республиканец пулнă май вăл патша çемйине ют çĕршыва ăсатма сĕнет.
1824 çулта Рылеев тăван йăмăкĕн чысне хӳтĕлесе дуэле хутшăнать. Ăна амантаççĕ. 1825 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче – пăлхав умĕн – ангинăпа чирлĕ Рылеевăн хваттерĕ штаба çаврăнать. Çав кун вăл Сенат лапамне тухать. Вăл пăлхавлă лару-тăрăва алла илеймест. Çав каçах ăна арестлеççĕ. Тĕрмере вăл вĕрене çулçи çине йĕппе тирсе сăвăсем çырать.
Рылеевпа пĕрле патшана хирĕç тăнă пилĕк çынна вĕлермелле тăваççĕ, Рылеева – çакса вĕлермелле. Пĕрремĕш хут приговора пурнăçа кĕртеймеççĕ. Иккĕмĕш хутĕнче ăна Петербургра 1826 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче çакса вĕлереççĕ. Ульяновскри Ленин районĕнче пĕр урама унăн ятне панă.
 
: 318, Хаçат: 47 (1396), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: