Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕллехи шартлама сивĕ каç. Урамра вăйлă çил вĕрет, тăман тустарать. Сĕм тĕттĕм. Хăрушă. Куçран йĕппе чышсан та нимĕн курăнмасть. Тарăн çырма тĕпĕнче ӳсекен йăмрасем хушшинче чарăнмасăр кашкăрсем улаççĕ. Вĕсем те шăннă, вăхăт-вăхăт çырма патĕнче пĕччен ларакан мунча патнех пырса тухаççĕ. Мунчара ларакансем кашкăрсем уланине лайăх илтеççĕ. Вăйлă çилпе хуçăлнă йывăç турачĕсем мунча пурине çапăнса пушшех хăрушă сасă кăлараççĕ. Шалта ларакан çынсене çак самантра вăрă-хурахсем тапăннă пекех туйăнать. Мунча алăкне шалтан кукăр туяпа тĕрелесе хунă вĕсем. Хăраса ӳкнĕ икĕ ватă карчăк вĕçĕмсĕр кăкăрĕ çине хĕрес хурать. Турăран хăйсене усал-тĕселтен хăтарма ыйтаççĕ.
Кичем те хăрушă çакăн пек каçсенче. Пушхирте пĕччен пулма пушшех те хăрушăрах! Турă ан хуштăр çулçӳрекене аташса кайма. Шăнса вилсен шăммусене те тупаймĕç.
Тĕттĕм мунчара та паян питĕ хăрушă. Ыраш улăмĕ сарнă урайне çамрăк хĕрарăм тăсăлса выртнă. Унăн ача çуратма вăхăт çитнĕ иккен. Унăн икĕ енне икĕ ватă ларнă. Вĕсем ача пуçĕ курăнасса кĕтеççĕ, темĕн пăшăлтатаççĕ, минутсерен тенĕ пек çуратакан хĕрарăмпа хăйсем çине хĕрес хураççĕ. Çăмăллăн çураттăр теççĕ ĕнтĕ кинемейсем. Турăран пулăшу кĕтеççĕ. Çуратаканĕ – Сухвин Анук ятлă хĕрĕ. Анук – Сухви аппан юратнă хĕрĕ. Çамрăк-ха вăл, вунçиччĕ те тултарман. Вăл пĕрремĕш хут çуратать. Тен çавăнпа ача сĕре йывăр килет. Васкамасть ача çут тĕнчене курма! Çамрăк хĕрарăмăн çан-çурăмĕ чăтма çук ыратать. Хура мунчара унăн йывăррăн ахлатни тата йăнăшни янраса тăрать. Çамрăк хĕрарăмăн калаçма та вăйĕ юлман. Анук пит йывăррăн сывлать, вăйсăрланнă аллипе хăй тавра темскер шырать.
- Ах, аннеçĕм! Эп часах вилсе те кайăп, - пăшăлтатаççĕ Анукăн вĕрипе пиçнĕ, çыртса амантнипе шыçса кайнă тутисем. Вĕсенчен хĕрлĕ юн сăрхăнать.
- Темĕн ан калаç, юратнă хĕрĕм. Вилместĕн. Çуратакан хĕрарăмсем пурте çапла нушаланаççĕ, пурне те хăрушă вилĕм çитнĕ пек туйăнать. Кайран вара ачине кăкăр çумне çыпăçтарсан кулкаласа кăна çӳреççĕ. Акă эсĕ те чиперех çуратăн та ыратнине манса кайăн, - тăрăшать лăплантарма хĕрне хăраса ӳкнĕ амăшĕ.
-Çук, анне. Мана чĕре улталамасть. Туятăп часах сиртен уйрăлса каясса. Эпĕ вилсен ачана упраса хăварма тăрăш, ют çын çемйине ан парăр. Арçын ача пулсан Мишук ятлă, хĕрача пулсан Çинук ятлă хурăр. Ашшĕ пирки пĕлтерĕр. Хушаматне те ашшĕнне, Яккунне, çырăр, - хушать амăшне ытлашшипех йывăрланса çитнĕ хĕрĕ вăйне пухса.
Чĕркуççи çине хутланса ларнă ялти юмăç Укахви нимĕн тума аптăрать. Вăл Анукăн типсе кайнă тутине сивĕ шывпа йĕпетнĕ тутăрпа сĕркелет, çамки çинчи вĕри те шултра тар пĕрчисене шăлса типĕтет. Хăй хатĕрленĕ имçамсене те ĕçтерсе пăхать. Анчах темшĕн-çке нимĕн усси те курăнмасть.
Укахви хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче нумай хĕрарăма ача çураттарнă. Ĕлĕкренпех тĕттĕм чăваш ялĕсенче тухтăрсем пулман, пульницасем те пысăк хуласемпе районсенче кăна пулнă. Унта чăваш хĕрарăмĕсем çӳремен те. Килтех, хура мунча урайĕнчех çуратнă.
Ача çураттарассипе Укахвин пĕлĕвĕ сахал мар. Анчах паян вăл та аптăраса ӳкрĕ. Аллă çул хушшинче те çав таранах йывăр çуратакана курман вăл. Ватă юмăç чухлать, Анука васкасах пульницана илсе каймалла. Унта ăста тухтăрсем пурах: Анука та, ачине те çăлса хăварнă пулĕ-ччĕç. Анчах пульница аякра, вăтăр çухрăмран та инçерех. Вăхăчĕ те юлман ĕнтĕ. Çитменнине ялта лаши те çук. Лаша тупас тесен пилĕк çухрăмра вырнаçнă колхоз витине çитмелле, унтан колхоз пуçлăхĕнчен, ялан ӳсĕр çӳрекен Петруçран ирĕк илмелле. Вăл ирĕк памасăр конюх сана лаша та парас çук. Хăраççĕ хуçаран! Çанталăкĕ те паян урсах кайнă. Анука ниепле те пульницана чĕррĕн илсе çитереес çук. Çавăнпа мĕнпур шанчăк Çӳлти Турăра.
Укахви темĕн пăшăлтатса Турăран пулăшу ыйтать, ăна темĕн пек шанать.
Турра шĕкĕр, часах мунчара ача сасси янраса кайрĕ. Савăннă карчăксем кулсах ячĕç. Ахăртнех, Сухвипе Укахви ыйтнисем Çӳлти Турă патне çитрĕç пулас. Вĕсем пикенсех ачана юнран тасатма, кăвапине майлаштарма пуçларĕç. Анчах темшĕн Анукăн сасси илтĕнмерĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, халтан кайнă çамрăк хĕрарăм йывăррăн сывласа илчĕ те ĕмĕрлĕхех лăпланчĕ. Телейсĕр хĕрарăм тин çуралнă ачине кăкăр çумне вырттарса ачашласа та кураймарĕ.
Мĕн пулнине ăнланса илнĕ Сухви хĕрĕ çумне лаплатса ӳкрĕ, хурлăхлăн йĕрсе ячĕ. Укахви те кăвакарса, юман юпа пек хытса кайнă, сăмах та калаймасть. Ачана кăкăрĕ çумне пăчăртанă та тутипе темĕн мĕкĕлтеттерет. Сивĕне пуçланă мунча ача макăрнă сасăпа тулчĕ. Амăшĕ кăкăр парасса кĕтет ĕнтĕ.
Телей пулмарĕ тин çуралнă ачан. Вăл амăшĕн сĕтне тутанса та кураймарĕ, мăйĕнчен ыталаса кăкăр çумне çыпçăнаймарĕ. Амăшĕн кăкăр сĕчĕ вырăнне качака сĕчĕ тата кукамăшĕ чăмласа панă хура çăкăр пулчĕç.
Каярахпа нумай çул хушши курăкпа мăян, крахмал пашалăвĕ çисе ӳсрĕ Анук ачи Мишук. Пайтах хĕн курчĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче.
Тĕнчери хăрушă вăрçă та лăпланчĕ. Ялти нумай килте вăрçăран таврăннă салтаксене кĕтсе илчĕç, туйсем турĕç, савăнчĕç. Сухви çуртĕнче пысăк савăнăçах пулмарĕ çав. Мĕн тăвăн, шăпи çапла тухнă пулĕ.
Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă Мишука кукашшĕпе кукамăшĕ пăхса ӳстерчĕç. Тăлăха хăй ачисенчен те маларах хунă вĕсем. Анчах кукашшĕ те ир вилчĕ. Граждан вăрçин нуши витĕр тухса аманса таврăннă арçын тепĕр вăрçа чăтаймарĕ. 1943 çулта выçлăха пула çĕре кĕчĕ. Мишук кукамăшне мĕн пĕчĕкрен анне тесе чĕнет. Кукамăшĕн кĕçĕн ачисем те унпа пĕр тан теме пулать, ик-виç çул кăна аслă. Мишук хăйĕн тăван амăшĕ çамрăклах вилнине те пĕлет. Ял хушшинче ун пек япалана пытараймăн.
Мишука саккунлă çуралнă ача теме те йывăр. Ăна амăшĕ упăшкасăр çуратнă вĕт-ха. Тĕрĕссипе, Анукăн упăшки пулнă-ха. Анчах туй тума, ял советĕнче çырăнма ĕлкĕреймен. Кунта мĕнпур айĕпĕ вăрçăра! Туй пуласси ик кун юлсан Яккăва финн вăрçине илсе каяççĕ. Тракторист пулнă май ăна фронта çитсенех танк шанса панă. Якку хăюллă çапăçнă. Пĕр хаяр çапăçура йывăр аманнă. Якку танк ăшĕнчен тухаймасăрах çунса вилнĕ. Патшалăх Мишука вăрçăра вилнĕ ашшĕшĕн пенси памарĕ. Саккунлă çуралнă ача тесе йышăнмарĕ.
Мишукăн ашшĕ Якку хăй те тăлăх ӳснĕ ача пулнă. 1921-1923 çулсенче Атăл таврашĕнче пысăк выçлăх хуçаланнă. Çав вăхăтра унăн ашшĕпе амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ вăхăтсăр шăтăка кĕнĕ. Тăр пĕччен тăрса юлнă Якку. Ачасен çуртне лексе вăл вилĕмрен хăтăлса юлнă. Кайран яла таврăнса тракториста вĕреннĕ.
Сахал мар çул иртрĕ çакăн хыççăн.
Ак Мишук пĕрремĕш хут шкула кайма хатĕрленет. Хăйсен ялĕнче шкул çуккипе кӳршĕ яла çӳреме тивет унăн. Ку арçын ачана пĕртте хăратмасть. Унăн уринче шурă çăмран пустарнă нускипе пушăтран явнă çĕнĕ çăпата, çийĕнче килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ шурă кĕпе, хура йĕм. Йĕмне те кукамăшĕ шурă пиртен çĕлесе темĕнле сăрăпа пĕветсе панă. Вĕсем – ачан шкула çӳремелли тумĕсем. Вырăсла каласан – парадная форма.
Мишукăн кил хушшинче çӳре-мелли кĕпе-йĕмĕ те пур. Урине тăхăнмалли çулла кирлех те мар – çара уран аван.
Шкул ачи хулпуççи урлă Сухви çĕлесе панă пир сумкине çакса янă. Унтах перовĕсене хумалли йывăçран касса кăларнă пеналĕ. Çăпатисене те, «Рондо» перо çыпăçтарнă йывăç ручкине те вăрçăран таврăннă куккăшĕ парнеленĕ. Куккăшĕ хăрах куçлă, хăрах ураллă. Вăрçă инваличĕ. Çемйи çук. Арăмĕ ăна пăрахса урăх арçынна качча кайнă. Вĕсен хăйсен ачисем çуралса ĕлкĕреймен.
-Эпĕ кама кирлĕ/ - тет Якур куккăшĕ. Мишука вăл юратать, яланах пулăшма хатĕр. Мишук та ăна ашшĕ вырăнне хурать. Якурпа Мишук яланах пĕрле.
Якур Мишука платник ĕçне хăнăхтарасшăн. Ку ĕç выçă вĕлермест тет.
Мишук шкула тухса чупма хатĕр. Куккăшшĕ ун валли кивĕ хаçатсенчен тетрадь çĕлесе тунă, букварь туяннă. Хăрăмран чернила хатĕрленĕ. Шкула та ăсатĕччĕ, анчах урисем ыратаççĕ.
Мишукăн сумкинче крахмал пашалăвĕ те пур. Вăл унăн кăнтăр апачĕ.
Çак самантра Мишукран телейлĕрех ача пулман Çĕр çинче. Вăл наччас кӳршĕ ял шкулне тухса чупнă пулĕччĕ. Анчах хăрать. Çул çинче йывăç посадки пур, унта усалсем пурăнаççĕ тет. Вĕсем пĕччен çӳрекен ачасене пăтăрмахсем кăтартма пултараççĕ имĕш. Çавăнпа Мишук юлташĕсене кĕтет. Ушкăнпа хăрушă мар.
 
 
Майна районĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 342, Хаçат: 47 (1396), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: