Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕр çитсен мана анне çуратнă
Кĕрлесе вăрçă пынă чухне.
Ман атте вăрçăра пуçне хунă
Хĕрĕх виççĕмĕш çулта – хĕлле.
 
Иртсе кайрĕ ĕмĕр – çичĕ теçетке,
Вăйсăррăн тапать халь ватăлнă чĕре.
Мĕншĕн илĕртет-ши çак çутă тĕнче,
Ытарма çукран-ши ылтăн пек кĕре?
 
Мĕншĕн хĕрхенмесĕр çулсем шăвăнаççĕ,
Çыхланса утаççĕ вăйсăр урасем?
Хăш та пĕр чухне ман кăмăла пăсаççĕ
Çулталăкăн ăмăр кунĕсем.
 
Мĕншĕн-ха хăратмĕ хăрушă çанталăк,
Хăлха çурăлас пек кĕрлет аслати?
Лăпкă мар чух пурнăç хăрушă çав ватлăх,
Çавах йăпанмашкăн çук мар-ха ачи.
 
Кайăк-хурсем кайрĕç карти-картипе,
Тинкертĕм, сăнарăм тĕпсĕр тӳпене.
Сисмесĕрех юлтăм ĕмĕр иртнине,
Вăхăт çитсен кайăп кайăк-хур пекех.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1180, Хаçат: 44 (1136), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: