Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕлхен шăмми çук теççĕ халăхра. Чĕлхене пула кам шар курман пулĕ пурнăçра. «Канаш» хаçатра Виталий Архиповăн нумаях пулмасть пичетленнĕ «Чараксăр чĕлхе» калавне вуласан хам та чĕлхеме пула теприн чунне ыраттарнине аса илтĕм.
Иртнĕ ĕмĕрти сакăрвуннăмĕш çул. Пирĕн ĕçре ĕçкĕпе иртĕхекенсене нихăçан та пуçран ачашламан, юлашки вăхăтра пушшех хĕстерме тытăнчĕç. Кăштах «сыпнине» сиссенех премие чакаратчĕç. Ĕçе кĕнĕ чух хуралçă «тытсан» ĕçрен кăларса яма та пултарнă. Енчен те этем урăлтармалли çурта лекрĕ-тĕк, унтан ĕçе начар хут килчĕ-тĕк – ыррине ан кĕт. Хваттер илме черетре тăракана çĕр çынна яхăн хыçаларах куçарса лартма пултарнă. Çакăн пек çирĕп саккуна пула нумайăшĕ ĕçне çухатрĕ.
Ирхине, çичĕ сехет çитсен, кашни хăй ĕç вырăнне тăрса ĕçе пикенчĕ. Пĕр станок çеç пушă. Унпа пирĕн бригадир ĕçлет. Унччен пĕр кăлтăксăр ĕçлекенскер паян мĕн сăлтавпа ĕçре çукки пурне те кăсăклантарчĕ. Кĕç-вĕç килет пулĕ-ха тесе кĕтсе тăратпăр. Вăл хатĕрлекен пайсем кирлипе кӳршĕ цехран киле пуçларĕç. Пурте бригадира шыраççĕ, пиртен ыйтаççĕ.
-Хамăр та пĕлместпĕр, часах килет пулĕ,- тетпĕр хулпуççисене сиктерсе. Пĕр сехет хушши хуравла-хуравла, бригадир тумалли саккаса тăва-тăва йăлăхтарсах çитерчĕ. Манăн тӳсĕмлĕх кӳршĕ цехран килнĕ маçтăр килсен пĕтрĕ.
-Сирĕн бригадирăр ăçта/- тесе ыйтсан эпĕ:
-Ĕнер ĕç хыççăн ытлашширех ĕçнĕ те килне çитеймен. Урăлтаракан çурта лекнĕ. Халĕ ăна ĕçрен илме кайрĕç,- шӳтле-мĕнле каласа хутăм эпĕ.
Унччен те пулмарĕ – пирĕн бригадир хашкаса чупса çитрĕ. Пичĕ хĕп-хĕрлĕ, хăйĕнчен шултра тар юхать. Хăй йывăррăн сывлать.
- Акă бригадира илсе килчĕç те... - терĕм те – пирĕн маçтăр куçран çухалчĕ. Юлташсем кĕтнĕ çынна ал парса мĕн сăлтава пула кая юлса килнине ыйтса пĕлчĕç.
-Проходной умне çитрĕм çеç – кĕсьере пропуск çук иккен, ăна илме киле таврăнма тиврĕ. Çынран аван мар. Айăплă. Каçарăр, тархасшăн,- сывлăшне çавăрса тӳрре тухма тăрăшрĕ вăл.
Ĕç вăхăчĕ яланхи йĕркепе шурĕ. Пуçлăхсен оперативки те пĕтрĕ. Хăшĕ-пĕри çула май пирĕн патăмăра чарăнса бригадира сывлăх сунчĕ, «ытлашши ан кулян» тесе çурăмĕнчен лăпкаса хăварчĕ. Бригадир, мĕн пирки лăплантарнине ăнланманскер, хăйне панă саккасĕпе ĕçлерĕ. Хăй тепĕртакран манран:
-Мĕншĕн мана лăплантарма тăрăшаççĕ-ха кусем/ Ĕç хыççăн пĕр сехет юлса ĕçлĕп те – манăн айăпăм каçарăнать те...- терĕ хăй ĕçне тунă май.
Эпĕ ăна вăл çук чухне мĕн пулса иртнине каласа патăм. Сăлтавĕ кунта -- манăн шăмăсăр чĕлхе вырăнсăр шӳтленинче. Çавăнпа та эпĕ унран каçару ыйтрăм. Хайхи маçтăр бригадир «инкеке» лекме пултарнипе хĕпĕртесе оперативкăра манăн сăмахсене пуçлăхсене каласа панă иккен. Хам вара малашне асăрханарах шӳтлемелле пулать тесе пĕтĕмлетӳ турăм. Тепĕр енчен илсен маçтăр пире сутма пултаракан çын иккенне пĕлтĕмĕр.
 
: 340, Хаçат: 47 (1396), Категори: ахрам

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: