Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Мĕн ĕçлетĕр/ - Мускавран шăнкăравлать мăшăрăм.
- Ĕне сурăм. Сыснасене апатлантартăм. Чăх-чĕпе витене хупрăм. Халĕ...сана кĕтме пуçларăм, - ăнлантартăм ăна.
Арçын ыран килсе çитсенех пурнăç çăмăлланать-ха та. Ун чухне килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илет вăл. Эпĕ вара...канатăп.
Тĕпелте такам утнипе вăранса кайрăм. 3 сехет кăна çитет. Упăшка тăнă иккен. Ыйхă килмесен вырăн çинче выртма юратмасть вăл: е пӳртре, е картишĕнче ĕç тупать. Эпĕ татах çывăрса кайнă. Ах, ыйхи мĕнле тутлă! Сăмсана кăтăклакан кукăль шăршипе çеç куçа уçрăм. Мăшăрăм паçăрах чуста çăрнă иккен.
- Атя, лар сĕтел хушшине. Халь кăна кукăль пиçсе тухрĕ. Вĕрилле çи, - ман йĕри-тавра чупкалать кил хуçи.
Арăмĕ çĕрулмипе какай кукăлĕ килĕштернине пĕлет вăл. Ăна чи малтан духовкăна лартнă. Тăпăрч пӳремечне те сăн кĕнĕ. Ăна ачасем юратаççĕ. Тĕпелте ăшталанакан арçынна чăрмантарас мар тесе ĕçе тухса вĕçтертĕм.
-Чунăм, мĕнле кун паян/ - телефонпа тĕпчет мăшăрăм.
- Ытларикун, - тетĕп.
-Миçемĕш-ха/ - лăпланмасть манран хайхискер.
Календарь еннелле çаврăнсан тин ăнланса илтĕмĕр. Ара, унăн çуралнă кунĕ вĕт. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшне хĕрлĕ тĕспе сăрласах хунăччĕ. Çав ятпа кукăль пĕçернĕ вăл. Эпĕ саламлама та пĕлмерĕм. Юрать-ха, кӳреннине кăтартмасть юратнă çыннăм. Апат пĕçерменшĕн те, çи-пуçне якатса паманшăн та ӳпкелешнине илтмен. Сивĕ сăмах каласа кăмăла хуçмасть вăл. Ашшĕ-амăшне, ачи-пăчине, мана юратнине ĕçпе çирĕплетет. Чăнах, мĕн пайламалла, мĕншĕн вăрçăнмалла пирĕн/
Малтан 3-4 ĕне, 30-шар хур, кăвакал, чăх-чĕп усраттăмăр.
- Сана кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерес килмест манăн. Килти выльăха пула канма та каяймастпăр, хăнара та çĕр выртаймастпăр, - тет упăшка.
Çав çулах выльăх йышне чакарчĕ вăл. Пĕр ĕнепе, чăн та, канлĕ. Хамăр килте çук чухне ăна кӳршĕсем сăваççĕ. Унсăрăн малтанхи çулсенче кун сиктерсе духовкăна хур, кăвакал е чăх лартаттăмăр. Халĕ çуллă какай сахалрах çиетпĕр.
Эпĕ тюльпан, лили, гладиолус юрататăп. Ман кăмăла тупас тесех мăшăрăм çак чечексен тĕрлĕ тĕсне лартса çитĕнтерет. Хăй Мускава тухса кайсан çеç çумкурăкне татса тăратăп.
Упăшкана пĕччен хĕрарăмсем те тĕрлĕ ĕç тума чĕнеççĕ. Кайтăрах, пулăштăрах. Вăл ыттисен енне çаврăнса та пăхмĕ. Эпĕ ăна шанатăп.
Акă халĕ те картишĕнче пăта çапни илтĕнет. Каллех тем ăсталать ĕнтĕ. Кĕçех ĕнене хирĕç кайĕ вăл.
- Пӳртрен ан тух. Пур ĕçе те хамах тăвăп, - чӳречерен пăхнине курсан кăшкăрчĕ мăшăрăм. Вăт çавнашкал арçынна епле юратмăн.
 
Ульяновск районĕ.
 
: 482, Хаçат: 47 (1396), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: