Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ват Лашана депутата суйланă,
Вăл витери выльăхсене шантарнă:
Качакана – çип-çивĕч мăйрака,
Ĕнене – сип-симĕс утă апата,
Таса айсарăм – сыснана,
Чи хӳхĕм сурăх – такана.
Ларать Лаша парламентра.
Кичем. А мĕн сĕнес/
Лаша вĕт нимĕн те пĕлмест.
Суха тăвас – кунта суха тумаççĕ.
Лав сĕтĕрес – кунта çĕклем йăтмаççĕ.
Кунта саккун-мĕн йышăнаççĕ.
Аса илет хайхи выльăхсене,
Суйланнă чух мĕн-мĕн шантарнине:
Качакана – çип-çивĕч мăйрака,
Ĕнене – сип-симĕс утă апата,
Таса айсарăм – сыснана,
Чи хӳхĕм сурăх – такана.
Çакна йăлтах саккун çырса
Лаша сĕнет парламента.
Депутатсем лĕх-лĕх кулаççĕ:
«Эс камшăн тăрăшан, Лаша/
Вĕсем ахаль те лайăх пурăнаççĕ.
Пире тепрехинче, тен, суйламаççĕ.
Çавăнпа шута илесчĕ хамăр малаша».
Ăнланчĕ тин Лаша,
Тинкерчĕ малаша.
Пуçларĕ çĕнĕлле вăл ĕçлеме,
Чи кирлĕ саккунсем сĕнме:
«Лашасене кӳлме чарас.
Ун вырăнне ашаксемпе усă курас!
Лашасене кунне виç хут апат парас:
Ирпе-каçпа – урпа, сĕлĕ – кăнтăрла!»
Лайăх пурăнатчĕ-ха Лаша,
Анчах килсе çапать нуша.
Халь Ĕнесем пуçне çĕкле пуçланă.
Депутата тухас ĕç пуçарнă.
Ĕнесене парламента çулне пӳлес тесе
Тапаçланать Лаша мекеçленсех.
 
: 318, Хаçат: 47 (1396), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: