Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кукашшĕ мăнукĕ патне тахçанах пырса курма шухăшланăччĕ. Пушă вăхăт тупса хулана çул тытрĕ вăл. Кăнтăр вăхăтне кирлĕ çĕре ăна автобус илсе çитерчĕ. Мăнукĕн çемйи кукаçее хапăл туса кĕтсе илчĕ. Мĕнле чаплă хăналарĕç тата! Сăрине те, эрехне те ĕçсе пама сĕнчĕç. «Пĕрер каç çывăрмасăр эпир сана, кукаçей, киле ямастпăр, - терĕç. – Ыран пирĕн канмалли кун, эпир сана хамăрах ăсатса ярăпăр».
Хапăл тусах килĕшрĕ ниçта та васкаман кукаçей. Вăрăм çĕр иртрĕ, ир пуçланчĕ. Ирхи апат çиме те вăхăт çитнĕ иккен. Мĕншĕн-тĕр пирĕн хăна апачĕ анманнине мăнукне пĕлтерме шут тытрĕ.
- Кинпе мăнук, ĕнер каçхине ирĕксĕр эрехе кĕленчере веç пĕтичченех ĕçтерсе ятăр, халĕ кăшт пулнă пулсан апачĕ те аннă пулĕччĕ ĕнтĕ. Ĕнер автовокзалта хĕрлĕ эрех сутатчĕç, çавăнта васкаса кăна кайса килем-ха, - çула пуçтарăннă пек пулчĕ сакăрвуннăри шурсухал.
- Кулянма кирлĕ мар, лавкка тăрăх та çӳремелле мар, сан ятпа эпир икĕ кĕленче илнĕ, - тавçăруллă шӳтлесе каларĕ кил хуçи.
Çавă кăна кирлĕ пулнă та иккен чее кукаçее. Апачĕ те анчĕ ун хыççăн, вăхăчĕ те час шурĕ. Автовокзала кăна каймалли юлчĕ.
 
: 362, Хаçат: 47 (1396), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: