Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕрти Тутар культура центрĕнче облаçри юрăçсен тата пултарулăх ушкăнĕсен «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Ăна йĕркелесе ирттерекенсем – Халăх культурин центрĕ çумĕнчи Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрĕн филиалĕ (ертӳçи И.В.Гаврилова) тата Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертӳçи О.Н.Мустаев).
Уява Анастасия Ахмеровапа Екатерина Карамзина ертсе пычĕç. Малтанах Олег Мустаев сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене саламланă май çапла каларĕ:
- Çулталăк вĕçленесси нумаях юлмарĕ. Палăртнă уявсене ирттерсе пыратпăр. Анчах ĕçсем тата нумай-ха. Хăш-пĕр юрă ушкăнĕсене çĕнĕ тумсем çĕлетсе пама палăртатпăр. Пултарулăх ушкăнĕсемпе ытти регионсене тухса çӳреме килĕшӳсем тăватпăр.
Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центрăн ертӳçи Нурия Туркова та ăшă сăмахсем каларĕ:
- Хаклă юрăçсем, сирĕн пултарулăхăр çинче тытăнса тăрать те чăваш халăх культури. Тавтапуç сире чăваш халăх юрри-ташшине упраса тăнăшăн.
Йĕрке тăрăх, конкурса хутшăнакансен икĕ юрă юрламалла: халăх юрри тата хăйсем кăмăллаканни.
Конкурс программине Чартаклă районĕнчи Первомайски ялĕнчен килнĕ сакăрвунă çулхи З.С.Семлюкова «Куккук» юрăпа уçрĕ. Вăл авалхи кĕпепе, капăрлăхĕпе, сарă çӳçне хыçала çивĕтлесе янă. Юрласа пĕтерсен сцена çинчен анма васкамарĕ сăмах ваклама юратаканскер, çамрăк чух вăйăра карталанса юрланисене каласа пачĕ.
Конкурса Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчен килнĕ Георгий Борисов («Телей» ушкăн), Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинран килнĕ Иван Сидоров, Сергей Дубов, Çĕнĕ хулари «Сăрнай» юрă ушкăнĕн юрăçисем Владимир Сорокинпа Роза Егорова тăсрĕç.
Ушкăнсен хушшинчи конкурса Аслă Нагаткинтан килнĕ халăх юрă ушкăнĕ – «Шанăç» (ертӳçи В.Н.Игнатьева-Тарав ат) уçрĕ. Юрăсен ярăмне Çĕнĕ хулари Культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Сăрнай», «Шăнкăрав» (ертӳçи В.А.Коваленко), Аслă Нагаткинтан килнĕ «Укăлча» (ертӳçи Е.Н.Лянкина),Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Микулин ялĕнчи «Марьина роща» вырăс хорĕ-нче юрлакан чăвашсен ушкăнĕ тата Николаевка районĕнчи Чăваш Сайманран килнĕ «Çăлкуç» ушкăн (ертӳçи А.Юдина) тăсрĕç.
Пăхса ларатăн та – мĕнлерех пуян чăваш халăхĕн пултарулăх çӳпçи! Уйрăмах авалхи, вырăнти юрăсен кĕввисемпе содержанийĕ шухăша ярать. Тумĕсем те иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕленисем. Çавăнпа та жюри членĕсене, ахăртнех, çăмăл пулмарĕ чи пултаруллисене суйласа илме. Ун пирки вĕсем çĕнтерӳçĕсене чыслас умĕн палăртса хăварчĕç.
Пĕччен юрлакансенчен «Чăваш шăпчăкĕ» ята Сергей Дубов çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна – Иван Сидоров, виççĕмĕшне – Георгий Борисов.
80 çулхи кинемее – Зоя Семлюкована – ятарлă парне (ăшă утиял) парса чысларĕç.
Ушкăнсенчен «Чи пултаруллă ушкăн» ята «Укăлча» юрă ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Жюри членĕ-сем вĕсен авалхи тумĕсен илемне палăртса хăварчĕç.
Иккĕмĕш вырăна Роза Егоровапа Владимир Сорокина пачĕç. Виççĕмĕшне «Шанăç» ушкăн тивĕçрĕ. Пурне те УОЧНКА дипломне тата хаклă парне парса чысларĕç.
Тепĕр ятарлă парне Олег Николаевич аякран килнĕ «Çăлкуç» ушкăна тыттарчĕ. Çăлкуçсем сцена çинче 1973 çултанпа юрлаççĕ. Тумĕсем те, юррисем те вĕсен ыттисенни пек мар – хăйнеевĕрлĕ.
Кану вăхăтне Анастасия Ахмерова, Екатерина Карамзина, «Телей» юрă ушкăнĕн ертӳçи Петр Улюкин (Мелекесс районĕ, Эврел ялĕ), Георгий Борисов юрăçсем тата «Сăрнай» ушкăн илемлетрĕç. Хаклă парнесене йăлтах УОЧНКА хăй укçи-тенкипе туяннă.
 
 
: 532, Хаçат: 48 (1397), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: