Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Павел Миронович Миронов математик çуралнăранпа 155 çул çитрĕ. Паллă ентешĕмĕр ячĕпе ноябрĕн 18-мĕшĕнче Тутарстанри Кивĕ Çĕпрелĕнчи таврапĕлӳ музейĕ-нче конференци иртрĕ. Унта районти вĕрентӳçĕсем, вулавăш ĕçченĕсем, таврапĕлӳçĕсем хутшăнчĕç. Мероприятире çаплах Çĕпрел район администрацинчи культура пайĕн пуçлăхĕ Зульфат Сагдеев тата районти ветерансен канашĕн çыннисем те пурччĕ. Кунта Ульяновск облаçĕ-нчен те делегаци килсе çитрĕ.
 
Пухăннисене Çĕпрел район пуçлăхĕн çумĕ Айрат Залялов тата таврапĕлӳ музейĕн директорĕ Радиф Субаев саламларĕç, П.М.Миронов район чапĕ, мухтавĕ пулнине палăртрĕç, ун ĕçĕсем çинче кăштах чарăнса тăчĕç, конференцие йĕркелекенсене тав турĕç.
Çĕпрел районĕн историне çырса 1000 яхăн страницăллă кĕнеке кăларнă таврапĕлӳçĕ, çыравçă Рафаэль Субаев П.М.Миронов пек çынсем çинчен çамрăксене нумай каласа памаллине палăртрĕ, вăл Тăван çĕршывшăн 40 çул вăй хурса нумай тивĕçлĕ ĕç тунине каларĕ. Ветеран çакăн пек тĕлпулусем çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшаççĕ терĕ. Сăмах май район музейĕнче П.М.Мироновăн пир çине çуллă сăрăпа ӳкернĕ портречĕ упранать, ăна 20 çул ытла каялла Хусанта пурăнакан художник ӳкернĕ.
П.М.Миронов пурнăçĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ пирки вара Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкулăн истори тата обществоведени вĕрентӳçи, шкулти таврапĕлӳ музейĕн ертӳçи Геннадий Карсаков тĕплĕн каласа пачĕ, электрон хăтлавĕ ирттерчĕ. Çакна уйрăмах палăртмалла: Геннадий Николаевич çак конференцие хатĕрлесе йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ пулчĕ. Çакăншăн ăна пысăк тав сăмахĕ каламалла. Вăл çак конференци умĕн Павел Мироновичăн паян Çĕнĕ Йĕлмелĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр инçетри тăванĕпе – Александра Петровна Мироновапа (1940 çулта çуралнă, ялта ăна Шура акка теççĕ) курса калаçнă, ăна сăн ӳкерттерсе илнĕ. Çаплах ун ашшĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн – Петр Николаевич Мироновăн (1913-1961) портретне те çынсене кăтартма конференцие илсе пынă. Хăтлавран çакă та паллă: Çĕнĕ Йĕлмелне Ĕпхӳ хулинчен П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорĕ И.Г.Тарасов пуçарнипе икĕ хутчен ушкăнсем килсе кайнă, Павел Миронович çуралнă тăрăхпа паллашнă.
П.М.Миронов ячĕ халăх хушшинче икĕ-виçĕ теçетке ытларах çул каялла кăна сарăлчĕ-ха. Ку ĕçре Ульяновскра 1989 çултанпа тухса тăракан «Канаш» хаçат нумай пулăшрĕ. Тĕрĕсрех каласан -- «Канаш» хаçат чухлĕ П.М.Миронов çинчен нимĕнле издани те çырман! Паллă чăваш çинчен çырнă тĕрлĕ статьясене вăл çулсерен пичетлесе пычĕ. Хаçатăн хальхи тĕп редакторĕ Николай Ларионов хăйĕн сăмахĕнче çакăн пирки каларĕ, малашне те ентешĕ пирки çĕнĕ материалсем тупсан вулакансене вĕсемпе паллаштарма шантарчĕ. Çакăнпа пĕрлех Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкула П.М.Миронов ятне пама сĕнчĕ. Вăл çаплах Çĕпрел район библиотекине чăваш ялĕнчи шкулсене салатма хăйĕн «Вутхӳре» кĕнекин пĕр пачкине (40 экземпляр) тата ытти сумлă кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи Николай Казаков пĕр ялтан тухнă П.М.Миронов кун-çулне чылай çул ĕнтĕ çине тăрсах тĕпчет, çак вăхăтра питĕ нумай материал тупнă вăл, вĕсене «Канаш», «Ульяновская правда» хаçатсенче тата «Мономах» журналта пичетленĕ. Çак ĕç малалла пырать. Нумаях пулмасть Николай Александрович патне Казахстанри Павлодар хулинче пурăнакан 81 çулти Людмила Виноградова (ун амăшĕ Мироновсен йăхĕнчен) çыру çырнă, кунта вăл Павел Мироновича мĕнлерех тăван лекнине ăнлантарнă. Ку çыру пичетленнĕ «Канаш» хаçат номерне пухăннисем интересленсе вуларĕç, темиçе хаçата килне илсе кайрĕç.
Николай Кодрашкин скульптор (Ульяновск) вара конференци тĕлне Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕ валли П.М.Миронов барельефне туса хатĕрленĕ. Вăл ăна халăх умĕнче Геннадий Карсакова парнелерĕ. Сăмах май Николай Григорьевич çакăн пек барельефа Ĕпхӳри П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулне парнеленĕ, Ульяновскри 17-мĕш библиотекăна та бюст парнеленĕ.
Çул çӳреме юратакан таврапĕлӳçĕ – Николай Кирюшин та конференцие Ульяновскран пынă. Вăл кунта килнисене хăйĕн çулçӳревĕсем, Ĕпхӳре П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕ-нче пулнă пирки каласа пачĕ, çаплах Раççей империйĕ тата СССР вăхăтĕнчи орденсемпе, медальсемпе паллаштарчĕ. Вăл наградăсене çур зал сарса хунăччĕ, ку та конференцие хăйнеевĕ-рлĕ тĕс кĕртрĕ.
Çамрăк таврапĕлӳçĕ Любовь Сультеева вара кунта Аслă Нагаткинтан (Ульяновск облаçĕ,Чăнлă районĕ) амăшĕпе пĕрле килнĕ. 6-мĕш класс хĕрачи хăйĕн вăйĕпе математика енĕпе хатĕрленĕ «Калакан цифрăсем» ятлă электрон хăтлавĕ ирттерчĕ, кулленхи пурнăçра математика мĕнле вырăн йышăннине каласа пачĕ. Конференцие çамрăксем хутшăнни ытла та паха, малалла таврапĕлӳ ĕçне шăпах вĕсен илсе пымалла пулĕ.
Алешкин-Саплăк ялĕнчен килнĕ ветеран вĕрентӳçĕ, хисеплĕ таврапĕлӳçĕ, темиçе кĕнеке авторĕ -- Валентин Макаров шăпах çакăн пирки калаçрĕ. Хăй паян туса пыракан ĕçсене малашне çамрăксем алла илсен питĕ аван пулĕччĕ терĕ, конференцие йĕркелекенсене, унта хастар хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ.
 
: 136, Хаçат: 48 (1397), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: