Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕнче юр хулăн пулсан тырă лайăх пулать.
Чӳк уйăхĕ тунă чух юр йĕпе çине выртсан çур кар килет, юр час каять.
Чӳк уйăхĕ тунă чухнехи юр шăн çĕр çине ларсан çитес çул тыр-пул лайăх пулать.
Чӳк уйăхĕнче çумăр шăтăк-путăка тикĕслет, юр мăкăл-шăкăле тикĕслет.
Чӳк уйăхĕн малалла тăхринче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрларан юр выртать.
Чӳк уйăхĕнче урапа тĕпне çуна тупанĕ хурса тухма каланă.
Чӳк уйăх тăвиччен темĕн чул юр çусан та хĕл лармасть, чӳк уйăх тулсассăн хĕртсе хĕвел пăхсассăн та хĕл ларать.
Чӳк уйăхĕ тулнă чух юр çусан çуркунне шыв вăйлă анать, шыв ейӳ каять.
Чӳк уйăхĕнче çулçă ӳксе пĕтмесен хĕл сивĕ килет.
Чӳк уйăхĕ тулса çитсен çырмара пăр катрам-катрам ларсан тырă йăтăнса пулать, яка ларсан тырă пулмасть.
Чӳк уйăхĕнче выльăх картана кĕрет.
Чӳк уйăхĕ тулнă чух çил-тăман пулсан хĕллехи Микулаччен çил-тăман пулать.
 
: 1163, Хаçат: 44 (1136), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: