Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Çамрăк ăрăва чăваш халăх еткерлĕхĕн тĕслĕхĕсем çинче вĕрентесси тата ăс парасси» темăпа регион-сем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна регионти вĕренӳпе ăслăлăх министерстви, облаçри Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕ тата чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ.
Конференцие УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Олег Мустаев уçрĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăнакансене саламласа тухăçлă кун сунчĕ вăл.
Мероприятие Ульяновскпа Димитровград хулисенче тата облаçри район шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пуçтарăннă. Ăна облаçри Вĕренӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн йĕркелӳпе методика ĕçĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Архипова илсе пычĕ.
Ульяновскри 30-мĕш гимназире «Чăваш халăхĕн историйĕпе культури» кружока (ăна Г.Н. Прилучных ертсе пырать) çӳрекен ачасен хăйсен «Тăван çĕршыв» композицийĕпе паллаштарчĕç. 21-мĕш вăтам шкулти «Тăван халăх культури, историйĕ тата пуплевĕ» (ертӳçи – Ю.А. Серебрякова) кружок ачисем Валентина Тарават çырнă юрра шăрантарчĕç, чăваш сăввисене вуларĕç.
Докладсен темисем тĕрлĕ енлĕ те анлă пулчĕç. Олег Мустаев чăвашсен культурипе историне йышăннă (вĕреннĕ) çĕрти хăнăхнă йăласен хальхи йывăрлăхĕсене уçса пама тĕллев лартнă. «Халăха аталанма чăрмантаракан йăла-йĕркерен, мĕскĕнлĕхрен пăрăнмалла пирĕн, хамăра хӳтĕлеме вĕренмелле, çĕнелмелле, улшăнмалла», - терĕ УОЧНКА пуçлăхĕ. Учительсен ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕ.
В.А.Архипова чăваш çыравçи-сăвăçĕсен, классиксемпе хальхи вăхăтри авторсен хайлавĕсем çитĕнекен ăрăва еплерех витĕм кӳнине тишкерчĕ. Вера Александровна хăйĕн калаçăвне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Шкул ачисем кĕнеке вулама юратманни самаях пăшăрхантарать чăваш учителĕсемпе ĕçлекен тĕп специалиста.
- Чăваш классикĕсен «Кĕпер» (Хветĕр Уяр), «Ĕмĕр сакки сарлака» (Никифор Мранькка), «Сĕве Атăла юхса кĕрет» (Турхан) тата ытти сумлă романсен чĕлхи те, содержанийĕ те, пĕлтерĕшĕ те иксĕлми. Халăх историне, пурнăçне пĕлес тесен вĕсене вуламаллах. Чăваш çыннин паянхи пурнăçне, ĕçне, ӳсĕмĕсене çутатакан авторсем те пур пирĕн. Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсенех илер. Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатолий Дмитриев, Николай Ларионов тата ытти çыравçăсен хайлавĕсем мĕне тăраççĕ. Таврапĕлӳпе çыхăннисем те пур вĕсен хушшинче, Чĕмпĕр чăвашĕ-сен историйĕпе йăли-йĕркине, культурине анлăн çутатса параканнисем те. Паллă ентешсен - çыравçăсемпе ăсчахсен - пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе хак панă тишкерӳллĕ ĕçсем мĕнпур чăвашсен литература анинче пысăк вырăн йышăннине те палăртса хăвармалла. Мухтава чăннипех те тивĕçлĕ вĕсем – пирĕн шевлеçĕсем, - терĕ Вера Александровна. – Ман çапларах сĕнӳ пур: ĕçтешсем, малашне вĕсене шкулсене чĕнсе ăшă тĕлпулусем ирттерер-ха. Маларах ыйтусем хатĕрлер, хайлавĕ-сене вулар, вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнчех кунĕсене палăртса хурар.
Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкул вĕрентӳçи Светлана Мигукова чăваш литература урокĕсенче ентеш çыравçăсен пултарулăхне вĕрентес мелсем пирки калаçрĕ. «Вĕсен пурнăçĕ-пе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май сăмах ăстисене хăйсене çавра сĕтеле чĕнсен, ачасене сăввисемпе калавĕ-сен сыпăкĕсене пăхмасăр калама вĕрентсен пит аван пулĕччĕ. Чăнлă район çыравçисем пĕрре мар савăнтарнă пире хăйсен калаçăвĕпе», - терĕ Светлана Ильинична.
Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕн хыпарсемпе шырав тытăмĕн пайĕн пуçлăхĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Роза Макарова тăван чĕлхепе литература урокĕсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи чăваш çыравçисемпе сăвăçисен докуменчĕсен еткерлĕхĕпе еплерех усă курма пултарассине уçса пачĕ, архивра упранакан хаклă та пĕлтерĕшлĕ хутсен копийĕсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн интереслĕ калаçăвĕ-нче хальхи саманари çивĕч калем ăстисен ĕçĕ пирки уйрăм чарăнса тăчĕ.
Ульяновскри 21-мĕш вăтам шкулта кружок илсе пыракан Юлия Серебрякован, сăмахран, хăйĕн вĕрентӳ вăрттăнлăхĕсем пур: вăл чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне ачасене вилĕмсĕр классикăн Кĕçтенттин Ивановăн хайлавĕсемпе ĕçлеттерет. Вулаттарать, çыртарать, пăхмасăр калаттарать çеç мар, тарăн шухăшне уçса пама ыйтать, халăх историне, çав вăхăтри культурăпа йăла-йĕркепе çыхăннă сыпăксене тупса калаçтарать...
Димитровградри 19-мĕш вăтам шкул учителĕ, «Чăваш халăх историйĕпе культури» кружок ертӳçи Г.Г. Рудакова пĕр пытармасăр паян хăй те ачасемпе пĕрле калаçу чĕлхине вĕреннине пĕлтерчĕ. Усăллă сехетсенче тăван халăх культурине чĕртсе тăратма май паракан мелсене тишкерчĕ.
«Канаш» хаçат корреспонденчĕ Елена Алексеева «Чĕмпĕрти «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ачасене ăс панă çĕрти вырăнĕ» темăпа доклад турĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен паянхи çитĕнĕвĕсемпе паллашарчĕ.
Хулари 17-мĕш «Содружество» вулавăш ертӳçи О.Г.Юрлова хăйĕн витĕмлĕ калаçăвĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ çĕрте Интернет тетелĕ еплерех пулăшу пама пултарасси çинче чарăнса тăчĕ.
 
: 543, Хаçат: 48 (1397), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: