Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăвашкасси тата унта пурăнакансем ытти ял çыннисенчен нумай енĕпе уйрăлса тăнă: авалтанах юлнă йăла-йĕркене тытса пырассипе, пултаруллă ĕç çыннисемпе, юрă-ташă-купăс ăстисемпе, пĕр-пĕрне урамра çĕнĕ ят парассипе, ушкăнпа ĕç тăвассипе тата ытти те.
Ялта пĕр пек ятсем нумай пулнă. Пĕр-пĕрин çинчен пĕлес тесен хушаматпа усă курман, тепĕр ят хушнă. Сăмахран, яла Микалай ятлă çын килсен вăл колхозри конюхсен пӳртĕнче пурăнма тытăнать. Ун çумне вара Колхоз Микалайĕ хушма ят çыпçăнать.
Ермиловсен çемйи Чăвашкассине килсен вĕсем шкулти пĕр пысăк пӳлĕ-мре пурăнма тытăнаççĕ. Шкулта пурăннăран пулĕ ĕнтĕ – вĕсен ачисене Шкул Тули, Шкул Геннадийĕ тетчĕç. Ялта паянчченех Ермилов-Юмана -- Шкул Тули, шăллĕне – Шкул Геннадийĕ теççĕ.
Степанида Ильиничнапа Федор Леонтьевич Ермиловсем туй туса пĕрлешнĕ хыççăн Чăвашкасси ялĕ вĕсемшĕн иккĕмĕш тăван ял пулса тăрать. Вăхăчĕ те çав тери яваплă пулать. 20-мĕш ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕ-нче Совет правительстви питĕ чаплă саккун йышăнать: «Закон о всеобщем образовании». Ку саккуна пурнăçа кĕртес тесен учительсем кирлĕ. Вулама, çырма, хут çине алă пусма пĕлмен çынсем çав тери нумай пулнă-çке-ха... Хальхи пекех астăватăп, Шкул Тулин амăшĕ Степанида Ильинична шкул ĕçне вĕçлесе ачасене киле ярсан килĕрен ваттисене, çитĕннĕ çынсене вулама, çырма, алă пусма вĕрентсе çӳретчĕ. Хăй ĕçлесе илнĕ укçине те шеллемен пулĕ вăл, кашни çынна çырма тетрадь паратчĕ.
Тата çакна каласа хăварас килет. Ачасем те, ватăраххисем те Степанида Ильинична тесе калайманнипе ăна Стефанична тесе чĕнетчĕç.
Питĕ хастар та тавракурăмлă çынсем – Ермиловсем. Вĕсен çемйи, ачисем ялта паллă, сумлă çынсем пулнă.
Чăвашкассине килсе тĕпленсен нумаях та вăхăт иртмен – Ермиловсен çемйинче ывăл çуралать, Анатолий Федорович Ермилов, Шкул Тули. Вăл вăхăтра, уйрăмах 1932 çулта, ачасем йышлă çуралнă. Пулас лаша тихаранах паллă тенĕ халăхра. Шкул Тулин пурнăçĕ те çавăн евĕрлĕрех пулнă. Тарăн шухăшлă çын пур енĕпе те пултарать: пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тăвать, пулас ăру валли тарăн йĕр хăварать.
Ачаранах сăвă çырса, ӳкерсе, пире -- пĕчĕк ачасене -- юрлама вĕрентсе, спорт енĕпе çитĕнӳсем туса, урамра ачасене тĕрлĕрен вăйăсем выляттарса вăл калама çук кирлĕ тата сумлă ĕç турĕ. Çав вăхăтрах вăл колхоз хирне тухса тыр-пула вырса кĕртнĕ хыççăн кĕреплесемпе хăмăл турани, çĕрулми анинче сухапуçпа ĕçлени, килте пахча çимĕç ӳстерни пирĕншĕн тата унăн шăллĕшĕн чăннипех те тĕслĕх пулнă.
Эпĕ астăвасса, Шкул Тули юлташĕ-семпе е ытти ачасемпе нихăçан та вăрçăшман. Çынпа яланах тирпейлĕн те сăпайлăн калаçнă. Унран эпир нихăçан та намăс сăмах илтмен. Ара, унăн вăхăчĕ те пулман-тăр урамра çил хăвалама. Шкул пусми çине тухса ларатчĕ те тытăнатчĕ хут çине ӳкерме. Пĕррехинче мана стена çумне тăратрĕ те ман çине пăхса ӳкерме пуçларĕ... Çав мĕлкене кайран ачасене кăтартрĕ. Лешĕсем ку эпĕ иккенне тӳрех пĕлчĕç. Ӳкерчĕкпе мана танлаштарса тĕлĕнсе тăчĕç.
Шкул Тули Кивĕ Улхашри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Пионерская правда» хаçатра ачасем хушшинче конкурс ирттересси пирки пĕлтерӳ тухнă. Ӳкерчĕксем тунă чух акварельпе усă курмалла пулнă. Юман конкурса хутшăнать. Лайăх ӳкерчĕксем ярса парать. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн вăл СССР паллă художникĕнчен -- Дмитрий Шмариновран -- çыру илет. Унта лешĕ Юманăн ӳкерчĕкне хак парса мухтаса çырать. Анчах та Анатолий Ермилов-Юман ӳнерçĕ ĕçне кӳлĕнмерĕ, чăвашсен паллă поэчĕ пулса тăчĕ.
Анатолий Федорович хăйĕн пĕрремĕш вĕрентӳçине яланах ырăпа аса илет. Ольга Васильевна вĕсене юрă урокĕнче вĕрентнĕ юрăсене тата пластинкăсем çинчисене пире юрлама вĕрентетчĕ. Анчах малтан сăмахĕсене вĕренмеллеччĕ. Вăл пусма картлашки çине хăпарса тăратчĕ те пире юрă сăмахĕсене хорпа калаттаратчĕ, кайран юрлама вĕрентетчĕ. Вĕрентӳçĕсен ачи темерĕн, хăйне вăл вĕрентӳçĕ пекех тыткалатчĕ. Анчах вăл вĕрентӳçĕ ĕçне те кӳлĕнмерĕ – чăвашсен паллă поэчĕ пулса тăчĕ.
Колхозри тата килти ĕçсене пĕтерсен ачасемпе çитĕннисем каçсерен шкул умне пуçтарăнатчĕç. Аякри касăсенчен те килетчĕç кунта. Пухăннисене Анатолий Юман кире пуканĕ йăтса тĕлĕнтеретчĕ. Çавăн хыççăн ялти нумай çамрăк кире пуканĕ йăтассипе «чирлерĕ». Ăмуртусем мĕнлерех хĕрӳ иртетчĕç! Эх, савăнатчĕç вара çамрăксем! Шкул умĕнче яланах ача-пăча сасси янăраса тăратчĕ. Пирĕншĕн (эпир шкул çумĕнче пурăннăран-тăр) вăл кунсем ялан уяв пек туйăнатчĕç.
Вăл вăхăтра Анатолий Юман спортра та çитĕнӳсем тума ĕлкĕрчĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Сабантуйра Юман кире пуканĕсене чи нумай йăтакансенчен пĕри пулнă. Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕшĕн ăна хаклă парне парса чыс тунă, спортра пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Анчах Анатолий Федорович Ермилов-Юман спортпа физкультура ĕçне те кӳлĕнмерĕ – чăвашсен паллă поэчĕ пулса тăчĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Юман хăй пурнăçне чăн-чăн çырав ĕçĕпе çыхăнтарать. Вăл хăйĕн хастарлăхне çулсерен ӳстерсе, туптаса пырать.
Ял çыннисем Ермиловсен çемйине хисепленĕ, сума сунă, вĕсем пурнăç пусмин чи çӳлти картлашкинче тăнине кура ял çыннисем халĕ те вĕсен умĕнче пуçĕсене таяççĕ. Халĕ Анатолий Федорович Ермилов-Юмана хамăр регионта кăна мар, чăваш тĕнчинче те, Раççейри паллă поэтсен хушшинче те лайăх пĕлеççĕ. Халăхран тухнă поэт – халăх поэчĕ ятне илме тивĕçлех.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 111, Хаçат: 48 (1397), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: