Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 47-мĕш номерте.)
 
Çулсем малаллах шăваççĕ. Мишук шкулта тăрăшса вĕренет. Тăватă класс пĕтерсе тухсан çичĕ класлă тепĕр ял шкулне çӳремеллеччĕ ачан. «Хăть пĕр ачине те пулин вĕрентесшĕнччĕ», - ĕмĕтленчĕ Сухви те. Анчах Мишукăн вăхăтлăха вĕренесси татăлчĕ. Килте çиме çуккипе пилĕк класс пĕтереймесĕрех вăл ял кĕтĕвне кĕтме кайрĕ. Унăн пиллĕкмĕш класра икĕ çул ларма тиврĕ. Ун чухне кашни класс хыççăн ачасен экзамен памалла пулнă. Экзамен парайманнисем тепĕр класа куçайман. Мишук начар вĕренместчĕ, улттăмĕш класа кайма шанăç пурччĕ. Анчах экзамен тытмалли кун аслă кĕтӳçĕ ăна шкула ямарĕ. «Мана пĕччен кĕтӳ кĕтме йывăр пулать», - терĕ.
Кĕтӳçĕре ĕçлекен 12-13 çулхи çамрăк чĕлĕм мăкăрлантарма та хăнăхса çитрĕ, эрехне те сыпкаларĕ. Каçхи апат умĕн хуçасем кĕтӳçĕсене 100-150-шар грамм лавкка эрехне е сăмакун ярса паратчĕç, хăналатчĕç. Йăли çапла пулнă ялта. Халăх кĕтӳçĕ-сене сума сунă, юрама тăрăшнă. Кĕтӳçĕ лайăх пулсан выльăх та тутă, сĕт-çăвĕ те çителĕклĕ. Кун пек чухне çемье те тутă.
Çапах та Мишук çичĕ класс пĕтерсе свидетельство илчех. Малалла та вĕренме ĕмĕтленчĕ. Тăванĕсем те хирĕç марччĕ. «Вĕрен, сан ăсу пур», - терĕç. Хăйсем те пулăшма тĕв турĕç. Çук, пулмарĕ Мишукăн вăтам пĕлӳ илесси. Çемье çавăрнă тăванĕсем качча çителĕклĕ пулăшаймарĕç. Кукамăшĕ те куллен хавшаса пырать. Саккăрмĕш класра çур çул вĕреннĕшĕн 75 тенкĕ тӳлерĕ кукамăшĕ. Тепĕр 75 тенкине вăхăтра тӳлейменнипе ачан шкула пăрахма тиврĕ. Вăл вăхăтра çулталăкшăн 150 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Мишука сакăр класс пĕтернĕ тесе пурпĕр справка пачĕç. Ачан каллех ĕмĕчĕ татăлчĕ, вăтам пĕлӳ илсен офицер пулма шут пурччĕ – пулмарĕ! Вăл колхоз ĕçне хутшăнма тытăнчĕ. Ăçта кайтăр ĕнтĕ паспортсăр ача/ Анчах колхоза танкканипе кăна кулач çиеймĕн. Çакна Мишук çамрăк пулсан та пит лайăх ăнланать. Вăл пĕр тăванĕ пулăшнипе чукун çул çине ĕçлеме вырнаçрĕ. Нумай пулмасан та чĕрĕ укçа алла тыттараççĕ. Канмалли кунсем те параççĕ.
1956 çулта Мишук ялти ытти çамрăксемпе Ростова тухса кайрĕ. Малтан чул кăларакан шахтăра, кайран тимĕр-бетон заводĕнче вăй хучĕ. Укçи аван пырать, пурăнмалли вырăн общежитире пур. Çакăнтанах вăл хĕсмете кайрĕ. Виçĕ çулта тĕнче самай курчĕ. Кавказ тăвĕ-сен икĕ енче вырнаçнă нумай хулана çитсе курчĕ, Европăри хуласенче, Байкал кӳлли таврашĕнче çӳрерĕ. Çапла пулчĕ унăн служби. Унти пурнăçа курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Мишук. Атăл çинчи пек чухăн пурăнакансем урăх ниçта та çук иккен. Ытти çĕрте апат-çимĕçĕ те, тăхăнмалли те çителĕклĕ, çулĕсем те асфальтлă. Атăл çинчи халăх патшалăхăн тĕрекĕ пулнă пулин те хисепе тивĕçмен. Мĕншĕн тесен вĕсем патшалăхăн хĕскĕ-чне чăтнă, хирĕç каламан.
Хĕсметрен Мишук вара каялла яла таврăнчĕ. Ирĕкленсе нумай çӳремерĕ, часах авланса ячĕ. Кукамăшне пăхакан çын кирлĕ пулчĕ килте. Анчах Мишук хăй шутламасăр авланнишĕн нумай кулянчĕ. Каллех вĕренес ĕмĕтне татнă пек туйăнчĕ ăна. Мĕн тăвăн, темшĕн ăс кайран кĕрет çав.
Çемьеллĕ арçын каллех колхозра вăй хучĕ. Пултаруллă çамрăка колхозăн комсомол организацине ертсе пыма, библиотекăра ĕçлеме шанчĕç. Тракторпа та, комбайнпа та ĕçлерĕ вăл, платник та пулса çӳрерĕ. Пуçĕнчен вара вĕренес шухăш каймарĕ. Вăл май тупса каçхи шкула çӳрерĕ, вăтам пĕлӳ илчĕ. Çывăхри хулара ялхуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренсе агроном специальноçне илчĕ. Дипломлă çынна Раççейри пĕр облаçа ĕçлеме ячĕç. Унта вăл районăн тĕп агрономĕ пулса тăчĕ. Вăхăт çитсен тăван яла таврăнса колхозăн тĕп агрономĕ-нче ĕçлерĕ. Халĕ вăл – Михаил Яковлевич. Çапла чĕнме унăн пĕлĕвĕ те, çулĕ те çителĕклĕ.
Михаил Яковлевич – хастар специалист. Вунпилĕк çула яхăн ĕçлерĕ вăл çак должноçра. Килĕ-шет ăна агроном ĕçĕ. Тĕрлĕрен общество ĕçне те илсе пырать, колхоз председательне те пулăшать. Тăрăшуллă специалиста район пуçлăхĕсем кӳршĕллĕ ял колхозĕн председательне лартма шутлаççĕ. Каясшăн марччĕ хăй вырăнĕнчен агроном. Анчах парти хушнинчен иртме çук. Унта та Михаил Яковлевич хăйĕн ятне çухатмасть. Вăл тăрăшнипе колхоз çулран-çул тыр-пул нумайрах туса илчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕ. Хуçалăх çĕкленсе пычĕ. Пуçлăх районта та, облаçра та хисеплĕ çынсен шутĕнче пулчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрти тăхăрвуннăмĕш çулсенче пирĕн çĕршывра тĕлĕнмелле киревсĕр улшăнусем пулса иртрĕç. Ялхуçалăхĕ-сем саланма пуçларĕç. Патшалăх пуçлăхĕсем ял çинчен вуçех манса кайрĕç. Çаксене чăтаймасăр Михаил Яковлевич заявлени парса ĕçрен тухрĕ. Кун хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ – колхозсем пĕтсе ларчĕç. «Ăслă» пуçлăхсем кĕсйисене тултарса яла пăрахса тарчĕç.
Михаил Яковлевич тивĕçлĕ канура ялта пурăнать, мăшăрĕ-пе выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тытаççĕ, ачисене пулăшаççĕ. Мăнукĕсем килсен вĕсене пурнăçĕ пирки каласа парать, ăс вĕрентет.
- Пурнăç çулĕ тикĕс мар, - тет иртсе кайнă пурнăçĕ пирки Михаил Яковлевич. – Ман пурнăçра аванни те, начарри те сахал пулман. Вăрçă иртсе кайсан çынсем самай улшăнчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче те, каярахпа та çынсем пĕр-пĕрне кирлĕ марпа кӳрентермен, пĕр-пĕ-рне, тăванĕсене май пур таран пулăшнă, хисепленĕ, курайман çынран сыхланă. Çавăнпа пирĕн халăх хăрушă тăшмана та çĕнтернĕ. Вăл вăхăтра миллионерсемпе миллиардерсем пулман. Çынсем пĕр манерлĕрех пурăннă, пĕр-пĕ-рне кĕвĕçмен. Кашни хăйĕн вăйĕпе пурăннă, вăрласа мар. Юлашки çулсенче халăх та пăсăлчĕ. Тăванпа тăван та тăшман пек çапăçать, пĕр-пĕрне шывра путарма, çунтарса яма хатĕр. Тĕнчере унччен туслă пурăннă халăхсем те çапăçса кайрĕç.
Уйрăмах Михаил Яковлевич икĕ питлĕ çынсене юратмасть.
- Кун пек çынсем – вăрттăн çыртакан анчăк евĕрлех. Сана тем пек сиен тума хатĕр. Куçран çупа пыл пек калаçаççĕ, уйрăлса кайсан чĕрĕллех çисе яма хатĕр, чĕрисенче хура çĕлен йăшăлтатать, халăх çине сан пирки начар сăмах кăлараççĕ. Усал çынсем нумаях мар. Анчах вĕсем шутпа мар, сĕмсĕрлĕхĕпе вăйлă, нумай сиен тăваççĕ. Çавăн пек çынсем умĕнче уçă пулмалла мар, шухăшусене каламалла мар. Çынна ытларах итле, хăв сахалтарах калаç. Чĕлхӳ хăвăн тăшману ан пултăр тесен ăна ирĕке ямалла мар, - вĕрентет вăл мăнукĕсене.
 
Майна районĕ.
 
: 457, Хаçат: 48 (1397), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: