Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари Культура центрĕ çумĕнче чăваш арĕсен «Сăрнай» юрă ушкăнĕ йĕркеленсен унта пĕр илемлĕ хĕрарăм юрлама пырать. Унăн сасси арçынсем юрланине илемлетет. Ăна Роза Егорова тесе чĕнеççĕ. Вăл Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. Роза Михайловна – учительсен йăхĕнчен.
 
Унăн асламăшĕ И.Я.Яковлев шкулне пĕтернĕ. Аслашшĕ – Никифор Егорович – В.И.Ленина виçĕ хут та курнă. Таврара вăл бухгалтери учетне вĕрентекен пĕрремĕш учитель пулнă. Ашшĕ – Михаил Никифорович – Аслă вăрçă участникĕ, виçĕ орден кавалерĕ. Амăшĕ те унăн Аслă вăрçă участникĕ, учительница. Пуçламăш классене вĕрентнĕ.
- Эпĕ те учитель пулма ĕмĕтленеттĕм. Сакăр класс пĕтерсен çичĕ çухрăма Кивĕ Улхаш шкулне вĕренме çӳренĕ. Шыв-шур вăхăтĕнче тата шартлама сивĕ кунсенче интерната пурăнма юлнă. Шкул пĕтерсен эпĕ Хусанти педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Юлташсем Чĕмпĕрте тĕпленнипе мана кунта питĕ кичемччĕ. Çавăнпа та эпĕ вĕренĕве пăрахса килтĕм. Автозавода слесарь-сборщика ĕçлеме вырнаçрăм. 1974 çулта культурăпа çутĕç училищине вĕренме кайрăм. Икĕ çул çурăран хор уйрăмĕн дирижерне вĕренсе тухрăм. Педучилище студентне качча кайрăм. Тури Террасăра хунямапа пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Питĕ лайăх хĕрарăмччĕ вăл. Пилĕк çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Пирĕн хĕр çуралчĕ,- каласа парать Роза Михайловна.
Учитель пулас туртăм унра çапах та путланман. Вăл пединститута вĕренме кĕрет. Унпа пĕрлех 80 çынран тăракан студентсен хорне ертсе пырать. Вĕренсе тухсан садика воспитателе вырнаçать. Унтан «Марс» заводăн библиотекине наукăпа техника информатикин уйрăмне ĕçлеме куçать. Ăна вулав залĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Кунта вăл нумай вулать. Малалла вĕренме шутлать: Волгоградри экономика техникумне вĕренме кĕрет, плановик-бухгалтер специальноçне алла илет. 1993 çулччен «Марсра» экономистра тата техника информатикин инженерĕнче вăй хурать. Пушă вăхăтра Профсоюзсен керменне вырăс хорне юрлама çӳрет. Ултă çул юрлать вăл кунта. Юрлас ăсталăха вăл 4-мĕш класранах туптанă. Çак пултарулăх ăна ашшĕ-амăшĕнчен куçнă.
1993 çулта Роза Михайловна «Марсран» кайса 30-мĕш училищĕре производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçлеме пуçлать. Унпа пĕрлех «Амалтея» услам шкулĕнче пулас бухгалтерсене вĕрентет.
- Училищĕрен авиаци колледжĕ туса хучĕç те бухгалтерсене вĕрентес ĕçе йăлтах ман çине тиерĕç. 1990-мĕш çулсенче уйрăмах йывăрччĕ. Ĕç укçине вăхăтра памастчĕç. Эпир кашни ачашăн яваплăччĕ. Вĕренме килмесен вăл ăçта çӳренине килне кайса пĕлмеллеччĕ. Эпĕ Çĕнĕ хулари нумай çурта çитсе курнă. Вĕренекенсем мана асăрхаттарса хăратни те пулкаланă. Çав ачасемех салтака кайса килнĕ хыççăн мана тĕл пулсан каçару ыйтатчĕç, тав тăватчĕç. Çапла эпĕ педагогика ĕçĕнче 26 çул вăй хутăм, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕм.
Чăваш культура центрĕнче çĕнĕ юрă ушкăнĕ йĕркеленсен мана кунта юрлама чĕнчĕç. Унтанпа икĕ çул иртрĕ. Эпир нумай чăваш уявĕнче пултăмăр. Шупашкара та çитсе куртăмăр,- тет йăл кулса Роза Михайловна.
«Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эреветрен» юрăçсем килсен виçĕ хĕрарăм тепĕр пĕчĕк ушкăн -- «Шăнкăрав» туса хураççĕ. «Сăрнай» ушкăн ертӳçи В.А.Коваленко вĕсене те нумай тимлĕх уйăрать.
Тивĕçлĕ канăвне халĕ Роза Михайловна юрă ушкăнĕнче илемлетет.
 
: 520, Хаçат: 49 (1398), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: