Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 1-мĕшĕнче Кремль Керменĕнчи Георги залĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççейри Федераллă Пухăва çулсерен яракан çырăвĕпе паллаштарчĕ.
 
Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче çакă — 13-мĕш Çыру. Ăна Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, кĕпĕрнаттăрсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен çыннисем, конфессисен ертӳçисем итленĕ.
Раççей халăхне çав çырупа икĕ сехете яхăн паллаштарнă май Президент ытларах çĕршывăн çитес çул аталанмалли тĕп йĕрĕсене палăртнă.
ТĔнчери пирĔн ÇĔршывăн вырăнĔ
Крым референдумĕпе килĕшменнипе тата Донбасри хирĕçĕве пула АПШпа унăн союзникĕ-сем Раççей умне чăрмавсем кăларса тăратаççĕ, хăйсен интересĕсене маларах хурса пире аталанма памаççĕ. Раççей нихăçан та уйрăм, никампа çыхăнмасăр пурăнмасть. Никама та хăй умне «тимĕр чаршав» карма ирĕк памасть. Унчченхи партнерсенчен те пăрăнмасть, тĕнчери мĕнпур регионпа çĕнĕ çыхăнусем йĕркелесе аталанать. Эпир е никама пăхăнман ирĕклĕ çĕршыв пулатпăр, е тĕнчере çухалса каятпăр.
Граждансене шантарнине
пурнăÇламалла
Раççей халăхĕ хăйĕн наци интересĕсене, çĕршывĕн никама пăхăнман курсне хӳтĕлеме пултарнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ. Граждансене патриотизм хаклăхĕ пĕрлештерчĕ. Çав вăхăтрах çынсем хăйсене пĕрешкел правасемпе тивĕçтерессе, пĕрешкел хисеплессе шанаççĕ. Общество кăнттамлăха, мăнкăмăллăха сивлет, яваплăха, кăмăл-сипете тĕпе хурать.
Çакна иртнĕ суйлав кампанийĕ те çирĕплетрĕ. Общество шухăшне тĕпе хутăмăр. Халь граждансене шантарнă ĕçсене пурнăçламалла.
2017 Çул — революци ÇĔрÇуллăхĔ
Юлашки вăхăтра нумай çĕршывра авантюристсем, анархистсем валли çул уçнă. Кăтартăвĕ пур çĕрте те пĕрре, çынсем нуша кураççĕ, пĕтĕмпех арканать, шанăç çухалать. Европăри тата ытти çĕрти çĕршывсене пырса тивнĕ миграци кризисĕпе çакă пушшех çивĕчленет.
2017 çулта Февральти тата Октябрьти революцисем пулнăранпа 100 çул çитет. Çакă — пирĕн пĕрлехи истори. Ăна хисеплемелле.
Истори урокĕсем пире чи малтан çураçма, килĕшĕве çирĕплетме кирлĕ. Унчченхи хирĕçӳ-пе кӳренĕве паянхи пурнăçа илсе килме юрамасть. Асра тытар, эпир — пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре.
Демографи коэффициенчĔсем
Пирĕн политикăн пĕлтерĕшĕ — çынсене упрасси, Раççейĕн тĕп пуянлăхĕ вырăнне хурса çын мулне ӳстересси. Çавăнпа йăлана кĕнĕ хаклăхсене, çемьене, демографи программисене тĕревлессине, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатассине, вĕрентӳпе культурăна аталантарассине тĕпе хуратпăр.
Халăх йышĕ хăй тĕллĕн ӳсесси малалла пырать. 2015 çулта Раççейре ача çуратассин пĕрлехи коэффициенчĕ — 1,78. Европăри чылай çĕршывран пысăкрах. Португалире 1,2 пулнă, Испанире, Грецире — 1,3.
Социаллă тытăмри улшăнусене малалла тăсăпăр: пысăк специалистсен шалăвне ӳстеретпĕр, вĕсен ĕç условийĕсене лайăхлататпăр.
Медицина тата педагогика вузĕсенче нумаях пулмасть кăна конкурс нуле çывăх шайраччĕ. 2016 çулта педагог пулассишĕн пĕр вырăна 7,8 çын, медицина вузне кĕме 28 çын тупăшнă.
Пысăк технологиллĕ 94 медицина центрĕ ĕçлет.
2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре тин çуралнă ачасем вилесси 1 пин ача пуçне 6,5-пе танлашнă. Европăра 6,6 пулнă. Кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсемпе Раççей 5,9 кăтарту шайне тухнă.
Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту нумай-ха: черет, тухтăрсен кăнттамлăхĕ, кирлĕ тата çĕнĕ техникăпа ĕçлеме пĕлекен специалистсем çитменни. Çитес çултан медицина центрĕсемпе аслă шкулсен никĕсĕ çинче врачсене çĕнĕрен вĕрентме тытăнăпăр.
Раççее лайăх тивĕçтернĕ санитари авиацийĕн служби кирлĕ. Çитес çултанах вăл çĕршывĕн 34 регионĕнче ĕçлеме пуçлĕ, çакăн валли федераци бюджетĕнчен 3,3 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Чи малтан санитари авиацийĕпе Çĕпĕр, Çурçĕр, Инçет Хĕвелтухăç регионĕсене тивĕçтерĕпĕр.
ПĔлӲсĔр инÇе каяймăн
Ачасен хăтлă та меллĕ вырăнсенче вĕренмелле. Юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла мар. Виççĕмĕш, иккĕмĕш сменăсен ыйтăвне татса памалла. Вĕрентекенсен пĕлӳ шайне ӳстерес енĕпе ĕçлемелле. Ыркăмăллăха çул парар.
Шкул ачисемпе студентсем паян волонтерсен проекчĕсене хутшăнаççĕ — чирлисене пăхаççĕ, ватăсене пулăшаççĕ, шыравçăсен юхăмне, çутçанталăка, чĕрчунсене хӳтĕлеме хутшăнаççĕ. Пирĕн вăхăт палли — граждансем ыркăмăллăха анлăн хутшăнни. Çакна тӳлевсĕр, чĕре хушнипе тăваççĕ.
Волонтерсене, ыркăмăллăх юхăмĕсене, коммерципе çыхăнман организацисене пулăшас енĕпе тимлĕ пулма ыйтатăп.
Çитес çул хăтлăхпа тирпейлĕх программисем валли регионсене 20 миллиард тенкĕ парăпăр. 2017 çул — Экологи çулталăкĕ. Правительствăна Раççейĕн хăйнеевĕрлĕ çутçанталăк символĕсене — Атăла, Байкала, Алтая — упраса хăвармалли программăсем хатĕрлеме хушатăп. Çĕршывĕпех вараланă лаптăксене тасатмалла. Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те çивĕч.
Пире санкцисемпе хуÇасшăнччĔ
Пирĕн çĕршывăн экономики такăннин тĕп сăлтавĕсем хамăрта: инвестици ресурсĕсем, çĕнĕ технологисем, çынсем çитменни, конкуренци аталанманни, ĕçлĕ климат çитменлĕхĕсем. Халь экономика чакма пăрахрĕ, промышленноçра кăшт ӳсĕм те пур. Пĕлтĕр ВВП 3,7 процент чакнăччĕ, кăçалхи вунă уйăхра вара вăл 0,3 процентпа танлашнă. 2015 çулта 85 миллион тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр хута янă — çĕршыв историйĕнчи рекорд. Экономикăн йывăрлăхри отраслĕсене пулăшассине малалла тăсăпăр. Тĕп банкăн ылтăнпа валюта резервĕ пысăкланнă — 400 миллиард доллара яхăн. Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх инфляци палăрмаллах чакасса кĕтетпĕр — 6 процент пĕчĕкрех пулĕ.
ЯлхуÇалăх
Ялхуçалăхне пулăшмалли тытăма туса хутăмăр. Çакăнта пирĕн ĕçтешсем санкцисемпе усă курни те пулăшрĕ — эпир хирĕç мерăсем йышăнтăмăр. Ялхуçалăх продукцийĕн экспорчĕ паян пире хĕç-пăшал сутнинчен те пысăкрах тупăш парать. Сăмахран, 2015 çулта хĕç-пăшал тулашри рынокра 14,5 миллиард тенкĕлĕх сутнă, ялхуçалăх продукцине — 16,2 миллиардлăх.
Налуксем, тĔрĔслевпе надзор ĔÇĔ
Çитес çул саккунсене, Налук кодексне тӳ-рлетӳсем кĕртмелле, вĕсем 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле. Çитес çултан тĕрĕслевпе сăнав органĕсен ĕçĕ уçă пулĕ. Кам кама тĕрĕслет, тĕрĕслев кăтартăвĕсем мĕнлерех/ Çакă тĕрĕслекенсем усламçăсен прависене пăснин кашни тĕслĕхĕпе мерăсем йышăнма май парĕ. Çаплах тĕрĕслевсен шутне чакармалла, вĕсен уссине ӳстерес тĕллевлĕ ĕçе хăвăртлатмалла, профилактика енĕпе ытларах ĕçлемелле, усламçăсене консультаци парса пулăшмалла, вĕсене лăпкă ĕçлеме май памалла. Коррупципе кăрешесси. Юлашки çулсенче муниципалитет, регион, федераци шайĕнчи чиновниксемпе çыхăннă шавлă ĕç чылай пулчĕ. Патшалăх служащийĕсен тĕп йышĕ — тӳрĕ кăмăллă çынсем. Влаçри таса мар алăллă çынсене должноçĕ те, çӳллĕ шайри çыхăнусем те, унчченхи тава тивĕçлĕ ĕçĕсем те хӳтĕлеймĕç. Анчах суд айăпличчен никамăн та йышăну тума право çук.
Тепĕр самант: коррупципе кĕрешесси — шоу мар, тӳрех шăв-шав çĕклемелле мар. Кунта профессионализм, яваплăх кирлĕ.
УкÇа аталанăва тĔревлетĔр
Инфляци чакни банксен кредичĕсене йӳнетме май парать. 2015-2016 çулсенче эпир банк тытăмĕн капиталне 827 миллиард тенкĕлĕх пуянлатрăмăр.
Çакна пула банксем экономика валли ытларах кредит уйăрчĕç. Пĕчĕк услама кредитсемпе пулăшни пĕлтерĕшлĕ.
Экономикăна çĕнĕ шая çĕклеме çĕнĕ йышши технологисем кирлĕ. Ку енĕпе анлă программа хута яма сĕнетĕп. Ăна укçапа тивĕçтермелле, кадрсене хатĕрлемелле. Инженерсене, IT-специалистсене вузсенче хатĕрлекен тӳлевсĕр вырăнсен шутне ӳстермелле.
Талантлă çамрăк ăсчахсене пулăшмалла, хăйсен тĕпчев лабораторийĕсене йĕркелеччĕр. Вĕсем валли грантсем пулаççĕ. Çак тĕллевсене 2017 çулта 3,5 миллиард тенкĕ уйăратпăр.
Тулашри витĔме парĂнмастпĂр
Юлашки çулсенче Раççей агрессийĕ пирки халапсем калаççĕ. Эпир никампа та хирĕçесшĕн мар, тăшман шырамастпăр. Анчах пирĕн интерессене хĕстернипе çырлахмăпăр.
Раççей тĕнче шайĕнчи организацисен ĕçĕн кун йĕркине çирĕплетессишĕн тăрать. Америкăн çĕнĕ администрацийĕпе те алла-аллăн ĕçлеме хатĕр. Раççейпе АПШ анлă ыйтусене татса парас енĕпе пĕрле ĕçлени пĕтĕм тĕнче интересĕ-сене тивĕçтерет. Пĕтĕм тĕнчери терроризмпа кĕрешес енĕпе вăйсене пĕрлештермелле. Юлашки çулсенче пире çăмăл килмерĕ, анчах çак тĕрĕслевсем пире татах та вăйлатрĕç.
 
: 104, Хаçат: 49 (1398), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: